Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

МАТТУРРИСЕНЧЕН ПĔРИ

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, иртнĕ çул ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшу парасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн палăрнă хăйсен ĕçĕпе 1000 çамрăк специалистпа студента ятарлă стипенди пама йышăннă. Пирĕн районта вĕсем вунпĕрĕн. Пĕри - "Чебоксарскагропромхимия" муниципаллă производство предприятийĕнче вăй хуракан А.В.Васильев. Алексей Витальевич Кỹкеçри 27-мĕш професси училищинче вĕреннĕ. Салтак тумне тăхăничченех "Чебоксарскагропромхимире" тăрăшнă. Гражданкăна таврăнсан та кăшт вăхăтран тăван хуçалăха килет. Халĕ вăл кунта виçĕ çул ĕнтĕ тракторист пулса ĕçлет. Предприятири А.В.Ульянов механик пĕлтернĕ тăрăх, А.Васильев чи маттуррисенчен пĕри. Хăйĕн ĕçне, техникăна юратать. Кирек епле ĕçе те кăмăлпа, пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Алексей Витальевичпа Марина Владиславовна Васильевсем килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ çула çитнĕ Данила та хăйсем пекех ĕçчен те сăпайлă çитĕнтерме тăрăшаççĕ. М.Васильева Шупашкарти пĕр больницăра медсестра пулса тăрăшать. Телейлĕ пурнăç çулĕ пултăр çамрăк çемьене. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ.


19 февраля 2003
00:00
Поделиться
;