Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Призыв пуçланнăÇĕршыв умĕнчи тивĕç

Кăçалхи мартăн 31-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн президенчĕн 377-мĕш хушăвĕпе килĕшỹллĕн 1-мĕш апрельтен пуçласа 30-мĕш июньччен çамрăксене çĕнĕрен салтака илмелли тапхăр пулмалла. Пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев хушнипе апрелĕн 1-мĕшĕнче пирĕн районта призывниксене тĕрĕслекен ятарлă комисси ĕçлеме пуçларĕ. Унăн председателĕ - район администраци пуçлăхĕн çумĕ, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ А.А.Константинов. Районти çар комиссариачĕн 2-мĕш уйрăм пуçлăхĕ А.Г.Салмин подполковник пĕлтернĕ тăрăх, комисси эрнере виçĕ хут - ытлари кун, юн кун тата эрне кун ĕçлет. Кашни хутĕнче 50 çамрăк комисси витĕр тухать. Çуркуннехи призывра пурĕ 475 çамрăка тĕрĕслемелле, çĕр майлă салтак тумне тăхăнĕ. Призывниксем малтанах хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ. Вĕсене сакăр врач пăхать, кашни хăй енĕпе пĕтĕмлетỹ тăвать. Сăмах май, çамрăксенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çар ретне тăма юрăхсăр, нумайăшне сиплеме тивет. Çакна та палăртса хăварчĕ Александр Григорьевич. Призывник повестка панă хыççăн; çар комиссариатне палăртнă вăхăта çитмесен е çар комиссариачĕ хушнипе больницăна кайса сипленмесен нумаях пулмасть тухнă çĕнĕ Кодекс тăрăх, 500 тенкĕ таран штраф укçи тỹлеттерме пултараççĕ. Александр Григорьевич çакна та асăнмасăр иртмерĕ. Пĕр çар чаçĕнче, сăмахран, десантник пулма, питĕ çирĕп сывлăхлисем кирлĕ пулсан, тепринче аплах мар. Строительсен батальонĕнчех сывлăх енчен вăйлах ыйтмаççĕ. Салтак ячĕ тухнă çамрăкăн сывлăхпа, килти лару-тăрупа çыхăннă ыйтусем пулсан çар комиссариатне килсе вĕсене пĕрле татса памалла, палăртрĕ А. .Г.Салмин. Çавăнпа та ку енĕпе ашшĕ-амăшĕсен те çар комиссариатĕнче пĕр вăрттăнлăхсăр, уççăн калаçмалла.


09 апреля 2003
00:00
Поделиться
;