Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ĔÇ ДИНАСТИЙĔСЕНЕ ЧЫСЛАРăМăР

Иртнĕ эрнере Иккассинче Марковсен, Кудрявцевсен, Печниковсен династийĕсене чысларĕç. Уяв Ю.Е.Марковăн "Халăха вĕрентессин тĕп вучахĕ" кĕнекен презентацийĕпе уçăлчĕ. Юрий Егоровича шкул историйĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кĕнеке çырса кăларнăшăн ял администраци пуçлăхĕ С.Ванюшкин, вĕрентỹ управленийĕн пуçлăхĕ Г.Николаев, Ишлей кирпĕч завочĕн директорĕ Н.Платонов (кĕнекен тĕп спонсорĕ) тав сăмахĕ каларĕç. Мероприяти малалла çемьесем хăйсен династийĕсемпе паллаштарассипе тăсăлчĕ. Сирĕн кукаçăр питĕ хитре юрлаттаратчĕ",- тенине пĕрре мар илтнĕ А.Печников ватă çынсенчен. Каярахпа Анатолий Александрович та чун уççине юрă-ташăра тупать. Çав вăхăтрах историе тарăнрах тишкерес туртăм ăна иккĕмĕш пĕлỹ илме хистет. Унтанпа 26-мĕш çул Иккасси шкулĕнче музыкăпа истори урокĕсене ирттерет. Хăйĕн пекех кăмăллă мăшăрĕ те - Татьяна Николаевна кунта 29 çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Тăван ачисем те аслисен çулĕпе кайнă. Пĕтĕмĕшле ĕç династийĕ - 206 çул. А. Кудрявцева Иккассине Çĕрпỹ районĕнчен килнĕ. Унăн та учитель пулас ĕмĕчĕ ачаранах пысăк пулнă çав. 41 çул ачасене нимĕç чĕлхипе вырăс чĕлхине юратса вĕрентет. Ĕç династийĕн пуçлăхĕ тесе Анна Прокопьевна мăшăрне Николай Александровича палăртать. Вăл та 37 çул Иккассинче математикăпа физика учителĕ пулса ĕçленĕ. Хĕрĕ те 17-мĕш çул педагогикăра вăй хурать. Ю.Е.Марков ĕç династийĕн пуçлăхĕ шутланать пулин те, тĕп тымарĕ тесе аслашшĕне палăртать. Аслашшĕ вĕренмен çын пулнăран хăйĕн ывăлĕсене наказ панă-мĕн: "Сирĕн хăвăрăн çеç мар - ачăрсене те вĕренме хушмалла. Ачăрсем сиртен нумайрах вĕренсе мала кайччăр, çын пулччĕр",- тенĕ вăл. Çак сăмахсене ăша хывнă та ĕнтĕ ашшĕ. 4 класлă шкул пĕтернĕ. Юрий Егорович ашшĕнчен виçĕ хут нумайрах пĕлỹ илсе пурнăçне ачасене пĕлỹ парас ĕçпе çыхăнтарать. 47 çул Иккасси шкулĕнче истори предметне вĕрентет. ăна 1964 çулта РСФСРăн тава тивĕçлĕ учителĕ, 1959 çулта - халăха вĕрентес ĕç отличникĕн ятне параççĕ. "Эпир вĕреннĕ, сире те вĕрентнĕ, эсир хăвăр ачăрсене мĕн чухлĕ вĕрентĕр-ха?" - мăнукĕсем пирки те шỹтлесе, те чăнласа ыйтать Юрий Егорович хăйĕн хĕрĕпе кĕрỹшĕнчен. Çемье династийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентỹ стажĕ - 110 çул. Юлашкинчен ĕнерхи педагогсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, юрă-кĕвĕ парнелерĕç, конкурссене хутшăнчĕç. Уяв шкул ачисемпе культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕн концерчĕпе вĕçленчĕ.


09 апреля 2003
00:00
Поделиться