Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

2004 Çул хыççăн газ кĕртме пулăшакансем пулмĕç

Канашра мартăн 5-мĕшĕнче Правительствăн анлă ларăвĕ иртни çинчен “Тăван Ен” пĕлтернĕччĕ. Лару хыççăнах канашлура республикăра газификаци ĕçне вĕçлес ыйтăва тишкерчĕç. ăна та Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ертсе пычĕ. Тĕп докладпа строительствопа архитектура министрĕ В.Н.Филатов тухса каларĕ. Унăн докладĕнче сăмах Н.В.Федоров февраль уйăхĕнче алă пуснă “Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен” Указĕ тавра пычĕ. Ку йышăну татăклă: 2003-2004 çулсенче газ Чăваш Енĕн пур кĕтессине те çитмелле. Анчах та çĕнĕ Указ пур ял та хăйне хăех кăвак çулăмлă топливăллă пулса тăрĕç тенине пĕлтермест. “Хăйне хăех” унччен те пулман-ха. Анчах малашне ку ĕçе тата пикенерех кỹлĕнмелле пулать-тĕр. “Кукка” çине шанса ĕçлессине майĕпен пĕтерсе пымалла”,- терĕ Филатов министр. Çĕнĕлĕхсем çинчен вара министра чарсах Н.В.Федоров хăй каларĕ. Малашне хăш ялсене кĕртмен, чи малтан вĕсене çитĕç. Анчах та ялта пурăнакансенчен çурринчен кая мар газ кĕртес шухăшлисем пулмалла, унсăрăн пăрăха çĕр айне чавса чикни питĕ хака ларать,терĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, “Газпром” малашне ку тĕлĕшпе пулăшма пăрахать, пĕр Чăваш Еншĕн çеç укçа-тенкĕ кăштах уйăрать, икĕ çуллăха. Çавăнпа газификаци ĕçне ытларах халăх укçи-тенкине явăçтармалла. Калăпăр, 150 пин çурт-йĕре газ кĕртмелле, 15 пин тенкĕ пĕр килтен илес пулсан (тĕрĕссипе вара “Промгаз” директорĕн çумĕ Ю.Ярыгин пĕлтернĕ тăрăх, пĕр киле газ кĕртесси пĕтĕмпе шутласан, 50 пин тенкĕ тăрать) пурĕ 2,2 млрд. тенкĕ пухмалла. Газ кĕртес текенсем патшалăхран çăмăллатнă кредит илеççĕ. 2004 çул хыççăн газ кĕртес тĕлĕшпе нимле çăмăллăх та пулмĕ. Кашнийĕн газ мĕн пуçласа вĕçне çитичченех хăй тĕллĕн коммерци хакĕпе кĕртме тивĕ. Газификаци ĕçĕ 2002 çулта, малтанхи çултипе танлаштарсан - 107 процент тулнă. 870 километр сеть пăрăхĕсем хунă. Газ кĕртнĕ уйрăм çуртсен шучĕ 1.5 хут ỹснĕ. Кăçал тата тепĕр çул ăçта сахалтарах газ кĕртнĕ, сăмахран, Патăрьел, Елчĕк районĕсем, ытларах пулăшу вĕсене лекĕ. Н.В.Федоров каланă тăрăх, газификацие вĕçлесен çав меслетпех уйрăм çуртсене шыв кĕртмелли программа ĕçе яма пулать. Газификаци ыйтăвĕпе иртнĕ канашлура та нумаййăн тухса каларĕç. Çав шутра Строительство министерствин ку енĕпе тытса пыракан хăш-пĕр саманчĕсене критиклекенсем те пулчĕç “Спецмонтажгаз” пуçлăхĕ А.Г.Галков). “Чувашсетьгаз” пуçлăхĕн В.И.Ильинăн шучĕпе нумай çуртра тивĕçлĕ мăрьесем çук, вĕсене тума çăмăллăхлă кредит, 5 пин тенкĕ, уйăрсан аван пулмалла. Пĕтĕмлетсе Президент çавна каларĕ. Газификаци ĕçне тума республикăра кăçал 1 миллиард тенкĕ палăртнă. Унсăр пуçне хушма тупăшран 600 миллион тенкĕ майлă уйăрма шутлаççĕ. Ĕç-хĕл йỹнелтĕр тесе пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăракан ятарлă ушкăн тумалла, пăрăхсене пĕр тĕлтен туянассине палăртмалла. Ял халăхне вара Н.В.Федоров ку ĕçе чăннипех ăнланса пуçăнма, укçа-тенкĕ пухас тĕлĕшпе тĕллевлĕрех ĕçлеме сĕнчĕ.


13 марта 2003
00:00
Поделиться