Паян - Космонавтика кунĕ
Хальхи саманара пурăнакансем, эпир, телевизор пăхатпăр-и, радио итлетпĕр-и, ара, радиотелефонпа калаçнă чухне те - инçетрен пулсан - хамăр та сисместпĕр, космосра вĕçекен станципе усă куратпăр. Космос - паянхи пурнăçа питĕ тачă кĕрсе вырнаçрĕ. Çакнашкал пулассине 40-50 çул каялла ученăйсемпе политиксем çеç пĕлнĕ-тĕр. Çавăнпа та космоса алла илессине питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, патшалăх шайĕнчи задача тенĕ. Çакă техника шайĕнчи çитĕнỹ çеç мар, пысăк паттăрлăх та пулнă. Космоса пĕрремĕш хăпаракансене уйрăмах чысланă. Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш те пур. Ю.Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçни паян 42 çул çитрĕ. А.Николаев тĕнче уçлăхне Восток-3 караппа тухни вара 41 çул пулать. Андриян Григорьевичăн тараватлăхне пулах пиртен те нумайăшĕ Звездный хулинче пулса курма пултарать. Республикăмăрăн Мускаври представительствин пуçарăвĕпе ĕçре мала тухнисен ушкăнĕсене Звезднăйра хапăл тăваççĕ.
Пĕлтĕрхи çуркунне Звезднăйра журналистсем пулнăччĕ. Ун чухне эпир космонавтсене хатĕрлекен центрта курса çỹрерĕмĕр, космонавтика музейĕнче пултăмăр, çапла тĕнче уçлăхне парăнтаракансемпе тата çывăхарах паллашрăмăр.
* А.И.ГРИГОРЬЕВ (ун чухне вăл Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ) тата А.Г.НИКОЛАЕВ.
Фото ỹкерчĕкĕ авторăн.