Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

КỸРШĔСЕН ОПЫЧĔПЕ ПАЛЛАШМА

Выртан каска мăкланнă, çỹрен каска якалнă, теççĕ халăхра. Кам аталанас шутлă, вăл, паллах, пĕр вырăнта лармасть, нумай енлĕ çыхăнусем йĕркелет, ыттисен опытне тишкерет. Пирĕн район администрацийĕнче те, акă, эпир - республикăра малта пыракан район тесе лăпланса лармаççĕ. Кулленхи лава туртнипе пĕрлех, хутран-ситрен, кỹршĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма, вĕсен ырă енĕсене, тухăçлă мелĕсене хамăр паталла туртма тăрăшаççĕ. Паллашмалăх ырă опытсем вара таврара чăн та, сахал мар. Акă инçе те мар вырнаçнă Мари Эл республикинче пирĕн пекех хула çывăхĕнчи Медведевский районах илер. Халăх йышĕпе вăл пирĕн районта пин çын майлă çеç пĕчĕк: унта 57 пин çын пурăнать, çĕр лаптăкĕпе вара нумай пысăкрах. Çавна та каламалла, вĕсен лаптăкĕн çурри ытла пайĕ - вăрман. Пире чи малтанах вĕсен патĕнчи производство, уйрăммăн илсен, ял хуçалăхри ĕç-хĕл кăсăклантарчĕ. Ахальтен мар: пирĕн пата çитнĕ информаци тăрăх, кунти пĕр пысăк хуçалăхра çулсерен пĕр ĕнерен 6 пин ытла килограмм сĕт сăваççĕ-мĕн. Чăн та, пирĕн тăрăхри шултра мăйракаллă выльăхшăн ку - питĕ пысăк çитĕнỹ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсене Медведево районĕнчи çак Азановский хуçалăха, тĕрĕсрех - госплемзавода - илсе кайса вĕсен опычĕпе паллаштарас шут тытнă чухне, ахăртнех, шăпах çак шухăша тĕпе хунă пулас. Пирĕн делегаци, çав шутра - çак йĕркесен авторĕ, çармăссем патне иртнĕ юн кун ирхине çула тухрĕ. Сехет пек кайсан Медведево район чиккинче унăн представителĕсем кĕтсе илчĕç. Район администрацийĕнче - пуçлăхĕ Д.Г. Шагиахметов, хуçалăхра - госплемзавод директорĕ М.М.Голубев. Паллашу питĕ ăнăçлă иртрĕ. Пурин çинчен те тĕплĕнрех - çитес номерте. * Азановский госплемзаводра. А.П.Князев, М.М.Голубев, Д.Г.Шагиахметов. Ертỹçĕсем пăрусене мĕнле çитĕнтернипе паллашнă хыççăн. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ


22 февраля 2003
00:00
Поделиться
;