КУНТА ЧУН_ЧĔРЕПЕ ПАРăННИСЕМ ÇЕÇ ĔÇЛЕМЕ ПУЛТАРАÇÇĔ
Уйрăм çурт тытса тăракансем хваттерте пурăнакансене яланах ăмсаннă. Шывĕ ăшă, çитменнине - пỹртре. Ырлăх мар-и çакă. Анчах çакăншăн вун-вун çын кунсерен ырми-канми тимлет. Вĕсем - çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсем. Мартăн 16-мĕшĕнче вĕсен професси кунĕ. Çавна май, уяв умĕн пирĕн корреспондент “Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх” пĕрлĕхлĕ заказчиксен дирекцийĕн ертỹçипе Н.И.Николаевпа тĕл пулчĕ. Николай Иванович çак лава туртма пуçлани çулталăк çитмен-ха. Апла пулин те унăн туса ирттернĕ ĕçсем пирки, малашнехи тĕллевсем çинчен каласа памалли пур.
- Николай Иванович, уяв кунне мĕнле цифрăсемпе кĕтсе илетĕр?
- Эпир пĕтĕмпе 316 çурта пăхса тăратпăр. 5701 çемьере 16200 çын пурăнать. 2002 çулта муниципаллă баланс çине тата 4 çурт йышăннă: Кỹкеç поселокĕнчи Первомайский урамĕнчи 4-мĕш, СССРа 50 çул урамĕнчи 41-мĕш, Геологический урамĕнчи 17-мĕш çуртсем, Тутаркассинчи Кудряшов ячĕллĕ урамри 6-мĕш çурт. Çавăн пекех тата 50 çурта валли йышăну докуменчĕсем хатĕрленĕ.
- Хĕл каçасси кăçал чăрмавлă пулмарĕ-и?
- Пирĕн тĕп ыйту - ăшă. Хваттерте пурăнакансен ку енĕпе чăрмав пулмалла марри - коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен тивĕçĕ. Çуртсенче пурăнакансене асăрхаттарас килет - вĕсен çак енĕпе ĕçлекенсемпе канашламасăр пĕр ĕçе те пуçăнмалла мар. Геологический урамра 4-мĕш çуртра пурăнакансем ăшă яриччен хăйсем тĕллĕнех ăшă системине урăхла туса ăна пăснă. Ку чăрмава пĕтеретпĕрех. Çулла унта специалистсене чĕнсе ăшăтмалли системăна йĕркене кĕртесшĕн.
Пĕтĕмĕшле 2002-2003 çулти сивĕ кунсене начар мар ирттерсе ятăмăр темелле. Мĕншĕн тесен, ăшăтассипе илсен, котельнăйсем чарăнни пĕтĕмпе 3-4 ран ытла пулмарĕ. 4-мĕш номерлĕ котельнăйра пĕр-ик сехетлĕх юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, çавăн пекех 1-мĕшне те васкавлă пырса вăхăтра кăлтăксене пĕтермелли килсе тухрĕ.
- Кунта кĕмĕл енĕпе ыйтусем сиксе тухмарĕç-и?
- Районпа - 5701 уйрăм çын счечĕ. Вĕсенчен хваттерте пурăнакансем 5 миллиона яхăн укçа тỹлемеççĕ. Администраци пире пĕр пус та парăмра мар. Хваттершĕн тỹлеменнисемпе прокуратура, суд, суд приставĕсем урлă ĕçлетпĕр. Халăх ăшăпа, электричествăпа усă курасшăн, анчах вăхăтра укçа тỹлесси вĕсемшĕн темшĕн аякра тăрать. Эпир 24 сехет те ĕçлеме хатĕр. Пирĕн алла вăхăтра укçа тỹлеменни çапса хуçать. Çынсем хваттершĕн, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн вăхăтра тỹлеменни хăйсемшĕнех, çурт-йĕр хăтлăхĕшĕн япăх пулнине те ăнланса çитеймеççĕ, те патшалăх кăна яваплă тесе шутлаççĕ.
- Коммуналлă ĕçсен пахалăхне хăвăр мĕнле хаклатăр?
- Малалла хамăр ума пысăк тĕллев лартатпăр. Ку таранччен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕ лайăх шайра пулман пулсан, малашне пахалăх тени малти вырăнта тăрĕ. Планерка ирттернĕ чухне подрядлă организацисем умне те çак çивĕч ыйтăва лартатпăр. Акă, çуркуннене кĕтсе илме хатĕрленсе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр: подвалсене шыв ан кайтăр тесе халех тимлетпĕр, çуртсен тăррисенчи юра антаратпăр, шыв уççисем тăватпăр.
- Хваттерте пурăнакансем сирĕн ĕçе хисеплеççĕ-ха?
- Чи малтанах хваттер хуçин хăйĕн яваплăхĕ çинчен манмалла мар. Подьездсенче тарăхмалли мĕн чухлĕ: стенасене çырса вараланă, чỹречесене, алăксене çĕмĕреççĕ, çутă лампочкисене ватаççĕ, çуп-çапа урайне тăкаççĕ. Тирпейлекен тасатса кайнă хыççăн тăватă пилĕк сехетренех шăлман-çуман пек курăнать. Шел, хамăр пурăнакан çурт-йĕре упрама пĕлмен çын сахал-ха.
- Кивĕ çуртсем тĕлĕшпе районта мĕнле лару-тăру?
- Тĕп çуртсем ытларах хозяйствăлла майпа тунăскерсем. Нумайăшне хăпартнă чухне хăшпĕр строительство организацийĕсем технологие пăхăнман. Енчен те ăшă трасси пĕр траншейăпа каймалла пулсан, çавăнтах сивĕ шыв каяканнисем те пур. Кивĕ çуртсемпе ĕçлес пулать.
- Кирек мĕнле предприяти те ĕçчен те сатур çынсемсĕр мар.
- Пĕтĕмпе 7 подрядлă организаци. Паллах, лайăх ĕçлекенсем пулсан, начартараххисем те тупăнаççех. Ĕçе ỹрĕк-сỹрĕк пурнăçлакансен тĕплĕн вăй хуракансенчен тĕслĕх илсе малалла талпăнмалла. Уйрăмах Тутаркассинчи “Атлашевский” пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ырăпа асăнма кăмăллă. Кирек мĕнле ĕçре те çивĕч ыйтусемсĕр пулмасть. Л.В.Сявась лайăх ĕçленипе çак чăрмавсем ыттисенчен сахалтарах.
- Тутаркасси халăхĕ Çĕнĕ çул каçĕнчен пуçласа пĕр эрнене яхăн вĕри шывсăр, кăшт каярах икĕ кун çурă электричествăсăр ларнине мĕнле сăлтавлатăр.
- Тĕрĕс ыйту. Эпĕ сирĕнпе пĕтĕмĕшле килĕшетĕп. Вĕри шыв çинче чарăнсан, унта иккĕмĕш çул “Райтеплосеть” пăхса тăрать. Вĕри шыв пăрăхĕсем, чăнах та сахалтан та 30 çула яхăн выртаççĕ, кивелнĕ. Вĕсен çуллахи вăхăтра профилактика ĕçĕсене ирттермелле. Электроэнергие илес пулсан, унта пĕрлĕхлĕ заказчиксен дирекцийĕн айăпĕ çук. “Чувашрайгаз” предприяти кирлĕ органсенчен (связистсем, çурçĕр электричество сечĕсенче вăй хуракансенчен) ирĕк илмесĕрех нимех те пулмĕ тесе трассăна улăштарма пуçăннă. Энерги çукки лайăх пулăм тесе шутламастăп. Пĕр-пĕр кăлтăк сиксе тухсан пỹрне витĕр пăхман. Хам та кашни кун, кашни сехетре халь-халь авари пулмасть-и тесе кĕтсе ларатăп. Çак ĕçре вăй хуракансен пĕрре те канăç çук. Ку специальноçа суйласа илекенсем ĕçре патриот пулмалла, чун-чĕререн ĕçлеменскерсене пирĕн ĕçре нумай тытăнса тăраймаççĕ. Пĕр хăлхаран кĕртсе тепĕр хăлхаран кăларса янипе ĕç мала каймасть.
- Йывăр, апла пулсан çак специальноçа суйласа илнишĕн ỹкĕнни пулман-и сирĕн?
- Çук. Ку профессие хамах суйласа илнĕ. Вăл ман чун- чĕрене килĕшет. Çак системăра 18 çул ĕçлетĕп. Пенсине те çак енĕпе ĕçлесех каяс тетĕп.
- Нумай çĕрте пĕрлĕхлĕ заказчиксен дирекцийĕ кирлех-ши тенине илтме пулать. Мĕн каланă пулăттăр кун пирки?
- Мĕнле кирлĕ мар-ха?.. Паянхи куна илсен манăн ку енĕпе хамăн курăм пур. Саккун ыйтнипе вĕсене йĕркеленĕ. ДЕЗсене пĕтерсе муниципаллă предприятисене “ирĕклĕ ишеве” ярсан пысăк йăнăш пулать. Каларăм ĕнтĕ пахалăх паян пĕрремĕш вырăнта тăмалла. Енчен те йĕркелесе тăракан пĕр тытăм пулмасан çакă подрядлă организацисен тивĕçĕнчен те тухса ỹкĕ...
- Лайăх енĕпе тата хăш муниципаллă предприятисене асăнса хăварас тетĕр.
- Кỹкеç поселокĕнче пирĕн “Жилкомхоз” муниципаллă предприяти тăрăшать. Анчах паян ун çине чылай ыйту пулнине палăртса хăварасшăн. Каланă заявкăсене вăхăтра пурнăçласси йĕркере мар-ха. Кăна вĕсем çын çитменнипе сăлтавлаççĕ. Апла пулин те, ĕçе кỹлĕннĕ пулсан, халăх мĕн ыйтнине тивĕçтерес пулать. Унсăр пуçне кирлĕ вырăна оперативлă тухса каясси аякра тăрать.
ПКТБ “Чувашское” муниципаллă предприяти çине чылай ыйту пулчĕ. Унти ертỹçе улăштармалла килсе тухрĕ. Паян çитменлĕхсем майĕпен пĕтсе пыраççĕ, анчах ĕçлемелли, йĕрке тумалли нумай-ха.
- Кунсăр пуçне тата мĕнле çивĕч ыйтусем канăçсăрлантараççĕ.
- Ĕçмелли шывпа çивĕч ыйту тăрать. Кỹкеç поселокне хуларан шыв килет. Каллех трассине технологие пăхăнса хуманнипе час-час авари пулать. Çакă, паллах, пире тăкак нумай кỹрет. Район администраци пуçлăхĕ А.П.Князев тата унăн çумĕсем тăрăшнипе халĕ аш-какай комбинатĕнчен шыв илсе килесшĕн.
Малашне артезиан скважини çине куçасшăн. Инвестици программипе Шоссе урамĕнче 25,33-мĕш çуртсем валли уйрăм котельнăй йĕркелесшĕн. “Спецмонтажгаз” филиалĕ “Универсал” предприятин ăна тытса тăма вăй-хăват çитмест. Район бюджетне хатĕрленĕ чухне хутмалли котельнăй тума 400 пин тенкĕ укçа уйăрса хăварнă. Çавăн пекех Ишлей поселокĕнче Спутник, Советская урамĕсенчи 11-мĕш, 84-мĕш çуртсем валли, Çатракассинче ятарлă котельнăйсем пулĕç. Вĕсемшĕн 5 миллион укçа уйăрнă. Тата тепĕр проект Тренккасси поселокĕпе çыхăннă. 8 миллиона яхăн уйăрнă укçапа оборудовани туяннă, скважина чавнă, юр кайсанах котельнăй тума пуçăнĕç. Тренккассине 1800 метр пăрăх пырать. Паллах, пысăк çухату кунта. Çавăнпа кăçал çак ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçлесшĕн.
Хута яман обьектсем те пур-ха. Кỹкеçри “Çĕнтерĕве 30 çул” урамра шыв кăларакан башня лартнă. 85% таран ĕç вĕçленнĕ, юр ирĕлсе пĕтсен “Сельхозтехника” районĕнче башньăна хута яратпăр.
Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ.