Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

САККУН ПРОЕКТНЕ ТИШКЕРНĔ

"Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх управленине йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" Федераци саккунĕн проектне пăхса тухас, тỹрлетỹ кĕртес ĕç малалла пырать. Черетлĕ канашлу юн кун Кỹкеçри культура çуртĕнче иртрĕ. Унта Куславкка, Вăрмар, Çĕрпỹ, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар районĕсен вырăнти самоуправлени ертỹçисем, ял тата поселок администрацийĕн пуçлăхĕсем пухăнчĕç. ЧР Президент администрацийĕн, ЧР Министрсен Кабинечĕн представителĕсем, тĕрлĕ отрасль министрĕсем хутшăнчĕç. Çỹлерех асăннă саккун проекчĕпе ЧР Президент администрацийĕн ертỹçин çумĕ В.Максимов паллаштарчĕ. Районти ялсен аталану çулĕн проектне вăя кĕртиччен сахал мар "ашмалла-ха". Ĕçлесе çитерменни, пĕтĕмлетмелли чылай. Ахальтен мар иккĕмĕш вулавра та 6 пине яхăн тỹрлетỹ кĕртмеллине асăннă. Саккун проекчĕпе палăртнă тăрăх, пирĕн районта пурăнакансен хисепне шута илсен хальхи23 поселок тата ял администрацийĕсенчен 12-17 уйрăм муниципалитет территорийĕ йĕркелемелле, депутатсен шучĕ 250 таран пулмалла. Кашни вырăнта депутатсен пухăвĕн председателĕ тата муниципалитет территорийĕн пуçлăхĕ пулать. Çавна май халăхăн яваплăхĕпе активлăхĕ те ỹсет. Харпăр хăй ĕçлесе пурăнма пуçлĕ, ыр "куккасене" кĕтсе лармĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн вырăнти самоуправлни ыйтăвĕсемпе ĕçлекен председателĕ А.Броницын та çак шухăш çинчех чарăнчĕ. Пур çĕнĕлĕхри пекех йывăрлăхĕ, япăххи те курăнать - штатсем ỹснĕçемĕн кадрсем çитменни, укçа-тенкĕ тăкакĕ, налук бази пĕчĕкки... Саккунпа килĕшменнипе тавлашуллă самант та тĕл пулать. Çитменлĕхсем чылаййине хăйсен сĕнĕвĕсенче районсенчи хăй тытăмлăх управленийĕпе ял тата поселок администраци пуçлăхĕсем палăртрĕç. Вĕсем ытларах ыйтуллă самантсене татса пама тăрăшни сисĕнчĕ. Малашне мĕнле пурăнасси "Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх управленине йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" саккунтан чылай килет. Апла пулсан хамăр пурнăçа хамăрăн йĕркелемелле, пысăк пĕлтерĕшлĕ саккуна тĕплĕ пурнăçламалла, унти çитменлĕхсене вăя кĕртиччен пĕтермелле. Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ А.Доманин çĕр ыйтăвĕ çинчен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата энергетика министрĕ В.Ковалев çак сферăн экономикăн лару-тăрăвĕ, ЧР национальноçсен ĕçĕсемпе культура министрĕн çумĕ Р.Лизакова ялти культура учрежденийĕсене реструктуризацилесси çинчен тухса каларĕç.


23 апреля 2003
00:00
Поделиться