Предприяти - çитĕнỹсен çулĕ çинче
Темиçе çул каялла пирĕн пурнăçра сиксе тухнă арăш-пирĕш çил-тăвăл нумай предприятие путарса хучĕ. Çулсерен аталанса, çирĕпленсе пынă коллективсемех саланса кайрĕç. Çав хушăрах майне пĕлсе ĕçлесе предприятие, коллектива сыхласа хăварма пултаракансем те çук темелле мар. Вĕсенчен пĕри - акционерсен уçă обществин юсавпа строительство ĕçĕсен куçса çỹрекен механизациленĕ колонни - РСПМ-1 ОАО.
1995 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа ăна А.Л.Илларионов ертсе пырать. Анатолий Леонидович аслă пĕлỹ Чăваш патшалăх университетĕнче илнĕ. Диплом алла илсенех кунтах инженер пулса вăй хунă. Каярах Спецстрой системинче, пĕр вăхăт халь хăй ертсе пыракан коллективра директор çумĕнче тăрăшнă, Чăваш Республикин Верховнăй Советĕнче ĕç докуменчĕсене йĕркелес ĕçе ертсе пынă.
РСПМК-1 ОАО коллективĕ 1988 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче, шăп 15 çул каялла Чăваш АССР госагропром коллегийĕн 32-мĕш хушăвĕпе йĕркеленнĕ, Спецстрой трестне пăхăнса тăма пуçланă. Çак организацин тĕп тĕллевĕ - капиталлă строительство тата производство обьекчĕсенче, администраци, пурăнмалли тата культурăпа социаллă, йăла çурчĕсенче юсав ĕçĕсем ирттересси.
Кỹкеç поселокĕнчи Тепличная урамри 5-мĕш çуртра вырнаçнă çак организацин директорĕ пулма малтан В.А.Степанова шанаççĕ. Вячеслав Архипович ăна 1995 çулхи июнь уйăхĕн 14-мĕшĕччен ертсе пырать. Ун хыççăн вара çак лава А.Л.Илларионов туртма пуçлать. Кунта тăрăшакансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе тăхăрвуннăмĕш çулсем пуçламăшĕнче Кỹкеçри Советски урамĕнче 56 хваттерлĕ, пилĕк хутлă çурт купалама пуçлаççĕ. Кунти хваттерсен пысăк пайне вара тăван организацире ĕçлекенсемех йышăннă.
1996 çулта, малтан Спецстрой трестне пăхăнса тăнă РСПМК акционерлă общество пулса тăрать те ун йышĕнчен тухса хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçлать. Юсавпа строительство акционерсен ĕçĕсен куçса çỹрекен механизациленĕ колонни РСПМК АО - пулса тăрать. Паянхи ячĕ унăн вара кăшт урăхларах - акционерсен уçă обществи. 2001 çулта хăш-пĕр улшăнусемпе çĕнĕ Устав йышăнсан вăл РСПМК-1 ОАО пулса тăрать.
Йывăр тапхăрта та чăрмавсенесене ăнăçлă çĕнтерсе пынă çак коллектив паян ура çинче çирĕпех тăрать. Уйрăмах юлашки виçĕ-тăватă çулта ăнăçлă ĕçленĕ, пурлăхпа техника базине нумай пуянлатнă. 2001 çулта çĕр çынна майлă тăракан çак коллектив виçĕ миллион та 963 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă пулсан, иртнĕ çулхи тăхăр уйăхра çак цифрăна сакăр миллион та 596 пин тенке, çулталăк вĕçленнĕ тĕле 17 миллион тенкĕрен ирттернĕ. Вăтам ĕç укçи те иртнĕ çул виçĕ пине çывхарнă. Çакна та палăртма кăмăллă. Организаци налук тỹлевĕпе те, бюджет умĕнче те парăмра мар. Мĕнрен килет-ха çак ỹсĕм. Чи малтанах ĕç майне пĕлсе ăна йĕркелесе яма пултарнинчен, коллективри туслăхпа професси ăсталăхĕнчен.
Юлашки çулсенче кунта тăрăшакансем хăйсен ĕç географине чылай анлăлатрĕç. Хамăр районта тата Шупашкарта анчах мар, Мускав облаçĕнчи культурăпа социаллă, пурăнмалли çуртсене чылай юсаса çĕнетнĕ вĕсем.
- Çиччĕмĕш çул эпир унта, çакă нумай пулăшрĕ те пирек йывăр вăхăтра чĕрĕ укçаллă пулма,- тет Анатолий Леонидович.- Тепĕр тĕрев вăл - ветерансем. Вĕсем йывăр тапхăрта коллектива саланса кайма памарĕç, хăйсен патриотизмне кăтартрĕç.
Çак материала хатĕрленĕ май РСПМК-1 строителĕсем юсаса çĕнетнĕ Кỹкеçри, Шупашкарти нумай обьектра пулма тỹр килчĕ. Чăнах та мăнаçланса савăнмалли пур вĕсен. Ĕç тумтирĕ тăхăннă, ăшă кулăпа кăмăллă калаçакан, çиелтен пăхсан нимĕнле вăрттăнлăхпа та уйрăлса тăман чăваш хĕрĕсемпе каччисем чăнах та ылтăн алăллă. Кунта вĕсен ăсталăхĕн пĕр пĕчĕк пайне çеç çырса, ỹкерсе кăтартма май килет. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем республикăри Сывлăх, Юстици министерствисен тата Шупашкар хулин сывлăха сыхлас учрежденийĕсен çурчĕсене юсас ĕç пирки ирттернĕ конкурссенче малти вырăнсене йышăннă.
Иртнĕ çулта вĕсем Кỹкеçри тĕп больницăна, ваттисен çуртне, Ишекри врач офисне, сăмах май каласан, ăна республикăри чи лайăххисен шутне кĕртнĕ, Шупашкарти Ахазов урамĕнче вырнаçнă ачасен пĕрремĕш поликлиникине, Пирогов урамĕнчи юн пуçтаракан станцие, ачасен санатори-профилакторине тата ытти нумай-нумай обьекта çĕнĕ пурнăç панă. Вĕсен ĕçĕн пахалăхĕ пирки вара пуринчен те ыррине çеç илтме тỹр килчĕ.
Шупашкарти ачасен пĕрремĕш поликлиникин тĕп врачĕ Т.В.Работаева, юн пуçтаракан станцин тĕп врачĕн çумĕ В.В.Берникова пĕр чĕлхеллĕ пулнă пекех строительсен ĕçне пысăк хак пачĕç. Çак сывлăх учрежденийĕсен пур çуртне те юсама вĕсене çеç шанни çинчен пĕлтерчĕç.
- Вăхăтра, пысăк пахалăхпа, чи кирли вара йỹнĕрех хакпа çĕнетсе параççĕ,- терĕ юн паракан станцин тĕп врачĕн çумĕ В.В.Берникова.
Çак обьектсенче юсав ĕçĕсем халĕ те пыраççĕ-ха. Пĕрремĕш поликлиникăна, сăмахран, юсаса пĕтернĕ ĕнтĕ. Халĕ путвалта сантехниксемпе слесарьсем, сварщиксем ăшă, сивĕ шыв пăрăхĕсене улăштараççĕ. Юн станцийĕнче те юсав ĕçĕсем вĕçленмен. Алăксене, кивĕ чỹрече рамисене улăштараççĕ, стенасене, маччасене сăрлаççĕ, çĕнетеççĕ.
Шомикра вырнаçнă ачасен санаторийĕнче те хĕрỹ ĕç пырать. Кунти темиçе çурта иртнĕ çулах çĕнĕ пурнăç панă. Халĕ мунча-саунăсем ун çумĕнчи çуртра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. 1965 çултанпа предприятире пĕрре суйласа илнĕ ĕçре тăрăшакансен Л.Н.Захарова ертсе пыракан малярсемпе штукатурсен бригади, платниксен хастар ушкăнĕ ĕçлеççĕ.
- Пире вĕсем 1996 çулта пĕрремĕш хут юсав ĕçĕсем туса пачĕç,- тет санаторин тĕп врачĕ Ю.А.Бабаев. - Çавăн хыççăн эпĕ ăнлантăм: мана урăх никам та кирлĕ мар. Вĕсен ĕçне пăхсан чун савăнать. Хăйсене те, пире те хисеплесе ĕçлеççĕ. Теприсем хăйсен ĕçне пуçличчен е кăшт каярах укçине ыйтаççĕ, кусем вара малтан ĕçне вĕçлеççĕ, кайран сăпайлăн укçине ыйтма та кăмăллă. Эпир инçерех вырнаçнă май пур ĕçе те тĕл пулса татса пама йывăр, нумай ыйтăва телефон урлах татса паратпăр, çакă та ĕçре нумай çăмăллăх кỹрет. Çитменнине, вĕсен хакĕсем те пире тивĕçтереççĕ.
Юрий Алексеевич сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăма çук. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта тăрăшакан нумай ĕçчен тĕрлĕ тав сăмахне тивĕçнĕ, тивĕçет те. Строительствăра тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 2001 çулта Анатолий Леонидович Илларионов, Зоя Петровна Данилова, Юрий Афанасьевич Данилов Нечерноземагропромстройăн хисеплĕ строителĕн ятне тивĕçнĕ.
2002 çулта çак ята Николай Ильич Алексеева, Геннадий Васильевич Елимова, Надежда Аркадьевна Журавлевăна панă.
Ĕçре хастар та пултаруллă пулнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 2001 çулта Зоя Петровна Данилована, 2002 çулта А.Л.Илларионова Раççей Федерацийĕн Госстройĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Ялти строительствăри çитĕнỹсемшĕн, производствăри лайăх кăтартусемшĕн иртнĕ икĕ çулта Николай Ильич Алексеевпа Любовь Николаевна Захарова Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕсем пулса тăнă.
Валерий Анатольевич Константинов вара Нечерноземагропромстрой корпорацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Уйрăм çынсемсĕр пуçне çак ĕç коллективĕ хăй те ĕçри пĕтĕмĕшле çитĕнỹсемшĕн 2001 çулта строительство организацийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, 1-мĕш степеньлĕ Дипломлă пулса тăнă. Иртнĕ çулхи экономикăри пысăк çитĕнỹсемшĕн те коллектива Дипломпа палăртнă..