ПИЧЕТ МИНИСТЕРСТВИНЧИ ПĔТĔМЛЕТỹ
Иртнĕ эрнере Пичет тата информаци политикин коллегийĕ телерадио кăларăмсен, хаçат-журналсен ертỹçисене, министерство хутлăхне кĕрекен полиграфи предприятийĕсен пуçлăхĕсене тата информаци политикине тытса пыма пулăшакан пур ĕçчене чĕнсе пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ.
Коллегин хăнисен шутĕнче хальхинче РФ Пичет министерствин Атăлçи округĕн территори управленийĕн пуçлăхĕ П.Журавлев, федераци инспекторĕ Д.Донсков, ЧР Патшалăх Канашĕн Культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн пуçлăхĕ Н.Сергеева пулчĕç. Н.Володина министр ертсе пычĕ. Кăçалхи коллеги иртнĕ çула пĕтĕмлетнипе çеç мар, пирĕн министерствăпа РФ Пичет министерствин Атăлçи округĕнчи управленийĕпе тĕрлĕ енлĕ хутшăнусем йĕркелесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснипе палăрса юлать. "Кунашкаллине пĕрремĕш хут Чăваш Енпе тăватпăр",- терĕ Павел Владимирович.
Округăн "пичет министрĕ" сăмах илсе Раççейри пичет ĕçĕ-хĕлĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, çавăн пекех тивĕçлисене РФ Пичет Министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Тивĕçлисен шутĕнче Н.Володина хăй те пулчĕ.
Тĕп докладне министрăн икĕ çумĕ Т.Евдокимовапа Л.Гаврилькова турĕç. Наталья Ивановна пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.
Пичет отраслĕ пĕлтĕр япăх мар аталаннă, 2002 çулхи ĕçе "тивĕçтерет". Тесе хакларĕç. Çав шутра иртнĕ çула "Кỹкеç издательство çурчĕ" РПУП та япăх мар вĕçленĕ. Хальхинче ăна пĕрремĕш вырăн лекмерĕ пулсан та унăн ĕçне лайăххипе палăртса хăварчĕç.
Н.Володина министр пичет тата информацин пĕтĕмĕшле отрасльне аталанма пулăшнисене те палăртрĕ. Уйрăммăн илсен, 4 район пуçлăхĕпе пĕрле Хисеп грамотине А.Князев тивĕçрĕ. Унсăр пуçне республикăри массăллă информаци хатĕрĕпе - чăвашрадиопа активлă çыхăну тытнăшăн райадминистрацин тĕп специалистне Н.Степанована та грамотăпа чысларĕç.
Мĕнех, пире, пичет тата информаци отрасльне аталанма пулăшакансене, унта ĕçлекенсене чыслани - вулакансемпе куракансене палăртни. Мĕншĕн тесен ку отрасль пĕтĕмпех халăх валли, унпа тачă çыхăнса ĕçлет. Çавăнпа малашне те лайăх çеç ĕçлеме тăрăшăпăр.