ВĔÇЕВĔ ĂНĂÇЛĂ ПУЛТĂР
Этем пурнăçĕнче çемье мĕнле вырăн йышăнни каламасăрах паллă. Ĕçре, пурнăçра пысăк çитĕнё тăвакансенчен час-часах “Çемьере йĕркеллĕ те, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни пулăшать”,- тенине илтме пулать. Ахальтен мар вăйлă аталаннă çĕршывсенче çемье пĕлтерĕшне пысăка хурса хаклаççĕ, ăна тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан çемье - çĕршыв хăвачĕ.
2003 çул Чăваш Республикинче - çемье çулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ку. Çемье çирĕплĕхĕн ыйтăвĕ тахçанах пиçсе çитнĕ. Ку енĕпе татса памалли сахал мар. Арканакан çемьесем пирĕн пурнăçа каялла туртаççĕ. Сăлтавĕ вуншар. Иртнĕ эрнере пирĕн президент парламента тухнă Çырăва “Çирĕп çемье - вăйлă Чăваш Ен” ят панă. Ку чăннипех те пысăк тĕллевлĕ те пĕлтерĕшлĕ.
- Эпир иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче пĕрлешрĕмĕр,- тет “Лапсарская” ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен фабрикăра ĕне сăвакан И.А.Павлова. Мăшăрĕ - А.В.Ильин та çак хуçалăхрах тракторист пулса тăрăшать. Андрей Витальевич Кёкеçрен. Ирина Алексеевнăсен ялĕ юнашарах - Чĕркаш. Çамрăк мăшăр халĕ ытларах Иринăсем патĕнче пурăнать. Мĕн каламалли пур ĕнтĕ. Тем пек уйрăм пурăнас тесен те хальлĕхе май килмест.
Çакна палăртма кăмăллă. И.А.Павлова - президент стипендиатки. Вăл çулсеренех районти, республикăри дояркăсен ăмăртăвне хутшăнать. Виçĕ çул ĕнтĕ районта пĕрремĕш вырăна никама та паман вăл. Республикăра çамрăк дояркăсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухни те пулнă. Иртнĕ çул вара пĕтĕмĕшле ăмăртура виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Ферма заведующийĕ Ермолаева Ирина Алексеевнапа Андрей Витальевич пирки
ыррине çеç калать. Иккĕшĕ те ĕçре хастар, пурнăçра сăпайлă, çынпа кăмăллă. Кирек епле ĕçре те шанма пулать вĕсене. Андрей Витальевич фермăна тракторпа апат турттарса парать. Пушă вăхăтра дояркăсене те пулăшать. Вăй тапса тăракан çак çамрăк мăшăр çине пăхсан вĕсем шанăçа çухатмасăр, умри йывăрлăхсене çĕнтерсе телейлĕ çулпа утасса шанас килет. Паллах, татса памалли сахал мар вĕсен, пурăнмалли пирки те, укçа-тенкĕ енчен те. Çапах та хăйсен ĕçне чунтан парăннă, пĕр-пĕрне вăйлă туйăмсемпе хакласа юратма пултаракансене нимĕнле йывăрлăх та хавшатма пултараймасса пĕлсе тăратăп.
Ирина Алексеевнапа Андрей Витальевич вăхăчĕ сахал пулин те Кёкеçе те килсе çёреççĕ. Кунта та вĕсен чи çывăх çынсем пурăнаççĕ вĕт-ха.
Çамрăк мăшăра çемье çулĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх та телей, ăнăçу сунас килет. Вĕсен килĕшёллĕ пурнăçĕ нумай мăшăршăн
ырă тĕслĕх пулса тăтăр.