ИРТНĔ ÇУЛА ПĔТĔМЛЕТРĔÇ, МАЛАШЛăХА ПАЛăРТРĔÇ
Юн кун Депутатсен пухăвĕн черетлĕ 17-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта пăхса тухнă 12 ыйтуран чи вăраха кайни тата ытларах калаçтарни районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкересси тата кăçалхи тĕллевсене палăртасси пулчĕ. Ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика пайĕпе пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ А.Е.Егорова анлă доклад турĕ.
2002 çулта пирĕн район продукци туса илессине экономикăн пур отраслĕнче те ỹстернĕ. Вăл 1255,5 миллион тенкĕпе танлашнă е 117,8 процент. Производствăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче ял хуçалăх продукцийĕн тỹпи - 49,9 процент. 100 гектар ял хуçалăх çĕрĕ пуçне 1500,1 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, ку вăл республикăри вăтам кăтартуран 3,4 хут пысăкрах. Иртнĕ çула ял хуçалăх предприятийĕсем 9 миллион тенкĕ ытла тупăшпа вĕçленĕ.
Промышленность продукцине кăларасси танлаштаруллă хакпа илсен - 110,9 процент. Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕ производствăна 4,2 процент ỹстернĕ. Промышленность продукцийĕн районти калăпăшĕне асăннă предприяти 77,2 процент хывнă. Çавăн пекех “ЧАПТС” производство фирмине, “Автосервис” акционерсен хупă обществине, “Кỹкеçри издательство çурчĕ” РПУПа, “Силуэт” тата “Быт” МУПсене ырă енчен палăртмалла. Çав вăхăтрах “Ремтехсервис” акционерсен уçă обществин ĕçлесе каяймасть, “Басон-Лента” АХОра лару-тăру çултан çул йывăрланса пырать. ỹнер промыслисен “Паха тĕрĕ” фирминче производство калăпăшĕ 17,7 процент чакнă. Ку предприяти бюджет тата бюджет мар фондсен умĕнчи парăмпа реструктуризаци тума ирĕк илнĕ пулин те вăхăтра татăлса пыраймасть. Чĕртаварпа материал илме паянхи кун ирĕклĕ укçа-тенк те çук имĕш.
Район общество инфраструктурине аталантарассипе нумай ĕçлет. 2003-2004 çулсенче районта газификацие вĕçлемелле. “Чувашэнерго” АУО хутшăннипе 1105 уйрăм çын çуртне электричество илсе çитермелле. Треньккасси поселокĕнче тата Ишлейра кăçал котельнăй тумалла.
Иртнĕ çул районти вăтам ĕç укçа 2177,6 тенкĕпе танлашнă. Яллă ытти районсемпе танлаштарсан вăл - чи пысăкки. Анчах вăхăтра татăлайманнисем те нумай-ха. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 34 предприятин 10,8 миллион тенкĕлĕх парăм пулнă.
Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн программинче палăртнă тĕп мероприятисене пурнăçланă. Çĕнĕ программăсемпе килĕшỹллĕн асăннă документра кăçал хăш-пĕр улшăнусем пулĕç. Район администрацийĕ ЧР Министрсен Кабинечĕпе тунă килĕшĕве тĕпрен илсен иртнĕ çул пурнăçланă. Туса çитерейменни шутĕнче - ĕç укçи парăмне пĕчĕклетессипе çителĕксĕр тăрăшни, иккĕмĕш çур çулта ĕçсĕрлĕх шайĕ кăштах ỹсни. Çавăн пекех АПК кăтартăвĕпе тата тỹлевлĕ пулăшу парас енĕпе тĕллеве туллин пурнăçлайман.
Тĕп доклад хыççăн тухса калаçакансем йышлăн пулчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Бородавин уйрăмах нумай ыйту çĕклерĕ. Газификаци, шывпа тивĕçтерес, çул-йĕр тăвас, телефон кĕртес тата ытти ыйтусене хускатрĕ. Депутатсен райпухăвĕн депутачĕ А.Д.Зверев АПК предприятийĕсем пирки ырă сĕнỹсем пачĕ. С.В.Петровский депутат информаципе консультаци службине йĕркелемеллине каларĕ.
ЧР Финанс министерствин районти финанс пайĕн пуçлăхĕ Н.И.Никифорова бюджет ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турĕ. Пĕтĕмпе депутатсем 12 ыйту пăхса тухрĕç. Тĕслĕхрен, 2003-2005 çулсем валли пушар хăрушсăрлăхĕпе тĕллевлĕ программа йышăнчĕç. Уйрăм çынсен хăйсен ирĕкĕпе тỹлемелли взноса малтан палăртнă 10 тенкĕ вырăнне 30 тенкĕ çирĕплетрĕç. ỹлĕмрен Горькинчи чукун çул предприятийĕн тата “Чувашэнерго” АОн пурăнмалли çурчĕсем муниципалитет балансĕ çинче пулĕç. Муниципалитет харпăрлăхĕнчи çуртсенче служба вăхăтĕнче пурăнас йĕркене çирĕплетрĕç.