Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ЙĂЛТĂР-ЯЛТĂР КĂВАК ÇУЛĂМ САВĂНТАРЧĔ

“Çут çанталăк газĕ çитрĕ акă халь пирĕн яла, йăлтăр-ялтăр кăвак çулăм савăнтарĕ ял йыша” çак сăмахсемпе кĕтсе илчĕç иртнĕ эрнере Шинер Тăрăнсем республикăран, районтан килнĕ хăнасене. Кăвак çулăмпа ăшăнасси çине куçни, тахçантанпах кĕтнĕ вăхăт çитни, паллах, пысăк савăнăç. Тăрăн ял администраци пуçлăхĕ В.Я.Павлов историлле саманта çирĕплетсе йĕркеленĕ митинга уçса ЧР Правительствин Председателĕн 1-мĕш çумне - ял хуçалăх министрне М.В.Игнатьева сăмах пачĕ. “1999 çулта ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров йĕтемре ĕçлекенсемпе тĕл пулнă чухне çак яла газ çитересси çинчен каланине ял халăхĕ манман пулĕ-ха. Акă, паян - шантарнă кун çитрĕ. Сире, ял халăхне, ал сулманнишĕн, пуçа усманнишĕн тав сăмахĕ калас килет. Паянтан вутă-шанкă шырасси сиртен аякра тăрĕ. Халĕ газĕ пур, сирĕн умра тата тепĕр ĕç тăрать - шыв пăрăхĕсене пỹрте кĕртмелле”,- пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. Малалла министр малашне газ кĕртес текенсен мĕнле майпа ĕçлемеллине ăнлантарса пачĕ. Кун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев сăмах илчĕ. Вăл каланă тăрăх, ял халăхĕ М.В.Игнатьев депутатра пулнă чухне газ кĕртес ыйтăва çĕкленĕ. Анчах пухура ларакан халăхăн куçĕнче шанни пулман. Паян çак трассăна халăхран кĕмĕл пуçтармасăрах туса пĕтернĕ. Кунашкалли районта та пĕрремĕш ял. Мускав шайĕнчен 6 миллион çурă укçа тупма май килни çак ял çыннин ĕçне тата çăмăллатнă. “Паян район умĕнче пĕр тĕллев - пур яла та кăвак çулăм çитересси. Кил-çурт хăтлă, ăшă пулни хĕрарăмран нумай килет. Ир тăрса кăмака кукринче вут хутса ярасси тек пулмĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе асаннесемпе кукамайсене, аннесемпе аппасене кунран пысăк парне пулмасть пулĕ”,- çак сăмахсемпе саламласа Анатолий Пантелеймонович яла газ кĕртес ĕçре хăйсене лайăх енчен кăтартнисене - “Спецмонтажная” предприятинче вăй хуракан А.И.Федоров слесарь-водителе тата В.М.Живов сварщик-полиэтиленщика - Шупашкар районĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çавăн пекех ял халăхне саламласа куçса çỹрекен “Спецмонтажная” мехколонна директорĕ А.А.Трифонов, “Чувашсетьгаз” тулли мар яваплă обществăн Кỹкеçри участокĕн ертỹçи В.И.Мокин “Туруновский” хуçалăх ертỹçи В.К.Иванов, Шĕнер Тăрăн ял старости А.И.Иванов тухса каларĕç. Акă кĕтнĕ вăхăт çитрĕ - кăвак çулăм ялкăшма тытăнчĕ. Районти 115-мĕш ял газпа ăшăнма тытăнчĕ. Кун хыççăн Тăрăн ял администрацийĕн пуçлăхĕ çут çанталăк газĕ хăвăртрах çиттĕр тесе ырми-канми тăрăшнă çынсене парнесем парса чыс турĕ. Малалла ял халăхĕ районти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн юррисене итлесе киленчĕ. Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕсем.


13 марта 2003
00:00
Поделиться
;