Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Пурнăçри йĕркелĕх - кашнинчен килет

Ыран, апрелĕн 6-мĕшĕнче çĕршыври шалти ĕçсен системинче следстви уйрăмне йĕркеленĕренпе 40 çул çитет. Пирĕн районта çак уйрăма 1993 çултанпа А.В.Иванов ертсе пырать. Александр Васильевич Хусанти университетран вĕренсе тухнă. Унччен 10 çул следователь, аслă следователь пулса ĕçленĕ. Уяв кунĕ умĕнхи калаçăва Александр Васильевич - юстици подполковникĕсĕр пуçне унăн çумĕ Н.Е.Яковлев аслă лейтенант, В.В.Мефодьев капитан, Ю.Н.Якимов капитан хутшăнчĕç. - Александр Васильевич, малтанах хăвăр ĕçĕр çинчен каласа парсамăрччĕ. - Пирĕн тĕп ĕç вăл, паллă ĕнтĕ, ют пурлăха хапсăнакансене, вăйпа усă курса çаратакансене тата ытти енĕпе айăплисене тупса палăртасси. Пирĕн уйрăмра - 16 специалист. Пурте юридицин аслă пĕлĕвне илнĕ. - Тĕрлĕ енлĕ преступлени тăвакансем пур. Кашнинпе уйрăммăн ĕçлеме тивет пулĕ. - Пирĕн ĕç, уйрăм специализаци тăрăх, темиçе пайран тăрать. Сăмахран, экономика енĕпе преступлени тунисене тăрă шыв çине кăларасси. Кунта должноçри ертỹçĕсем ĕç вырăнĕпе усă курса пуйма хăтланни тата ытти те. Уйрăм çынна хĕнени, кỹрентерни; харпăрлăха ăмсанакансен тата саккуна пăсса наркотиксем сутакансемпе ĕçлекен пайсем. Паллах пĕр-пĕрне пулăшма та манмастпăр. Кашни следователь çине темиçешер ĕç тиенет. Иртнĕ çул, транспорт хатĕрĕсемпе çыхăннă 19 ĕçе суда янă, çийĕнчех тупса палăртайман 28 ĕçпе тĕрĕслев пуçланă. Кăçал вара ултă ĕç суда çитернĕ. Калаçăва Н.Е.Яковлев хутшăнать. - Пурнăçра халĕ нумай çамрăк тỹрĕ пилĕкпе пурăнма тăрăшать. Иртнĕ çулхи кĕркунне Карачурара пурăнакан предприниматель килне пичĕсене палламалла мар пытарнă виçĕ çамрăк кĕрсе арăмĕпе упăшкине те вăйлă хĕнесе хăвараççĕ. Çĕнĕ çул хыççăн çаксем çĕнĕрен хăнана килеççĕ, 5 пин евро ыйтаççĕ, тупса хатĕрлеме вăхăт параççĕ те, хăратса тухса каяççĕ. Çак преступниксене те алăранах ярса илме пултартăмăр. Вĕсенчен пĕри Чечняра службăра тăнă, судпа айăпланни те пур. Ухтару вăхăтĕнче пĕрин патĕнче кĕске пăшал тупрăмăр. - Юрий Николаевич, эсир мĕнле тĕслĕхсем илсе панă пулăттăр? - Малтанах çакна палăртасшăн. Чылай преступление эрех ĕçсе минренĕ хыççăн пурнăçлаççĕ. Малтан паттăр, ыран мĕн пуласса шутламаççĕ. Пĕр-пĕрне çĕçĕпе чиксе амантнă тĕслĕхсем чылай. Нумай пулмасть Хачăкра пулса иртнĕ çавăн пек пĕр ĕçе пăхса тухнăччĕ. Ишлейре пурăнакан виçĕ çамрăк çывăхри дача çурчĕсене тустарса çỹренĕ, вĕсем те çула урă пуçпа тухман. Кỹкеçре пурăнакан пĕр çамрăк вара хăйĕн икĕ пĕчĕк ачаллă çемйине тăрантарса пурăнас вырăнне тарса çỹренĕ. Халĕ ăна та явап тыттармалла. В.В.Мефодьев практикинче те сахал мар тĕслĕх. - Сирĕн хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта тата Шупашкарта пурăнакан çамрăксенчен тăракан ушкăн икĕ çул ĕнтĕ пирĕн тата Сĕнтĕвăррипе Çĕрпỹ районĕнсенче элктропралуксене касса çỹренĕ. Пирĕн райнта кăна - 10 километр ытла. Нумаях пулмасть вĕсем пирĕн алла çакланчĕç, халĕ следстви пырать. Йăршу ялĕнче килĕрен тĕрлĕ тĕслĕ металран хатĕрленĕ савăт-сапа пуçтарса çỹрекене те суд тенкелĕ çине лартма хатĕрлетпĕр. Кỹкеçре пурăнакан, çамрăк январь уйăхĕнче çеç тĕрмерен тухнăскер, малтанхи пурнăçпах пурăнма пуçлать. Пĕр хваттертен вăл темиçе пин тенкĕлĕх ылтăн, кĕмĕл изделийĕсем çаратса тухать. Йĕрке хуралçисен аллине лекиччен хаклăраххисене ярăнтарма та ĕлкĕрнĕ. - Александр Васильевич, вăрă тĕнчи чееленсе, техника енчен пуянланса пырать. Вĕсене вăй илме парас мар тесен сирĕн техника енчен те, професси ăсталăхĕпе те çỹлерех тăмалла ĕнтĕ. - Шел пулин те, техника енĕпе пирĕн çĕнетмелли сахал мар. Пурĕ те икĕ компьютер кăна, машинăсем те кивĕ. Сотрудниксем пирки вара лайăххипе ыррине çеç калама пултаратăп. Н.Е.Яковлев, С.М.Андреева, Э.Н.Григорьева, Ю.Н.Якимов, М.А.Яковлева, Ю.П.Игнатьев, В.В.Мефодьев тата ыттисем те вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Професси уявĕ ячĕпе эпĕ коллегăсене саламласа ыррине, лайăххине, ĕçре çитĕнỹ те пурнăçра телей сунатăп.


09 апреля 2003
00:00
Поделиться