ЖУРНАЛИСТСЕН СЕМИНАРĔ
Эрне кун пирĕн районти "Приволжское" вĕренỹ хуçалăхне республикăри журналист-аграрниксем пуçтарăнчĕç. Курма, пĕлме, çĕннипе паллашма. Чăн малтанах вĕсем вĕрентỹ хуçалăхĕн машина-трактор паркĕнче пулчĕç. Унта предприяти директорĕ Г.И.Егоров хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, çĕнĕ техникăпа паллаштарчĕ. Паянхи куна илсен, ăна çур аки валли хатĕрленĕ, саппас пайсене туяннă, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ.
"Мехпарка кăçал çĕнетместпĕр. Тракторсем пур, ГАЗ-53 маркăллă пĕр-ик машина илсен юратчĕ пуль те",- терĕ Георгий Иванович. Хуçалăх пĕлтĕр çеç тăватă МТЗ трактор туяннă. Вĕсенчен иккĕшне лизингпа илнĕ пулсан, тепĕр иккĕшне - хăйсен вăйĕпе. Хуçалăх укçи-тенкипех кунсăр пуçне тата 2 Т-150 тракторпа икĕ КамАЗ туяннă. "Çынна пушăтпа çеç хăваламалла мар",- тесе шухăшлаççĕ Кăрмăшра. Çавăнпах хавхалантарса ĕçлемеллине тĕпе хураççĕ.
Хуçалăхпа паллашнă хыççăн журналистсем предприятин вĕренỹ класне пуçтарăнчĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хăнасене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев каласа пачĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П.Димитриев вара республикăри агропромышленность комплексĕн тăрăмĕпе паллаштарчĕ, унăн аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки чарăнса тăчĕ. Сергей Петрович çурхи уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленнипе те паллаштарчĕ. ЧР Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.К.Кириллов ытларах ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлне журналистсем епле çутатни çинчен каларĕ. ЧР Пичетпе информаци политикин министерствин информаципе аналитика пайĕн пуçлăхĕ М.Ф.Тихонов журналистсене чылай ырă
сĕнỹ пачĕ. Семинар-канашлура хăш-пĕр журналист Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç.