ПАРХАТАРЛĂ ОПЫТ
Мари Элти “Азановский” хуçалăхра пĕр ĕнерен вăтамран çулталăкне 6400 килограмм сĕт сăваççĕ. Кунне 12 тонна майлă чĕр-тавар тирпейлеççĕ.
Шупашкар районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем кỹршĕллĕ Мари Элта пулни çинчен “Тăван Ен” çырнăччĕ. Кĕскен аса илтересшĕн: ĕçпе çыхăннă çак çул çỹреве райадминистраци пуçлăхĕн А.П.Князевăн пуçарăвĕпе ял хуçалăх управленийĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ.
Сăлтавĕ питĕ пысăк темелле. Пирĕн тăрăхра, уйрăмах Шупашкар хулинче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ: хулари пасарсенчен чылайăшĕнче Мари Элти чăх-чĕп фабрикисенче, сĕт-çу завочĕсенче кăларнă продукци питĕ нумай. Мĕншĕн-ха? Мĕншĕн тесен кунти Медведевский районтах унашкал продукци кăларакан хăватлă хуçалăхсем темиçе. Вĕсенчен уйрăмах паллисем: “Марийское” чăх-чĕп фабрики, ăратлă ĕне выльăх тытакан федераци харпăрлăхĕнчи
“Азановский госплемзавод”, çавăн пекех пысăк тухăçпа ĕçлекен хуçалăх “Тепличное”. Кунта пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем хăйсен продукцине “ниçта хума пĕлмеççĕ”.
Акă, сăмахран, Азановскинче кунне 12 тонна майлă чĕр-тавар - сĕт тирпейлеççĕ. Эрнесерен 15 тонна Чулхула облаçне ăсатаççĕ, ыттине хăйсем патĕнчех вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Паллă, ĕнтĕ производство калăпăшĕ питĕ пысăк. Ахальтен мар. Сăвакан ĕне йышĕ 700 пуç ытла. ăна икĕ фермăра 500 тата 200 ĕне тăракан фермăсенче тытаççĕ. Выльăхĕ ăратли çеç: “черно-пестрая” текенни. Вăтамран 600-700 килограмм таять. Сĕтне те вара кунне 16 килоран кая мар антарать. Çапла ĕне пуçне çулталăкра ку хуçалăхра вăтамран 6400 килограмм суса илеççĕ.
Çакăнтан пухăнать те ĕнтĕ хуçалăхăн пуянлăхĕ. Азаново ялĕнче ытларах 3 хутлă чул чуртсем. Вĕсене пурне те госплемзавод тытса тăрать. Хваттершĕн 90 тенкĕ çеç тỹлеççĕ. Çуртсенче - газ, шыв, канализаци. Кунтах икĕ хутлă пысăк культура çуртĕнче, ăна “Центр досуга” теççĕ, пултăмăр. 20 çул каяллахи пулсан та вăл паян та илемлĕн те, тирпейлĕн упранать. Мĕнле кăна кружоксем çук кунта: тĕрлĕрен музыка инструменчĕсем çинче выляма вĕренес текенсене валли, хитре тĕрлеме, ташлама е юрлама вĕренес текенсене валли. Эпир пынă чухне ятарласа хатĕрленĕ хăваран авса савăт-сапа тăвакансем хăйсен ăсталăхне туптатчĕç. Кабинечĕсен ячĕсем тата мĕне тăраççĕ: “Тĕл пулу пỹлĕмĕ”, “Хĕллехи сад”. Ячĕсем, чăн та, пĕлтерĕшĕпе пĕр килеççĕ. Ирĕксĕрех шутласа илетĕн: кунта урăхларах, культура енĕпе ытларах аталаннă çынсем пурăнмаççĕ-ши, тетĕн. Анчах та пĕлетĕн, вĕсем те пирĕн пек çынсемех, хăйсен ĕçне, тен, ытларах хисеплеççĕ, пĕр-пĕринпе, тен, сăпайлăрах. Библиотека та пуян пулни курăнать. Сорос фончĕпе ĕçлени ăна паянхи хаклă йышши, анчах ачасен тавра курăмне анлăлатма питĕ кирлĕ кĕнекесем туянма май панă. Сăмах май, А.П.Князев библиотекăна тепĕр кĕнекепе - “Сторона моя Чебоксарская” ятлипе -
тата чăваш тĕррипе илемлетнĕ, “Паха тĕрĕ” фабрикăра кăларнă парнепе пуянлатрĕ. Кунта
ĕçлекенсем вĕсене тав тусах йышăнчĕç. “Ним те калаймăн, кун пек хăтлă та тирпейлĕ культура çуртĕнче пĕр енчен - ăмсану, тепĕр енчен - киленỹ туйăмĕ çавăрса илет. Хăв та сисместĕн, манăн та çакăн пек çĕрте пурăнас килет тесе шухăшласа илетĕн...
Анчах та унашкал пурнăç йĕркеленĕвĕ пĕлĕтрен татăлса анманни те паллă, ăна пирĕн пек çынсемех пуçарса янă. Вăрттăнлăхĕ таçта инçе те мар, вăл çиелтех. Чи малтан - производствăра, ăна тивĕçлĕ шайра майлаштарса янинче. Çапах та уйрăмах камăн пĕлтерĕшĕпе витĕмне кура çитсе тăнă-ха кунта пурăнакансем çакнашкал ырлăх патне? Чи малтан, паллах, Социализмла ĕç Геройĕн М.М.Голубевăн пултарулăхĕпе пархатарлăхне кура ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен шăпах вăл çак хуçалăха 34-мĕш (!) çул ертсе пырать. Ку чаплă ята вăл иртнĕ самана вăхăтĕнчех илнĕ. Кунта ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе çав вăхăталлах пĕтĕм Раççейри канашлусем (2 хут) ирттернĕ. Хăйĕн ĕçĕпе вăл унчченех медальсемпе орденсене тивĕçнĕ. Çавăнпа Чулхула облаçĕнче çуралса ỹснĕскерĕн çулĕсем те пĕчĕк мар ĕнтĕ: 65 çул. Çапах та шăпах вăл ертсе пыракан хуçалăхра
юлашки 12 çул кашни ĕнерен 6,4 пин килограмм сĕт суса илессинчен чакманни мĕн çинчен те пулин каламасть-и вара пире? Паллах, калать: çулсем иртнĕçемĕн ĕç ăсталăхĕпе опычĕ ỹснине, вăй-халĕ чакманнине пĕлтерет. Авторитечĕ те унăн питĕ пысăк: миçемĕш суйлав ĕнтĕ - республика шайĕнчи депутат.
Самана кисренĕвне пăхмасăр ял хуçалăх производствине çỹллĕ шайра пĕр тикĕс тытса пыни унăн опычĕпе паллашма кайнă ертỹçĕсене самаях шухăшлаттарчĕ: “чăн-чăн ертỹçĕ теме те пулать ăна”. М.М.Голубев интересли вара
пире питĕ нумай каласа пачĕ. Вăл тытакан ăратлă выльăхăн хăйне евĕрлăхĕ çинчен те, потенциалĕ вăтамран 7 пин килограмм сĕтрен кая пулманнине те, лайăх сăвакан ĕне тăвасси мĕнрен килнине те, пурне те, пурне те кăмăлтан пĕлтерчĕ. Акă, сăмахран, 2-4 уйăхри пăрусен ферминче мĕн каларĕ. “Енчен те çамрăк пăру вăхăтĕнче ăна тивĕçлипе пăхмарăн-тăк, унран пысăк сăвăмлă ĕне пулаймассине кĕтсех тăр,- терĕ Михаил Михайлович. - Çавăнпа та çак тапхăрта ăна валли ним те шеллемелле мар.” Чăн та, фермăри пăрусем яп-яка та яштака, куçĕсем йăлтăртатса тăраççĕ, пỹрте кĕртсе янă качака путеккине аса илтереççĕ. Ахальтен мар ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Н.Мустаев райадминистрацинчи планеркăра “Азановскинче” пулни çинчен доклад тунă чух: “Унашкал куçсем эпĕ нихăçан та курманччĕ-ха”,- терĕ. Ара вĕсем выльăх шăпи те телейлĕ пуласси пирки тỹрремĕнех калаççĕ мар-и? Апачĕ пур енчен сĕтеклĕ, мĕншĕн тесен витамин тĕлĕшĕнчен тулли, вити вара таса та ăшă пулни, хăйсене ирĕклĕ туйни вĕсене çакăн патне илсе çитерет те пулас.
Курнинчен асра юлмалли самантсенчен тепри вăл - 300-400 ĕне тăмалăх ăшă, типĕ, выртма çемçе те апат тĕлĕшĕнчен тулăх витере пăрулас умĕн уйăх юличчен тытакан 70-80 ĕне “курорчĕ”. Кун пирки шăпах çакнашкал каларĕ те ертỹçĕ: “курорт”. Кунпа эпир те çавăнтах килĕшрĕмĕр. Ĕнесене сумаççĕ, сăнчăрта тытмаççĕ, пĕр сивĕ сăмахпа та ятламаççĕ. Ирĕкĕ вара тем пысăкăш, апачĕ - тем чухлĕ.
Паллах, сумалли ĕнесен витинче те кирлĕ пĕтĕм услови: температура, нỹрлĕх, чи пĕлтерĕшли - апат тĕлĕшĕнчен тулăх. Çавăнпа кунне пĕр ĕнерен 16 литртан кая мар сăваççĕ те ĕнтĕ. Пурне те кăтартрĕ, ним те пытармарĕ пиртен Голубев.
Хăйĕн ĕмĕчĕ мĕнли пулнине те пĕлтерчĕ вăл. “Çамрăк чух эпĕ сирĕн патра та вĕреннĕ вĕт: ял хуçалăх специалисчĕсен квалификацине
ỹстерекен Шупашкарти институтра. Унта пире Евтихий Андреевич Андреев ертсе пыракан хуçалăха илсе кайнăччĕ (Муркаш районĕ - В.С.). Çуллахи курăкран вăл хĕлле валли мĕнле сĕтеклĕ апат хатĕрлени ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ. Çавнашкал апат çитĕнтересси - манăн ĕмĕтĕм”,- терĕ Социализмла ĕç Геройĕ. Паян М.М.Голубевăн та шутламалли пур иккен. Вĕсен çĕрĕ пысăк - 3900 гектар, апла апат хатĕрлеме те майсем ытларах. Анчах та электроэнерги хакĕ 3 хут, газшăн тỹлесси ỹсни, çав вăхăтрах ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ чакни ку хуçалăха та витĕм кỹнĕ. “2002 çула пĕрремĕш хут тăкакпа вĕçлерĕмĕр, çавăнпа кăçал тата ăнăçлăрах ĕçлеме тивет”,- палăртрĕ ертỹçĕ.
Анчах та эпир курни-илтни, паллах, пирĕн асра ĕмĕрлĕхех асра юлма тивĕç. Мĕншĕн тесен кунта эпир суйласа илнĕ ял хуçалăх ĕçне чăннипех пĕлсе тата юратса тунине
асăрхарăмăр, вĕсен опычĕпе кăштах паллашрăмăр. Пирĕн район та республикăра кайрисен шутĕнче мар, вăтамран пĕр ĕнерен эпир
3,4 пин килограмм сĕт сăватпăр (республикипе ку кăтарту -2,878 пин) Пирĕн районта та хăшĕсем нумай ĕне тытаççĕ, лайăх сăваççĕ. “Атлашевский” кооператив сăмахран, 900 ĕнерен пĕлтĕр вăтамран 4227 килограмм суса илнĕ. Ун пеккисем татах пур: “Приволжское” учхоз, “Гвардеец” РПУП. Сăмах май, вĕсен ертỹçисем те Мари Элта пулчĕç. Çапах вĕренмелли пирĕн питĕ нумай-ха. Мĕншĕн тесен 6400 килограмм сăвакансем Раççейĕпе те сайра, пирĕн республикăра вара - пачах çук. Çав вăхăтрах çурçĕрте вырнаçнă Çармăсра, республикипе илсен, 2,967 пин сăваççĕ, Медведевский районĕнче вăтамран - 4,022 пин килограмм. Кам пĕлет, вĕсен тата пирĕн енчи кăтартусен уйрăмлăхĕ нумай енлĕ сăлтавланма пултарать. Анчах та шутламалли тата ĕçлемелли пурах ĕнтĕ.
* А.П.КНЯЗЕВ тата Медведевский район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Г.ШАГИАХМЕТОВ Мари Эл
тележурналистсемпе калаçаççĕ.
Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ.