Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Пултаруллă строительсем

Строитель профессийĕ - çĕр çинче чи ватă та пархатарлă, мирлĕ профессисенчен пĕри. Вĕсен аллисем ăсталанă çурт-йĕр, тĕрлĕ сооруженисем, парксемпе скверсем тата ытти те пирĕн хуласемпе поселоксене, ялсене илем кỹреççĕ. Пирĕн районта та строительсен темиçе организацийĕ ĕçлет. Вĕсенчен пĕри вăл - уçă акционерсен обществин юсавпа строительство ĕçĕсен куçса çỹрекен мехколонни. Анлă енлĕ ĕç пурнăçлать А.Л.Илларионов ертсе пыракан коллектив. Вĕсем юсав ĕçĕсемсĕр пуçне хăйсем те çурт купалаççĕ. Районта çеç мар республика тĕп хулинче Шупашкарта та, Раççей тĕп хулинче те Мускавра та сахал мар ĕç тунă. Çĕршывăн тĕп хулинче вĕсем, шкулсемпе садиксенче юсав ĕçĕсене ирттерме тивĕç пулнă. Чăваш строителĕсем кирек ăçта пулсан та хăйсем хыççăн ырă йĕр çеç хăвараççĕ, вĕсен ăста аллисене пур çĕрте те ырăпа çеç асăнаççĕ. Çак коллектив ĕçченĕсем халĕ Ишлейри поликлиника çуртне хăпартнă çĕрте, Лесная сказка профилактори санаторире, Кỹкеçри ваттисен çуртĕнче тата ытти çĕрте тăрăшаççĕ. Поселокри ваттисен çурчĕн сауна мунчинче Л.Н.Захарова ертсе пыракан бригадăн пĕр ушкăнĕ юсав ĕçĕсем ирттерет. Кунта вĕсем кирлĕ пулсан кирпĕчне те хураççĕ, штукатурка ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, сăрлаççĕ, плиткине те çыпăçтараççĕ. Хăй кăмăлланă ĕçĕнче кашниех вуншар çул вăй хурать. Л.Н.Захарова -1965 çултанпа, Т.Н. Краснова - 1970, А.Л.Александровăпа Н.В.Трофимова та çирĕмшер çул ытла. Татьяна Николаева ку организацире нумаях пулмасть ĕçлет. Малтан вăл Шупашкарти ЧЕСТРта (малтанхи 2-мĕш стройтрест), 20-мĕш управленийĕнче вăй хунă. Сеспель , Октябрь кинотеатрсене, Россия хăна çуртне, вун-вун шкулпа садике, модăсен çуртне тата нумай-нумай обьекта хута янă çĕре хăй тỹпине хывнă, Арзамас хулинчи шкула хăпартнă çĕре хутшăннă. Çак ырă та сăпайлă, ĕçчен чăваш хĕрарăмĕсене уяв ячĕпе саламласа çитĕнỹ те телей, çирĕп сывлăх сунас килет. Вĕсен ĕçчен аллисем малашне татах та илемлĕрех çуртсем хăпартма пултарччăр. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ. * Л.Н.Захарова ушкăнĕ сулахайран сылтăмалла: Л.Н.Захарова, А.Л.Александрова, Т.Н.Краснова, Н.В.Трофимова.


08 марта 2003
00:00
Поделиться
;