ÇАКĂН ПЕК ĔÇ УКÇИ ИЛЕТПĔР
Хальхи вăхăта илсен, аслисене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 1746 тенкĕпе танлашать. Тĕрĕсех: чи пĕчĕк виçе. Çав вăхăтрах теприсем ун чул илесси пирки сĕмленмеççĕ те пуль. Уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсенче тимлекенсем. Асăннă отрасльти кăтарту пĕлтĕр республикăра 742,5 тенкĕне ларнă. Пирĕн районта икĕ хут ытларах илеççĕ. Ял
хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп экономисчĕ В.Я.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, предприятисенчи ĕç укçин калăпăшĕ пĕлтĕр 1900 тенкĕпе танлашнă. Цифрине ăçтан тупаççĕ-ши? - тесе тарăхакан чылай хресчене пĕлтерем: кунта кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсен шалăвне те, пахча-çимĕç ỹстерессипе тимлекенсен укçине те кĕртнĕ. Апла пулсан, уйăхри вăтам ĕç укçи 3767 тенкĕне ларакан Ольдеевская агрофирма та, 3612 тенкĕ тỹленĕ Чувашский бройлер акционерсен уçă обществи те çав шутра. Чебоксарская тата Лапсарская кайăк-кĕшĕк фабрикисен кăтартăвĕ та аван: пĕринче 2452 тенкĕ тỹленĕ пулсан, тепринче - 2338 тенкĕ. Шупашкарти çăкăр продукчĕсен комбиначĕн бройлер кайăк-кĕшĕк фабрикинче уйăхне 2055 тенкĕ лекнĕ.
ỹсен-тăран ỹстерессипе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекенсен ĕç укçи пысăках мар. Ун пек предприятисенчен чи уçă кăмăлли - Приволжское вĕренỹ хуçалăхĕ. Унта 2716 тенкĕ тỹленĕ. Гвардеец РПУПра та икĕ пин ытла ларнă. Тĕрĕсрех - 2061 тенкĕ. Куйбышев ячĕллĕ предприятири вăтам ĕç укçи - 1887 тенкĕ. Сад , Герой , Ленин ячĕллĕ, Дружба , Кадыков ячĕллĕ, Букет Чувашии агрофирмăн Ишлейри филиалĕ, Чурачикский хуçалăхсенче те пин тенкĕ ытла тỹленĕ. Ыттисенче вара - пин тенкĕрен каярах. Чи сахал тỹлекенни - Прогресс акционерсен уçă обществи. Унта ĕç укçи 488 тенкĕне ларнă. 1-ое Мая колхоз 548 тенкĕ çеç панă. Тăрăнсен шалăвĕ - 566 тенкĕ, Искра предприятире - 576 тенкĕ. Ишексен те 637 тенкĕпе çырлахма тивет.
Çулталăк кăтартăвĕ тăрăх, вăхăтра тỹлекенсен шучĕ - тăватă предприяти: Куйбышев ячĕллĕ колхоз, Атлашевский кооператив, Чувашский бройлер акционерсен обществи тата Чебоксарская кайăк-кĕшĕк фабрики. Атăл , Слава , Свердлов ячĕллĕ, Искра , Пучах хуçалăхсен çылăхĕ уйрăмах пысăк. Вĕсем сахал (пин тенкĕрен кая) тỹлеççĕ кăна та мар, ĕç укçине чылай хушă памаççĕ. Ку енĕпе Атăл малта. Унти рабочисем 3,8 уйăх хушши ĕç укçи илеймеççĕ. Слава кооператив ĕçченĕсем те ĕç укçине 3,3 уйăх тĕмсĕлеççĕ. Свердлов ячĕллĕ колхоз 2,7 уйăх кĕттерет, Искра тата Пучах хуçалăхсем 2,5 уйăх тỹлемен. Дружба РПУП уйăхне 1547 тенкĕ таран парать-ха. Анчах парăм - 2,2 уйăх. Янăшсемпе Иккассисен те хăть ларса макăр. Вĕсене хăйсен пĕчĕк çеç укçине те ик уйăх кăтартмаççĕ.
Укçа тетпĕр те, тепĕр çитменлĕх те пур. Ĕç саккунне пăхăнас пулсан (ăна вара катертмелле марах) 1 разрядăн тариф ставки ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен
кая пулмалла мар. Пĕлтĕрхи çулларан вăл - 450 тенкĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара вăтамран 447 тенкĕ çеç. Пуринче те апла мар, паллах. Анчах Пучах , Туруновский , Атăл , Слава , Чурачикский , Сад , Герой , 1-ое Мая , Букет Чувашии" агрофирмăн Ишлейри филиалĕ саккуна пăсаççех. Пĕлменнишĕн-ши? Иккĕленетĕп.