ПИРĔН ĔÇ - ТĔРĔСЛЕСЕ ТăРАССИ
Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн пирĕн районти организацийĕн консультант-уполномоченнăйĕ З.П.Горбунова паян вулакана хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать, хумхантаракан ыйтусем çине хуравлать:
- Кăçал, социаллă страховани фончĕ ĕçлеме пуçлани 100 çул çитет. Эпĕ ку ĕçре 25-мĕш çул. 1994 çулччен ку ĕçе профсоюз органĕсем туса пынă пулсан, 1994 çулта профсоюз органĕпе социаллă страхованине уйăрчĕç. Шупашкар районĕпе ертсе пыма мана çирĕплетрĕç. Фондăн районти уйрăмĕнче виççĕн тăрăшатпăр. Кашни кунах ялсем тăрăх тухса çỹретпĕр. 1994 çулта 253 страхлакан пулнă пулсан, паянхи куна пĕтĕмпе 516 организаципе предприятине регистрациленĕ,- терĕ Зоя Петровна.- Предприятисем 2001 çулхипе танлаштарсан 33 единица ỹснĕ. Вăтамран 18 пин те 421 çын районта ĕçлет. Вĕсенчен 10 пин те 47-шĕ - хĕрарăмсем.
Патшалăх социаллă страхованийĕ иртнĕ çулта 14 миллион та 368 пин тенкĕлĕх страховани тунă. 2001 çулпа танлаштарсан 4 миллион та 316 пин ытларах.
- Пуçтарăннă тỹлев ăçта каять-ши?
- Çакă пособи, путевка тỹленĕ çĕре каять. 2002 çулта, сăмахран, 9 миллион та 420 пин тенкĕ пособи тỹлеме кайнă. Вăхăтлăх ĕçлеме пултарайманнисене, ача çуратма хатĕрленекенсене тата ача çуратакансене, çулталăк çурă тултарман ачасене пăхакансене, ача çуралсан, вилсен- пособисем, ĕçлекенсене санаторине, ача-пăчана сывлăха çирĕплетмелли лагере кайма путевкăсемпе тивĕçтеретпĕр, инвалид ачасене пăхса тăракансене тỹлевлĕ 4 кун хушса паратпăр.
Çулталăк çурă тултарман ачасене пăхакансене кашни уйăхра 500 тенкĕ, çынна юлашки çула ăсатнă çĕре 1000 тенкĕ, ача çуралсан 4500 тенкĕ памалли пĕтмен-ха, çавăн пекех тăрса юлать.
- Путевкăсем çинчен тĕплĕнрех асăнмăр-ши?
- Иртнĕ çул 1 миллион та 203 пинлĕх 203 ĕçлекен çын санаторине кайма путевка илнĕ. Амăшĕпе ачине канма кайма районĕпе 258 пинлĕх 16 путевка уйăрнă. Сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене 702 ача кайнă.
- Çак путевкăсене мĕне пăхса паратăр.
- Ашшĕ-амăшĕсем хăйсем ĕçленĕ çĕрте вĕсен ачи сывлăх енчен хавшанине е ĕçлекенскер хăйне япăх туйнине пĕлтерсе заявлени çыраççĕ. Вара предприятисем медицина справкине тĕпе хурса заявка параççĕ. Кунта çакна та асăрхаттарса хăвармалла. 2003 çултан, ĕçлекенсене, саккуна кĕртменнипе, социаллă страховани фончĕ урлă путевка пама пăрахаççĕ. Ачасене лагерьсене кайма путевкăпа тивĕçтересси пĕтмест-ха. Анчах кунта та республикипе илсен çакна валли уйăрнă сумма 15 миллион тенкĕлĕх чакнă. Апла пулсан путевка шучĕ те сахалланать. Путевка 3500 тенкĕ тăрать пулсан, хуçалăх тăкакĕ 1500-1800 тенкĕпе танлашать. Бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсене çак суммăна пĕтĕмпе пирĕн фонд тỹлет. Ашшĕ-амăшсем пĕр 100-150 тенкĕ кăна параççĕ. Ытти предприятисемпе организацисен хуçалăхри тăкака хăйсен тỹлес пулать. Норматив кашни çул улшăнать.
- Апла кунашкал тума пур хуçалăх та вăй çитереймест-çке.
- Çапла, пурте путевка илеймеççĕ. Ытларах Ольдеевская, Чебоксарскагропромтехсервис, Кỹкеçри ЭТУС, ИЗВА предприятисем час-часах ачасене сывату лагерĕсене ĕçченсене санаторие канма яма тăрăшаççĕ.
- Ял хуçалăх предприятийĕсем ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçлеççĕ?
- 2001 çулта хуçалăхсене, бюджет организацийĕсем пекех, пĕтĕм суммине туленĕ. Иртнĕ çултан йĕрке улшăннă: хăйсен укçинчен путевкăсем шыраса тупаççĕ, илеççĕ. Эпир ирĕк кăна панă. Атлашевский хуçалăха асăнса хăвармалла. Çулталăкра 15-20 ачана канма ярать. Ытти çул ытларах та пулнă. Ертуçĕ çамрăксемшĕн укçа-тенкĕ шеллемест. Çитĕнекен ăрăва сыватма тăрăшакан хуçалăхсем урăх çук.
- Иккĕмĕш пай çинче те чарăнса тăмăр-ши? Производствăри инкекрен тата професси чирĕсенчен патшалăх социаллă страховани тăвасси - çĕнĕ ĕç. Çакăн пек страхласси пĕтĕмĕшле 2001 çулта вăя кĕчĕ. Ĕçре инкек пулсан, унччен вăл предприяти е организаци шучĕпе кайнă. Куншăн та, професси чирĕшĕн те хăйсен тỹлемелле пулнă. Çитменлĕхсем нумай пулнипе çынсем час-часах çырупа тухнă, çавăн хыççăн çак енсемпе страхламаллине пирĕн çине куçарнă. Халĕ пур предприятипе организаци пирĕн фондра регистрациленмелле. Страховка укçине миçе процент тỹлесси ОКНХран килет. Предприятипе организацисем страховка укçине куçарнине тĕрĕслесех тăратпăр. Апла пулин те пăснă тĕслĕхсем пур. Хăш-пĕр предприятисем тỹлемелли фонда кĕмĕл куçармаççĕ. Çак актсемпе пĕтĕмпе 61 пин те 270 тенкĕ тỹлемелле тутарнă. Страховка укçине вăхăтра куçарманнисене пени хушса параççĕ. Ку сумма паян 157 пин те 718 тенкĕпе танлашать. Слава, Кадыков ячĕллĕ, Атăл, Чебоксарскагропромтехсервис, Сад, Бройлер тата ытти предприятисем вăхăтра куçараймаççĕ.
- Тавтапуç калаçушăн.
Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ.