Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

КАНАШЛАРĔÇ, ПАЛЛАШРĔÇ

Кĕçнерни кун республикăра Тĕп редактор кунĕ иртрĕ. Етĕрнери издательство çуртĕнче юсав ĕçĕсем пынă пирки (черетпе шăпах унта пулмаллаччĕ) район хаçачĕсен тĕп редакторĕсем, Чăваш Республикин вице-премьерĕ, пичетпе информаци политикин министрĕ Н.И.Володина, унăн çумĕ Л.А.Гаврилькова, информаципе анализ уйрăмĕн пуçлăхĕ М.Ф.Тихонов, пирĕн района килсе çитрĕç. Кỹкеçри издательство çурчĕпе, редакципе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн хăнасем районти культура çуртне пухăнчĕç. "Тăван Ен" хаçатăн тĕп редакторĕ В.Т.Сорокин кун йĕркипе палаштарсан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев хамăр район, унăн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Тухăçлă ĕçлесе пыракан "Ольдеевская", "Агарикус" предприятисем, Тутаркассинчи пахча-çимĕç консервлакан завод Раççей шайне тухни çинчен, район хыснине нумай тупра кĕртме пултаракан алкоголь продукцийĕ туса кăларакан "БудаВин" завод уçăлни пирки каласа пачĕ. Редакторсен те Анатолий Пантелеймонович патне ыйтусем пулчĕç. Выртакан хуçалăхсем паян нумайланса пыни, ĕç укçи сахал тивĕçнипе çынсем хуланалла туртăнни пур районта та çивĕч тăрать. Çакă пирĕн патра мĕнле шайра пулни хăнасене интерслентерчĕ. Кун хыççăн Н.И.Володина вице-премьер пичет ĕçĕнчи кулленхи ĕçсене тишкерчĕ, издательство çурчĕсем, редакцисем умĕнче тăракан çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕп редакторсемпе канашласа сиксе тухакан çитменлĕхсене пĕтермелли, малашнехи ĕçе тухăçлатмалли мелсене палăртрĕ. Ĕçлĕ канашлу вĕçленсен хăнасем республикипе палăрнă "Атлашевский" кооператива çул тытрĕç. Хуçалăхăн мухтанмалли те пур. Иртнĕ çула пысăк кăтартусемпе вĕçленĕ. Çур аки, кĕрхи çĕртме ĕçĕсене вăхăтра вĕçлесе пыраççĕ, хуçалăха аталантарма вăй çитереççĕ. Акă, нумаях пулмасть туяннă, Швецирен кỹрсе килнĕ оборудованипе ĕнесене суни предприятине нумай тупăш кỹрет, энергине те самай переклет. Хуçалăхра курмалли кунсăр пуçне те нумай пулчĕ. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ. "Атлашевский" ЯХПК пуçлăхĕ Н.И.Скворцов журналистсене предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать.


01 марта 2003
00:00
Поделиться