Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ВАСКАМАÇÇĔ. КĂЛĂХАХ

ЧР Патшалăх Канашĕн аграри политикипе экологи комитечĕн депутачĕсем пуçарнипе техникăна юсама кăçал республика бюджетĕнче уйăрнă укçа-тенкĕпе йĕркеленĕ. Çав статьяпа 10 миллион тенкĕ палăртнине эпир хамăр хаçатра маларах пĕлтернĕччĕ. Укçан пысăк пайĕ Кỹкеçри “Чебоксарскагропромтехсервис” акционерсен обществине тивĕçнĕ. Иртнĕ эрне кун унта районти ял хуçалăх предприятийĕсен тĕп инженерĕсемпе ĕç сыхлавĕн инженерĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Пăхса тухнă ыйтусенчен пĕри вăл техникăна лизингпа юсасси пулчĕ. Кун пирки “ЧАПТС” обществăн пуçлăхĕ А.В.Бородавин та сăмах илчĕ. Шел, анчах пирĕн районта хуçалăхсем çав организацие питĕ васканиех сисĕнмест. Кăлăхах. Техникăна юсанă хыççăн предприяти гаранти те парать. Канашлура инженерсене предприятин юсав цехĕпе паллаштарчĕç. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ. * Инженерсем - цехра.


05 марта 2003
00:00
Поделиться
;