МИНИСТРТАН ТĔСЛĔХ ИЛМЕЛЛЕ
Иртнĕ шăмат кун Шупашкар районĕнче физкультурăпа спорт тĕлĕшĕнчен республика шайĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти - ЧР Президенчĕн призĕсемшĕн йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртрĕç. Питĕ интереслĕ те хавхалантаруллă пулчĕç вĕсем. Ара, министрсем, район-хула пуçлăхĕсем йĕлтĕрпе чупса хăйсем те, вĕсемпе пĕрле ыттисем те хумханнине сайра-хутра çеç курма тивет-çке.
Шăмат кунхи Лапсар тăрăхĕ вара шăпах çакнашкал самантсемпе пуян пулчĕ. Пысăк яваплă çынсем тĕрлĕ енлĕ ăмăртрĕç. Çав шутра - уйрăм
çĕтерёшĕн, эстафетăпа çемье командин çĕнтерĕвĕшĕн.
ăмăртусем 11 сехетре уçăлчĕç. Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ
- ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев, Президент Администрацийĕн
ертёçин çумĕ - вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ В.И.Максимов мероприятие уçса спортсменсене ăнăçу сунчĕç.
Шел, куракансем сахаллăн килнĕ. Пăхса хумханмалли, киленмелли вара, чăн та, нумайччĕ. Сăмахран, ял хуçалăх министрĕ чупни çеç мĕне тăрать! Уйрăм çĕнтерёшĕн арçынсем хушшинче пынă ăмăртура вăл чи хыçалтисенчен кайнăскер, пĕрремĕшсен шутĕнче персе çитрĕ. Паллă, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çапла вăл министерствăсемпе комитетсем хушшинчи эстафетăра та малтанхи этапра кайса хăйĕн командине питĕ вăйлă пулăшрĕ. Эстафетăра ку команда иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕрремĕшне Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн команди çĕнсе илчĕ.
Уйрăм çĕнтерёшĕн пынă кĕрешёре хĕрарăмсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай райадминистрацин ĕçченĕ Римма Ерофеева мала тухрĕ. Администрацисем хушшинчи эстафетăра Канаш районĕн команди çĕнтерчĕ. Ахăртнех, кунта та пĕрремĕш пуçлăх А.В.Антонов хăй чупни витĕм кёчĕр-тĕр.
Каламалла, пирĕн район команди те аванах тытăçрĕ, анчах та хальхинче телей пирĕн енче пулмарĕ, пĕтĕмĕшле илсен вăл 8-9-мĕш вырăнсене йышăнчĕ. Вăтăра яхăн команда пулнă чух ку кăтартăва та япăх теме юрамасть ĕнтĕ. Администрацисем хушшинче пĕрремĕш вырăна вара Канаш районĕн, иккĕмĕшне
Патăрьел, виççĕмĕшне Шăмăршă районĕсен спортсменĕсем йышăнчĕç. Министерствăсем хушшинче Ял хуçалăх министерствин командине çитекенсем пулмарĕç, иккĕмĕшне - Физкультурăпа спорт, виççĕмĕшне - Финанс министерствин командисем тухрĕç.