Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ШУПАШКАР РАЙОНĔ ХАЛЬХИНЧЕ ВИÇÇĔМĔШ ВЫРĂНТА

Иртнĕ юн кун Канаш хулинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. ăна уçнă май Николай Федоров Президент пухăннисене çапла аса илтерчĕ: ларăвăн кун йĕркинче пĕртен-пĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту - Чăваш Республикин экономикипе социаллă пурнăçне 2002 çулта аталантарнин тата республика бюджетне пурнăçланин кăтартăвĕсемпе 2003 çулхи тĕллевсем. Правительство ларăвне республика активĕ хутшăнчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, федерацин тĕп инспекторĕ А.Д.Муратов, министрсем, район-хула админимстраци пуçлăхĕсем тата ыттисем. Пĕрремĕш ыйтупа ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕ М.И.Илларионова доклад турĕ. 2002 çулта Раççейĕн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан, республика экономикипе социаллă пурнăçĕ пысăкрах хăвăртлăхпа аталаннă. Сакăр районта промышленноç аталанăвĕ унчченхи çулхи шая çитеймен. Пăрачкав, Элĕк районĕсенче вара промышленноç продукцийĕн калăпăшĕ чакнă. Çакă вăл район администраци пуçлăхĕсем отрасль аталанăвĕшĕн кирлĕ пек тăрăшманнине пĕлтерет, терĕ министр. Пĕрешкел условисенчех, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес енĕпе кăтартусем тĕрлĕрен. Акă Шупашкар районĕнчи Атлашевский ЯХПК çулталăкра пĕтĕмпе 3,8 пин тонна сĕт туса илнĕ. Шăмăршăпа Сĕнтĕрвăрри районĕсенче çак кăтарту - 2,3 тата 2,6 пин тонна кăна. Пĕрисем отрасльте çĕнĕ технологипе анлăн усă кураççĕ, ăратлăха лайăхлатса пыраççĕ, выльăх апачĕн никĕсне çирĕплетеççĕ. Теприсен вăл та, ку та çителĕксĕр. Шупашкар, Комсомиольски, Муркаш районĕсенче кашни 100 гектар çĕр пуçне продукци нумай илнĕ пулсан, чылай районăн кăтартăвĕ пĕчĕк. Министр республика экономикинче инвестиципе усă курас, вак предпринимательлĕхе, ваккăн суту-илĕве, йăла службине тата ытти отрасльсене аталантарас ыйтусем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. ЧР финанс министрĕн çумĕ Н.А.Осипова 2002 çулта Чăваш Республикин республика бюджетне мĕнлерех пурнăçласа пынипе паллаштарчĕ. Республика бюджетне тупăшсен енĕпе пĕлтĕр 146 процент пурнăçланă. Бюджета налуксем пухассипе малтанхи çулхи хăвăртлăха сыхласа хăварнă. Чăваш Республикин социаллă политика министрĕ П.С.Краснов ветерансемпе инвалидсене хỹтĕлес енĕпе йышăннă саккунсем мĕнлерех пурнăçланса пыни çинчен каласа пачĕ, федерацин Атăлçи округĕнчи облаçсемпе республикăсен социаллă пурнăç аталанăвĕн нумай енĕсене илсе кăтартрĕ. Пособисем тỹлессипе, парăмсене татассипе тата ытти чылай енпе республика федераци округĕнче лайăххисен шутĕнче. Çав хушăрах ĕç укçипе пенсисен шайĕ ыттисенчен пĕчĕкрех. - Çĕр айĕнчи пуянлăхсемсĕр республика,- палăртрĕ çавна май Президент, - ытти пуян регионсенчен пĕрре те кая мар ĕçлесе пурăнма пултарать. Палăртнине пурнăçлама пирĕн татах нумай ĕçлемелле. Çапла майпа кăна ĕç укçи шайне, пенси виçине ỹстерсе пыма пулать. Шупашкарти сĕт завочĕн ертỹçи В.П.Бычков республикăра хатĕрлекен сĕт пахалăхĕ начарри пирки пăшăрханса каларĕ. Çак продукта ирĕксĕртен Тутарстан Республикинчен туянма тивет. ЧР Ял хуçалăх министерствине, Чăвашпотребсоюза тата асăннă сĕт заводне хатĕрлекен продукци пахалăхне тарăнрах тĕпчесе пĕлме, çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума хушрĕç. Правительство пуçлăхĕ Н.Ю.Партасова хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çулталăкăн малтанхи икĕ уйăхĕнчи экономика кăтартăвĕсем çинчен каларĕ. Шел, вĕсем питех савăнтармаççĕ. Сăмахран, çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тỹлемелли парăмсем ỹссе пыраççĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕç укçи тỹлессипе лару-тăру çав-çавах йывăр. Нумай çĕрте Ĕç кодексне пăсаççĕ. Элĕк районĕнче, акă, 28 хуçалăхран 26-шĕнче ĕç укçи шайĕ чи пĕчĕк виçерен те сахалрах. Ку ыйтупа нумай калаçнă. Анчах усси çук. - Ĕç укçи енĕпе хăш район мĕнле ĕçленине кашни эрнере шута илмелле, тивĕçлĕ хак памалла, федерацин саккунĕсене пурнăçламан ертỹçĕсенчен çирĕп ыйтмалла,- асăрхаттарчĕ Президент. Ларура 2002 çулта экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернисене палăртрĕç. Хуласен хушшинче пĕрремĕш вырăнта - Канаш, иккĕмĕшĕнче - Шупашкар. Районсен хушшинче - Вăрнар, Етĕрне, Шупашкар районĕсем. Президент мала тухнисене Çĕнтерỹçĕн куçса çỹрекен Кубокне тата дипломсем парса чысларĕ. Н.В.Федоров хĕрарăмсен ушкăнне хисеплĕ ятсем илни çинчен паллăсем пачĕ. Республикăн хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсене Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, телей, çирĕп сывлăх сунчĕ.


08 марта 2003
00:00
Поделиться