САНИТАРИ УЙĂХЛĂХĔ
Апрелĕн 10-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ ялсен, предприятисемпе организацисен территорийĕсене санитари тĕлĕшĕнчен илемлĕх, тасалăх кĕртес тĕллевпе уйăхлăх тата субботниксем ирттересси çинчен йышăну тунă. Унта палăртнă тăрăх, уйăхлăх апрелĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа майăн 12-мĕшĕччен пырĕ. Апрелĕн 19,26-мĕшĕсем - субботник кунĕсем.
Ял тата поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсен организацисемпе предприятисен ертỹçисемпе пĕрле çак мероприятисен планне хатĕрлемелле, ăна пурнăçа кĕртмелле. Субботник кунĕсенче çỹп-çапа Саккун енĕпе ăнăçлă свалкăсем тỹлевсĕрех йышăнĕç.
Территорисенчи тасалăха тивĕçлĕ органсем рейдпа çỹресе асăрхаса тăрĕç. Уйăхлăха пурне те хастар хутшăнма чĕнсе калатпăр. Пирĕн тавралăх таса пултăр.