Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

Район Çĕнтерỹ кунне уявларĕ ÇАК КУН ПРЕЗИДЕНТ МЕРЕШПУÇНЕ КИЛЧĔ

Аслă Çĕнтерỹ 58 çул тултарчĕ. Вăхăт иртет, анчах вăрçă çулĕсем, унта паттăррăн çапăçнисем манăçмаççĕ. Çапла пулмалла та. Мухтавлă кун çавăн ăрусен сăваплă çыхăнăвне те çирĕплетсе тăрать. Майăн 9-мĕшĕнче районти пур поселок, ял администраци территорийĕсенче те савăнçлă митингсем, пухусем иртрĕç. Вĕсенче вăрçă ветеранĕсем, тылăн хастар ĕçченĕсене чысларĕç. Вăрçă участникĕсене пысăках мар парнелĕ пулчĕç. Яланхи пекех район центрĕнче - Кỹкеçре - халăх йышлăн пухăнчĕ, вăрçăран килейменнисене асăнса чечексем хучĕç. Çапах та район территорийĕнче çеç мар, пĕтĕм республика шайĕнчех чи хумхануллă самантсем пысăках мар пирĕн Мерешпуç ялĕнче иртрĕç тени йăнăш мар-тăр. Кунта пурăнакан ĕç тата тыл ветеранĕ Ю.К.Кириллов хăйĕн шутĕнчен вăрçăра пуç хунисен, таврăннисен тата тылра вăй хунисен ячĕпе уйрăм палăксем лартнă. Вĕсене куллен пăхса илемлетсе тăрать, çакăнпа вăл питĕ пархатарлă ĕç тăвать. Палăкем çинчен вăл Хыпар хаçатăн январтьти номерĕсенчен пĕринче каласа панă, Çĕнтерỹ кунне уявлама Мерешпуçне чĕннĕ. Кун çинчен Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та пĕлнĕ, йыхравпа килĕшсе майăн 9-мĕшĕнче Мерешпуçне çула тухма шутланă. Аслă Çĕнтерỹ 58 çул тултарнă куна Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, унăн çумĕсем Шĕнерпуç ял администраци территорийĕнче, Мерешпуç ялĕнче кĕтсе илчĕç. Кунтах - пултарулăх коллективĕсем, вырăнти пуçлăхсем. Паллах, ял тата район халăхĕ йышлăн пухăннă, республика шайĕнчи журналистсем килнĕ. - Вăрçăра пуç хунисемпе унтан таврăннисен паттăрлăхне чыслама, тылра хастар ĕçленисене палăртма çак чаплă та аслă уява чун-чĕре ыйтнипе эпĕ Мерешпуçне килтĕм,- терĕ Чăваш Республиикн Президенчĕ Н.В.Федоров Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче, Майăн 9-мĕшĕнче Мерешпуçĕнче пухăннă ял халăхĕ умĕнче. - Ку ял тата Шĕнерпуç ял администрацине кĕрекен ытти ялсем маншăн питĕ-питĕ çывăх. Мĕншĕн тесен кунта тăван çынсем пурăнаççĕ, тăван çĕр. Çакăнта манăн аттене - Василий Федоровича, аннене - Анфиса Никитичнана нумайăшĕ пĕлеççĕ тесе шутлатăп. Вĕсемпе пĕрле 6-7 çулсенчех эпĕ çак колхозри уйсене - Миснер ялĕ Мерешпуç хуçалăхне кĕретчĕ вăл вăхăтра - çỹреттĕм, çакăнта эпĕ пĕрремĕш ĕç кунĕсем çыртарнă. Çавăнпа кунта килни ăнсăртран мар. Уйрăмах эпĕ ваттисене тав сăмахĕ каласшăн. Вăйлă пулнăшăн, çĕнтернĕшĕн - фронтра та, тылра та - хăвăра шеллемесĕр, тăван çĕршыва чун-чĕререн юратса пире çăлса хăварнăшăн тайма пуç сире пурсăра та. Эсир фашизма çапса аркатни Раççейшĕн, Чăваш Еншĕн анчах мар, пĕтĕм этемлĕхшĕн историре питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пек палăрса юлать, - терĕ Президент. Николай Васильевич çавăн пекех ачасемпе ваттисем, хĕрарăмсем вăрçă вăхăтĕнче ялсенче мĕнле харсăр тăрăшни, вĕсен ĕçĕ паянхи çамрăксемшĕн ĕмĕр вĕренмелли тĕслĕх пулни çинчен каларĕ. Эпир хальхи пурнăç йывăр, нушаллă тесе тарăхатпăр. Вăл вăхăтра пурăнакан тата ĕçлекенсене нумай-нумай хут йывăртарах та инкеклĕрех пулнă,- палăртрĕ вăл. - Тавах сире, хисеплĕ ветерансем. Эпир, вăрçă хыççăнхи ăрусем, сирĕн пурнăç канлĕрех те çăмăлрах пултăр тесе хамăртан мĕн килнине йăлтах тата ытларах та тума тăрăшатпăр ,- терĕ. Сăмах май, Майăн 9-мĕшĕ - Н.В.Федоровăн çуралнă кунĕ. Шăпах 45 çул каялла килнĕ вăл çакă çутă тĕнчене. Президент хыççăн микрофон умне тухаканĕ - вăрçă ветеранĕ И.П.Павлов - вăл Николай Васильевичăн ашшĕн тус-юлташĕ пулнă иккен - хăйĕн сăмахне çав самантран пуçларĕ. Хисеплĕ Николай Васильевич, сире ветерансенчен хĕрỹллĕ салам. Эсир паян 45 çул талтаратăр, çак ятпа сире чечек парасшăн. Юман пек вăрăм, çак чечек пек илемлĕ пурнăç пурăнса ирттерме ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатпăр ,- терĕ. Çамрăксен ятĕнчен митингра Тренккасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Анатолий Рыбаков каларĕ. Эпир, 21-мĕш ĕмĕрте пурăнакансем, вăрçă çинчен аслисем каласа панинчен, кĕнекесемпе телерепортажсенчен çеç пĕлетпĕр. Апла пулин те Тăван Çĕршыв çине каллех бомбăсемпе снарядсем тăкăннине, айăпсăр çынсем вилнине курас килмест пирĕн. Хамăрăн кукаçисемпе асаттесен паттăрла ĕçĕсене асра тытатпăр. Эпĕ, сăмахран, çар çынни пулма ĕмĕтленетĕп. Анчах ăна та вăрçă пултăр тесе мар, тĕнчере мир пултăр тесе суйласа илтĕм. Хисеплĕ ветерансем! Эсир пире шанма пултаратăр. Тавах сире. Уяв ячĕпе саламлатпăр . - Мерешпуçĕнче ырă, лайăх çын пур,- терĕ малалла митинга ертсе пыраканĕ М.Я.Павлова. - Хăйĕн вăрçăра вилнĕ, çак инкеке чыслăн чăтса ирттернĕ тăванĕсене, ял çыннисене асăнса вăл сăваплă, çутă кĕтес йĕркеленĕ. Çакăн пек пархатарлă тивĕçлĕ ĕçшĕн çĕре çити тайма пуç сире, Юрий Кириллович. Çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул пултăр. - Çак сăмахсемпе вăл сцена çине Ю.К.Кириллова хăпарма ыйтрĕ. Халăх ăна хыттăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Çакнашкал пысăк чунлă пулса вăрçă паттăрĕсене ĕмĕрлĕхе асра тытмалли палăксем тунăшăн, çамрăк ăрăва вĕрентсе çитĕнтерме тивĕçлĕ майсем тупнăшăн Н.В.Федоров Президент Ю.К.Кириллова официаллă Тав хучĕ пачĕ. Кун хыççăн пухăннисем пĕр минут шăп тăчĕç, Кириллов лартнă палăксем умне чечексем хучĕç. Виçĕ палăкран тăракан комплекс - хăйне евĕрлĕ парк. Асăнса чечексем хунă хыççăн Президент парк никĕслекенне журналистсем умĕнче тепĕр хут тав турĕ. Каламалла, ялĕ пысăк та мар, 47 кил çеç кунта, унта та яланах пурăнаканнисем халь 50 çын майлă кăна. Чăннипех патриот пулмашкăн вĕренмелĕх пур кунта. Пирĕн республикăра, пĕлсе тăратăп, патриотсем нумай, килччĕр, курса тĕлĕнччĕр, хăйсем патĕнче вăрçă паттăрĕсене тивĕçлипе асăнма май тупчĕр,- терĕ Николай Васильевич. - Ытти районсен пуçлăхĕсем килсе курсан та ытлашши пулмалла мар . Юрий Кириллович çак палăксене лартни çинчен хăй акă мĕнле каласа пачĕ. 1957 çулта пирĕн Мерешпуç колхозне ыттисемпе пĕрлештерчĕç терĕ вăл, правленине Пỹкассинче вырнаçтарчĕç. Пĕрлехи вăйпа кунта палăк туса лартрăмăр. Унта пирĕн ялтан вăрçăра вилнисен ячĕсем те пурччĕ. Анчах тепĕр 4-5 çултан пире Шĕнерпуç колхозĕпе пĕрлештерчĕç. Кайран ял халăхĕ Пỹкассине кайма пăрахрĕ. Çапла мана кỹренмелле пулса кайрĕ. Вăрçăра вилнĕ аттесене, пиччесене асăнма каяймастăн унта. Çавăнпа хамăр патра, пĕр ялпа лартас тесе шутларăм. Пĕрремĕш палăка вăрçă чарăнни 40 çуллăхра, 1985 çулта уçрăмăр. Унта вăрçăра пуç хунисен ячĕсене çеç çырса хунăччĕ. Анчах таврăннисем те çавăн пекех çапăçнă-вĕт-ха. Хăш-пĕр çыннăн кăмăлсăрлăхĕ палăрчĕ. Кайран çакна лартрăмăр, тет вăл пĕчĕкреххи çине кăтартса. Ун хыççăн вара тылра ĕçленисен ячĕпе тепĕр палăк хыврăмăр... Итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ Юрий Кириллович Кириллова. Чăннипех мирлĕ пурнăç тĕшшине тупнă вăл. Пархатралă çыннăн ĕçне А.П.Князев та пысăка хурса хакларĕ. Çитес вăхăтрах вăл район активĕн йышне Мерешпуçне илсе тухма палăртать.


13 мая 2003
00:00
Поделиться