Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ХỸТĔЛЕВÇĔ-АННЕ ПАЛĂКНЕ УÇНИ

Уяв кунĕ Шупашкарта хỹтĕлевçĕ-анне монуменчĕ уçăлчĕ. Залив çывăхĕнчи тухăç енчи сăрт çинче вырнаçнăскер вăл аякран пăхакана чи пысăк та ниçта çук япала пек курăнса тăрать. Паллах, монумент чи малтан Шупашкар хулине пырса тивет. Анчах та Шупашкар - пирĕн тĕп хула, çитменнине вăл пире чи çывăх тата тăван хула. Апла, унти пулăм пире те тỹрреммĕн пырса тивет. Тĕлĕнмелли, палăк çинчен каламалли, вара, чăн та нумай. Чи малтанах çавна палăртмалла. Хỹтĕлевçĕ-анне уйрăммăн нимĕнле тĕнпе, анлă сарăлнă нихăш идеологипе çыхăнман. Çав вăхăтрах пурне те мĕн пĕчĕкренех аннелĕх туртăмĕпе, каярах - тус-тăванлăх шухăшĕпе çывăх, ăнланмалла. Хальлĕхе, чăн та, нумайăшĕ эпир ăна ăнланмастпăр-ха. Унашкал монументаллă произведенисене хăнăхман. Анчах мĕнле каланă-ха поэт? Пысăк япала аякран лайăх курăнать. Апла, кăштах вăхăт иртĕ, вăл пуриншĕн те ăнланмалла тата çывăх пулса тăрĕ. Майăн 9-мĕшĕнче ăна уçма вара халăх питĕ нумай пухăнчĕ, районсенчен, çав шутра пирĕн районтан та делегацисем килчĕç. Н.Федоров Президент хăйĕн мăшăрĕпе пулчĕ. Вăл сăмах каласа уçрĕ. Ун хыççăн Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пил сăмахĕ каларĕ. Президента 45 çул тултарнипе тата Анне монуменчĕ тунă ятпа Сĕнтĕрвăрри хулин хĕрарăмсен комитечĕн председателĕ П.Маркова саламларĕ тата тав турĕ. Çакăн хыççăн монумента тата Введени соборĕ патне хăпармалли çĕнĕ тăкăрлăка светит тăвасси иртрĕ.


13 мая 2003
00:00
Поделиться