Пире те лайăххисен шайне çитме вăхăт.
Хĕрĕх икĕ çул каялла (1961 çул) Нидерландра (Голланди) потребительсен прависене хỹтĕлекен обществăлла организацине регистрацилеççĕ. Раççейре унашкалли 1992 çулта пулать. Паян тĕнчери çĕре яхăн çĕршыв потребительсен прависене хỹтĕлекен пĕр организацине кĕреççĕ, уйрăм потребительсен интересĕсене хỹтĕлеççĕ.
1994 çулта пирĕн районта çак правленине ертсе пыма Ю.В. Кудряшова суйласа лартаççĕ. Тăхăр çул ĕнтĕ хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать Юрий Васильевич.
- Рейдсене тухакан тĕп комиссире 11 çын,- пĕлтерет потребительсен прависене хỹтĕлекен правлени председателĕ. - Кунта милици, прокуратура ĕçченĕсем, санэпидемнадзор центрĕн специалисчĕсем, налук инспекцийĕн сотрудникĕ, журналистсем кĕреççĕ. Халăх сывлăхĕ - патшалăхăн пуянлăхĕ тетпĕр пулсан сутуçăсене сывлăхшăн сиенлĕ апат-çимĕç продукцийĕсене сутма чармаллах. Кашни рейдрах хăш-пĕр магазинсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче çитменлĕхсем тупăнаççĕ.
Юрий Васильевич палăртнă тăрăх, халĕ лару-тăру самай лайăхланнă. Анчах та çав хушăрах яваплăха питех туйма тăрăшман сутуçăсем те тупăнаççĕ. Комисси вĕсене тупса палăртать - айăпне кура явап тыттарать. Çапах та паян, ытларах лайăххи çинчен асăнсан вырăнлăрах пулĕ. Ю.В.Кудряшов вĕсем пирки кăмăлпах асăнчĕ. Кỹкеç райповĕнче, сăмахран, поселокри тĕп гастрономра (заведующийĕ К.А.Путилова), Шорчекассинчи (И.В.Анатольева), Платкари (О.П.Петрова), Паçпакри (Н.Ф.Порфирьева), Тутаркассинчи (Ф.А.Васильева) магазинсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ишлей райповĕнче те пур вĕсем: Салапайкассинчи (Г.М.Орлова), Хыркассинчи (Л.П.Федорова), Ишлейри гастроном (М.А.Иванова), хуçалăх таварĕсем сутакан магазин (Г.М.Иванова), Ишекри лавкка.
Уйрăм çын тытса тăракан суту-илỹ точкисенче те çитменлĕхсемсĕр мар. Ун пирки те пĕрре çеç çырман пирĕн хаçатра. Вĕсен вара Кỹкеçри "Гранд" (Н.К.Груздева), "Çеçпĕл", "Гавань" (А.А.Агатжанян), "Королина" (К.Погосян) тата Г.П.Кудрявцевсен обществăлла апатлану предприятийĕнчен тĕслĕх илмелле.
Паллах кунта тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен, магазинсене таса та тирпейлĕ тытакан сутуçăсене пурне те асăнма май килмерĕ. Ун пеккисем ытларах ĕнтĕ. Кỹкеçре нумаях пулмасть уçăлнă рынока та лайăххисен шутне кĕртмелле. Тин çеç уçăлнăран-ши кунта час-часах тĕрĕслевсем иртрĕç. Вĕсен халăха таварпа тивĕçтересси те, тасалăхпа йĕркелĕхе тытса тăрасси те пысăк шайра.
Юлашкинчен, паянхи уяв ячĕпе потребительсен прависене хỹтĕлес ĕçре тивĕçлĕ вырăн йышăнакан, суту-илỹри культурăшăн яваплă специалистсене ăшшăн саламлатпăр, малашнехи ĕçре ăнăçу сунатпăр.