Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ЧЕБОКСАРСКАЯ ЧăХ-ЧĔП ФАБРИКИ. ЫЙТУСЕМ

Умсăмах вырăнне Ыйтусем ку фабрика тĕлĕшпе чăн та, тахçантанпах тăсăлаççĕ. Чебоксарская ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен фабрикăна республикăри çăмарта туса илекен чи пысăк предприяти проекчĕпе хăпартса лартнă. Унăн палăртнă хăвачĕ çулталăка 105 миллион çăмарта пулнă (танлаштарма: пĕлтĕр республикипе те пурĕ 120 млн. çăмарта çеç пухнă). Анчах ку хăвата вăл нихăçан та çитеймен. Пилĕк çул майлă унти лару-тăру япăхланма пуçланă. Çулталăк каялла ăна панкрута тухакан предприяти тесе палăртаççĕ, унта арбитраж управляющине çирĕплетеççĕ. Каламалла, судпа уйăрса лартнă çак управляющи вăхăтĕнче лару-тăру малалла начарланма чарăннă. Халăхĕ ĕçрен тухса кайма пăрахнă, вĕсене уйăхсерен ĕç укçи тỹлесе тăнă. Паян кунта кирлĕ 500 пин чăхран 27 пин тата 6 пин хур çеç-ха, апла пулин те фабрика малашлăхсăр пулманни паллă, темле пулсан та - ĕçлекен предприяти. ЮНОНА ПĂРАХСА ТАРНĂ Çавăнах ĕнтĕ вăл пысăк укçаллă организацисемшĕн илĕртỹллĕ курăнма пуçлать. Кунта Мускавсем, Курсксем пулаççĕ, акă юлашкинчен Санкт-Петербургри Юнона организаципе - вăл çак фабрикăна хăйĕн балансĕ çине илесси çинчен - килĕшỹ туни пирки пĕлтереççĕ. Сăмах май, кун çинчен Тăван Ен те çырчĕ. Анчах та килĕшĕве юлашки инстанци - ял хуçалăх министерстви алă пусиччен Юнона шанчăксăр пулни палăрать... Çапла килĕшỹ вăйа кĕмест. Лешсен фабрика валли илнĕ чĕпсене турттарса каялла тарма тивет. Телее, вăхăт нумай та иртмест, вырăнти çĕнĕ хуçасенчен пĕри фабрикăна хăйĕн çине илме шутлать. Хакĕ пирки турткалашса тăмасть, фабрикăн парăмĕсене татас тĕллевпе малтанхинчен ытларах та кăларса хума килĕшет. Илме шутлакан предприяти - Березка суту-илỹ компанийĕ акционерсен хупă обществи. ÇĔНĔ ИНВЕСТОР Ку компание кам ертсе пынине вулакансем пĕлеççĕ пулĕ: В.Ф.Ермолаев. Килĕшĕве çак уйăх пуçламăшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Иртнĕ эрне кун Чебоксарская чăх-чĕп фабрикинче ЧР Правительство председателĕ Н.Ю.Партасова тата унăн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев пулчĕç. Çатракассинче вĕсене фабрикăн конкурс управляющийĕ В.Д.Башмаков, Березка АХОн ĕç тăвакан директорĕ О.В.Дудукин, районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх уйрăмĕн ертỹçи А.П.Воронцов кĕтсе илчĕç. Пысăк пуçлăхсем çитиччен кĕтсе илекенсемпе калаçма тỹр килчĕ. Акă Березка представителĕ О.В.Дудукин пĕлтернĕ тăрăх, фабрика тĕлĕшпе вĕсем хăш-пĕр ĕçсене палăртса хунă та ĕнтĕ. Чăхсен шутне, сăмахран, çулталăк вĕçне 200 пин пуçа, хурсен шутне 10 пин пуçа çитересшĕн. Предприятин парăмĕсене татмалли графика хатĕрленĕ, пурте ăнăçлă пулас-тăк, сентябрьте Чебоксарская фабрика умĕнче панкрута тухас хăрушлăх пĕтет. Шăпах çак уйăхра вăл хăйĕн паянхи статусне улăштарса туллинех Березка комапанин йышне кĕмелле. Сăмах май, эрне кун кредиторсен пухăвĕ те иртнĕ. Унта вĕсем конкурс упрапвляющин В.Д.Башмаковăн отчетне итленĕ, фабрикăна Березка аллине парасси çинчен тунă килĕшĕве пăхса тухса ырланă, управляющин полномочийĕсене малалла тăсни çинчен пĕлтернĕ. ШАНĂÇ ПУР >Майĕпе усă курса Дудукинран çывхарса килекен çурхи ĕçсене мĕнле ирттерсе ярассине тĕпчерĕм. Сад фирма та вĕсен аллинче-çке. Вăрлăх, топливо тата им-çам пур-мĕн, çитменнине вара кредит урлă илме палăртаççĕ. Н.Ю.Партасова тата М.В.Игнатьев предприятири паянхи лару-тăрупа паллашрĕç, ун çинчен вырăнтисемпе канашларĕç. Каяс умĕн Михаил Васильевичран предприяти пуласлăхĕ çинчен ыйтрăм. Шанатпăр. Уйрăм харпăрлăхри организаци фабрикăна аталантарас тĕллевпе хăйĕн мулне хывать-çке, апла ăна каялла тавăрас тесен унăн пĕтĕм вăйне хурса ĕçлеме тивет. Çавăнпа парнăç пур,- терĕ ял хуçалăх министрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен республика ертỹçисем курнăçупа кăмăллă юлнăн туйăнчĕ. Район пуçлăхĕн А.П.Князевăн та предприяти пирки аванах канăçсăрланма тивнĕ. Хальхи вăхăтра выртакан предприятисене валли патшалăхăн та ытлашши укçа çук иккен, пуриншĕн те вырăнти пуçлăхсен пуçа ыраттарма лекет. Енчен те ку инвестор палăртнă ĕçсене пурнăçлас-тăк, питĕ аван пулмалла. Кунта ĕçлекенсен йышĕ ỹсĕччĕ, вĕсем ытларах ĕç укçи илме тытăнĕччĕç,- терĕ Анатолий Пантелеймонович тĕл пулу хыççăн. Районти 4 çакнашкал фабрикăран паян пĕри çуç тулли хăватпа ĕçлет-ха, ертỹçĕсем тăрăшнипе çывăх вăхăтрах Чебоксарская те ĕçлесе кайсан, чăн та, питĕ лайăх пулмалла.


16 апреля 2003
00:00
Поделиться