ÇЕМЬЕ ÇИРĔПЛĔХĔШĔН
Çулталăкра пĕрре Н.В.Федоров Президент Патшалăх Канашне Çырупа тухать. Иртнĕ çулта тунă ĕçсем çинчен каласа парать, малашлăхăн стратеги çул-йĕрне палăртать. Н.В.Федоров асăннă Çырăва кăçал виçĕмкун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ пиллĕкмĕш сессийĕнче вуларĕ. Правительство çурчĕн ларусен пысăк залне депутатсем, вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсем, министрсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçисем, пысăк сумлă ытти çынсем пухăнчĕç.
Çырăва хатĕрленĕ чухне хальхинче уйрăм министрсемпе специалистсем çеç мар, халăх та хутшăннă. Граждансем электронлă почта, ятарлă телефон линийĕ, çыру урлă хăйсен шухăш-кăмăлне палăртнă, сĕнỹ панă. Президент районсенчен килнĕ хăш-пĕр ыратуллă йĕркесене асăнчĕ, хурав пачĕ.
- Халăхран килнĕ ыйтусемпе, канашсемпе паллашнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм: Правительство тытса пыракан çул-йĕр - тĕрĕс. Халăх тата влаç хушшинчи çыхăну çиппи малашне те çирĕп пулмалла, унпа анлăрах усă курмалла, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ социаллă ыйтусене сỹтсе явнă чухне, - терĕ Президент.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçалхи çула Н.Федоров Çемье çулĕ тесе палăртнă. Ку - ахальтен мар. Кун пирки Президент сессире те палăртрĕ. Çемьеллĕ çын малашлăха çут шанчăкпа, яваплăхпа тинкерет. Çемье çирĕп пулсан - патшалăх та тĕреклĕ .
Иртнĕ çула Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн 89 субьекчĕ хушшинче финанспа экономикăри, социаллă строительствăри кăтартусемпе малти вырăна тухнă. Общество финансĕсен тытăмне çĕнетсе улăштармалли программăн пур тапхăрне пурнăçласа Самар, Челябинск, Вологда облаçĕсемпе Санкт-Петебург хулипе танлаштарсан, лайăх паллă илнĕ. Çавна май республикăна 7,3 миллион долларлăх гранд (преми) тивĕçнĕ. Нумай укçа-тенкĕ амăшĕпе ача сывлăхне упрас çĕре, шкулсене, социаллă ытти обьектсене валли, вĕсене инворматизацилес тĕле каять. Çавăн пекех экономикăри ỹсĕмсемшĕн бюджета тата 900 миллион тенкĕлĕх хушма укçа кĕнĕ.
2002 çулта промышленноç производствин калăпăшĕ 105,2 процент ỹснĕ (Раççейре - 103,7 процент), ял хуçалăх производстви - 100,1 процент.
Хăш-пĕр Раççей регионĕсенче ача пособи укçине тỹлесе татайманнисем халĕ те пур-ха. Чăваш Республикинче ача укçи, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентỹре, культурăра, социаллă ытти сферăра ĕçлекенсен умĕнче шалу тỹлессипе парăм çук.
Общество инфраструктури республика кун-çулĕнче пĕлтĕр халиччен пулман хăвăртлăхпа аталаннă. Газификаци (900 километр ытла), 100 çемье врачĕн офисĕ, 10 шкул хута янă, ипотека кредичĕ вăя кĕнĕ. 2002 çулта республикăра 40 пин çын, тĕп пайĕ - ялсем çут çанталăк ырлăхĕпе усă курма пуçланă. Кăçал газ хывас ĕçе васкатассипе пысăк задача лартнă - инвестици калăпăшне виçĕ хут ỹстермелле. 2003-2004 çулсенче масштаблă ĕçсем туса 2005 çулччен вĕçлеме палăртнă. Газ, чи малтан малашлăхшăн, тĕллевлĕ ĕçлекен ялсене килĕ. Тăрăшусăр, ĕçсе-супăнса çỹресе патшалăха шанса ларакансем патне мар.
Пĕлтĕр Шупашкар хули Федераци Правительствин йышăнăвĕпе Раççейри чи хăтлă хула ятне илнĕ. 22 миллион та 500 пин тенкĕне тивĕçнĕ. Ку укçана хула валли уборка техникине туяннă çĕре янă. Çавăн пекех Н.В.Федоров ял хуçалăх, строительство, коммуналлă хуçалăх ĕçĕсене хакларĕ, çивĕч тăракан ыйтусене çĕклерĕ. Юлашкинчен Президент малашлăхри стратеги тĕп çул-йĕрĕсене палăртрĕ.
- Çирĕппĕн çапла калама пулать - влаç тата халăх чылай енĕпе мала кайма пултарчĕ. Пирĕн вара пĕлтĕр тунă ỹсĕмсемпе, çитĕнỹсемпе çеç лăпланмалла мар, пысăк тĕллевсем лартса пурнăçа кĕртсе пымалла. Çемье - патшалăхăн, обществăн пĕчĕк пайĕ пулнă май кирек мĕнле ĕç те çемьене тĕреклетессипе çыхăнмалла, унăн çирĕплĕхĕшĕн пулмалла. Çемьесем телейлĕ пулсан кăна аталану пирки калаçма пулать,- терĕ Н.В.Федоров Президент Çырăва вĕçлесе.