Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Депутат ĕçĕ-хĕлĕ

Хураçырма ялне газ килчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Г.Аксаков Шупашкар районне килсе халăхпа курнăçасси ырă йăлана кĕчĕ. Тĕл пулусенче вăл пĕрле палăртнă ĕçсем епле пурнăçланса пынине, Патшалăх Думинче мĕнле çĕнĕ саккунсем йышăннине, унти вăйсенчен хăшĕ мĕншĕн кĕрешнине каласа парать. Унсăр пуçне, паллах, çавă та лайăх: депутат халăхпа тĕл пулать - унпа пĕрле вырăнти ыйтусене пĕлекен район ертỹçисем те çỹреççĕ, çынсене хурав пама тăрăшаççĕ. Апла, юхăнса тăракан ĕçсене тума та çăмăлрах пулать. Акă ку эрнере те çавнашкалах килсе тухрĕ (сăмах май, иртнĕ номерте юн кун пулчĕ тенĕччĕ, ку паллах, йăнăш, вăл кунта ытлари кун пулчĕ, уншăн вулакан пире каçарать пуль тетпĕр). Ирхине 9 сезетрех çитрĕ вăл хăйĕн пулăшаканĕпе, Л.А.Лачугинапа, Кỹкеç поселокне. Унтан, район пуçлăхĕсемпе калаçнă хыççăн, вĕсем тỹрех Тутаркасси еннелле çул тытрĕç. Каласа хăварар: район тăрăх вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн - ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăваканĕ В.Н.Мустаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - УКС тата ЖКХ пуçлăхĕ В.М.Сидоров, çак йĕркесен авторĕ, район хаçачĕн редакторĕ В.Т.Сорокин ертсе çỹрерĕç. Иртнинче пулнă чух Тутаркасси шкулĕнче ĕçлекенсем хăйсене валли уйрăммăн методлитература, ксерокс, ытти вак-тĕвек пулсан аванччĕ тенĕ-мĕн. Çакнашкал ыйтусене пурнăçласа Анатолий Геннадьевич шкула (тĕл пулу унта иртрĕ) пĕр картон ещĕк кĕнеке илсе килнĕ. Ксерокс хальхинче параймарĕ, анчах та хăйĕн РФ Перекет банкĕпе тытакан хутшăнăвĕсем лайăх пулнăран вĕсен кивелсе пыракан, анчах ĕçлекен техникине илсе килме, тен, майĕ пулĕ те, терĕ. Анчах тĕп калаçу пĕтĕм Тутаркасси ял администраци территорине хумхантаракан ыйтусем тавра пычĕ. Акă сăмахран, И.Егоров çакнашкал ыйту тăратрĕ: Мăн Чăкăр çывăхĕнче мусор тирпейлекен предприяти уçасшăн, ку пуçарăва вырăнта хирĕçленĕ, пĕтĕм республика хăйĕн таса марне кунта турттарма пуçлĕ, пĕтĕм территорие варалĕ, çакă никамах та кирлĕ мар. А.Г.Аксаков ку шухăшпа туллин килĕшет, свалкăна хирĕç пĕрле ĕçлеме шантарать. Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри вăл - совет самани вăхăтьнче поселокра пуçланă анчах пĕтереймен тем пысăкăш культура çурчĕ. Çавна май вырăнта культура тĕлĕшĕнчен ĕçлесси юлса пырать. Сĕнỹ пур: ĕçлемен садик çуртĕнче ача-пăча творчество çурчĕ йĕркелесси. Ку тĕлĕшпе ĕç пырать. Учительсене пĕрлехи тариф сеткине (единая тарифная сетка) пăрахăçлас текен сас-хура пăшăрхантарать. Чăн та, депутат пĕлтернĕ тăрăх, ĕç министрĕ Починок пуçарăвĕпе унашкал хăтлану пулнă. Анчах та депутатсем, чи малтан Аксаков тăракан Халăх депутачĕ ушкăн тăрăшнипе В.Путин Президент ку шухăша пăрахăçланă. Халь министрне хăйне ĕçрен кăларас ыйту тăрать ,- терĕ А.Г.Аксаков. 1-мĕш разряда июлĕн 1-мĕшĕнчен индексацилеççĕ. Депутатсен çак ушкăнĕ Думăра тепĕр пуçару тунă: 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ача укçине (халь - 70 тенкĕ) 300 тенке çитермелле. - Ял хуçалăх таварĕ кăларакансене питĕ йывăр, ку енĕпе коммунистсем çеç пулăшаççĕ,- каларĕ залран тĕл пулăва килнисенчен пĕри. Анатолий Геннадьевича ку сăмахсем аванах пырса тиврĕç пулмалла, вăл уççăн çапла ăнлантарчĕ. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, ял хуçалăх таварне йỹнетсе яракан тĕп сăлтавĕ - топливо хакланни. Çакă вăл чи малтан олигархсен аппетичĕ ытла та пысăк пулнипе çыхăннă. Вĕсем Раççейре те нефтьне ют çĕршыва каякан хак шайĕнчех сутасшăн. Анчах та вĕсем Думăри коммунистсене пĕтĕмĕшпех сутăн илнĕ пулмалла. Пирĕн фракцисем топливо илекен пошлинăна ỹстересшĕнччĕ (вăл бюджета каять-çке), коммунистсем хирĕç пулнипех ку сĕнỹ кирлĕ чухлĕ сасă пухаймарĕ,- палăртрĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ. Вăл çавăн пекех пенсионерсене 25-30 тенкĕ çеç ỹстерсе панипе çырлахманнине, çакăн çыççăн РФ Пенси фончĕн директорне Зурабова Думăна чĕннине каларĕ. Питĕ вăйлă ыйтнипе тепрехинче вырăнти участок болницинчи спорт залне спорт инвентарĕпе пулăшма шантарчĕ. Çакăн пекех тĕл пулусем ОВАС фирмăра, пахча-çимĕç консервисен заводĕнче, Мăналти шкулта иртрĕ. Каç кỹлĕм депутат тата унпа çỹрекенсем Янăш ял администраци территорине кĕрекен Хураçырма ялĕнче газ чĕртнĕ çĕре хутшăнчĕç. Яланхи пекех ĕçре палăрнисем чыс-хисепе тивĕçрĕç. Янăш ял администраци пуçлăхĕ А.Е.Яковлев Лига-Чебоксары агростройгаз ертỹçине Г.М.Михайлова, Р.П.Зайцев прораба, Чувашсетьгаз ООО филиалĕн пуçлăхне А.И.Мокина, ял çыннисен уполномоченнăйне В.Г.Смирнова грамотăсем пачĕ. Тепрер эрнерен çакнашкалах савăнăç Кăшавăш ял администрацийĕнчи Ярăскассинче пулмалла. Хăш-пĕр çитменлĕхе пула çеç унта ку самант вăрăма кайрĕ. Мăналта вара газификаци ĕçне августра туса пĕтерме палăртаççĕ. Унта та Аксаков депутат тăрăшнипе уйăрнă 500 пин тенкĕ укçана йăнăшпа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлт ялне (вырăсла - Янгильдино) куçарнипе ĕç ытлашши вăраха тăсăлнă. Хальхинче пурте йĕркеллĕ. Çывăхри ялсенче те газ кĕртмелле. Укçине федераци бюджетĕнченех уйăрнă. Çапла вара, А.Г.Аксаковăн хальхи курнăçăвĕсем газ чĕртнипе вĕçленчĕç. Тепрехинче вăл ку тăрăха август вĕçĕнче килме палăртрĕ.


09 апреля 2003
00:00
Поделиться