Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

100-мĕш пепкене чысларĕç

Мартăн 18-мĕшĕнче район больницин конференцисен залĕнче кăçал пирĕн районта кун çути курнă 100, 101-мĕш пепкесене тата ашшĕ-амăшĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Районти ЗАГС уйрăмĕн ертỹçи А.Е.Максимова Кỹкеçре пурăнакан Арсентьевсен çемйинче йыш хушăннине палăртса ача çурални çинчен калакан 100-мĕш акта ашшĕ-амăшне алă пустарчĕ. Елена Александровнапа Владимир Геннадьевичăн пĕрремĕш пепки - Ксения - мартăн 11-мĕшĕнче, 13 сехетре çуралнă. Сывă та тĕреклĕскер, 3,330 килограмм, 52 сантиметр чухлĕ. Ксюша хыççăнах, районти 101-мĕш ача, Павловсен çемйинче - Павел - çут тĕнчене илнĕ. Павел çемьере иккĕмĕш ача, унăн аппăшĕ пур ĕнтĕ. Çамрăк çемьесене саламлама, парнепе чыслама район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев çитрĕ. Ку пулăм пуçлăха та савăнтарнă, пĕлтĕр çак уйăх тĕлне 80 ача çуралнине регистрациленĕ пулсан, кăçалхи улшăнусем куç умĕнчех. Çавăн пекех çемьесене тата ачасене соцпулăшу паракан уйрăм заведующийĕ Т.А.Попова пепкесене тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерме сунчĕ. Район больницин тĕп врачăн çумĕ А.М.Юрьева мăшăрсене çитес çулта тепĕршер пепке патне килме хушрĕ.


09 апреля 2003
00:00
Поделиться