Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Вĕрентĕве малалла аталантарас тĕллевпе

Правительство çуртĕнче мартăн 28-мĕшĕнче иртнĕ Раççей Федерацийĕнчи вĕрентỹ тытăмне çĕнетсе лайăхлатнине çутатас тĕлĕшпе массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли опыт тата аталану çул-йĕрĕ семинар-канашлăва пĕтĕм Раççейри патшалăх вĕрентỹ структуринче вăй хуракансемсĕр пуçне нумай регионри пресса сотрудникĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров икĕ влаç представителĕсем пĕрле пухăнса канашланине, çĕршыври улшăнусем вăхăтĕнче вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени вĕрентỹ реформине çитĕнỹ кỹнипе сăлтавларĕ. Николай Васильевич семинара уçнă май, Раççей шайĕнче иртекен канашлу çакăн пек пысăк шайра пĕрремĕш хут иртнине пĕлтерчĕ. ĕренỹри çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнĕ чухне тĕплĕн, ăнланмалла çутатмасан ăна халăх урăхла йышăнма пултарать. Çавăнпа вĕрентỹ системинче вăй хуракансемпе журналистсен хушшинче час-часах çивĕч ыйту çуралать. Пĕр-пĕринпе канашласа ĕçленине нимĕн те çитмест. Шкулсем те, масс-медиа та пĕр пĕтĕмĕшле кирлĕ функципе ĕçлеççĕ - ăслă-тăнлă, тивĕçлĕ гражданин пулма вĕрентеççĕ. Журналист мĕн чухлĕ информаци нумайрах пĕлет, çавăн чухлĕ анализ тума пултарать, критиклесе те илет. Критика тенĕрен, унран хăрама кирлĕ мар, вăл пире вăхăтра хамăр йăнăшсене курма пулăшать çеç, уçăмлăх малти вырăнта пулмалла,- терĕ Н.В.Федоров. Президент Чăваш Енри паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ, пĕрлехи патшалăх экзаменĕн эксперименчĕсене анлăлатнин усăллăхĕ, Шкул автобусĕ программăна малалла аталантарас ĕç пахалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вĕрентỹ ĕçĕпе çыхăннă çитĕнỹсемпе йывăрлăхсем тавра РФ вĕрентỹ министрĕн çумĕ - Е.Е.Чепурных статс-секретарь, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Л.Н.Глебова тата ЧР вĕрентỹ министрĕ Г.П.Чернова тухса каларĕç. Елена Евгеньевна çĕршывра модернизаци процесĕ мĕнле шайра пынипе паллаштарчĕ. Раççейре икĕ çул каялла 500 шкул ачине 1 компьютер тивĕçнĕ пулсан, халь - 150-200 ачана. Чăваш Республикинче вара пĕр компьютер 70 ачана лекет. Вăл каланă тăрăх, виçĕ çухрăмран аяккарахри вăтам шкулсене автобуссем çỹрĕç, вожатăйсемпе воспитательсем каялла таврăнĕç, икĕ аслă пĕлỹ илнисен пĕлтерĕшĕ ỹсĕ. Министр çумĕн шучĕпе йĕркене пăснă ачасене колоние ăсатни усă кỹмест. Шăпах вожатăйсемпе воспитательсем тăрăшнипе криминал енне туртăнакан ачасен шучĕ чакни сисĕнет. Министр çумĕ çавăн пекех вĕрентỹ учрежденийĕсенче наркомани ыйтăвĕ сиксе тухнине шкул ачисен 80 проценчĕ пирус туртнинчен çак çул çине тăнине каларĕ. Юлашкинчен пуçлăхсем журналистсен ыйтăвĕсем çине хураларĕç.


09 апреля 2003
00:00
Поделиться