*Çур аки - 2003 ĔÇÇИ ПЫРАТЬ. ăçта мĕнле
Районти хуçалăхсеннче хĕрсе ĕççи пырать.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăна хальлĕхе 4 пин гектар, е 40 процент, акнă. Çак ĕçе чи малтан Дружба РПУПра вĕçленĕ. Предприяти пĕр çул ỹсекен курăксене те акса пĕтернĕ. Юн кун кунта район пуçлăхĕ А.П.Князев та пулнă, ĕçченсене саламланă. Халĕ 1-ое Мая колхоза пулăшаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышшисене акса пĕтернĕ тепĕр предприяти - Куйбышев ячĕллĕ хуçалăх.
Хуçалăхсем тымар-çимĕç те акаççĕ. Выльăх апачĕллĕххи 727 гектар йышăнмалла пулсан, çуррине çитернĕпе пĕрех. Пахча-çимĕçпе ĕçлеме кăмăл тунă 11 предприятирен тăваттăшĕнче пĕтĕмпе 32 гектар çинче лартнă.
Çĕр улми çине икĕ хуçалăхра: Атлашевский кооперативра тата Свердлов ячĕллĕ колхозра тухнă.
Уйрăм хуçалăхсем вара епле ĕçлеççĕ-ха? Мĕн чăрмантарать вĕсене? Çак ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе тунти кун ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Г.Васильев Ишек тăрăхĕнче пулса курчĕ.
ТĂРĂНТА
Туруновский ял хуçалăх производство кооперативĕнче акма тухнăччĕ. Эпир пынă вăхăтра Шинер-Тăрăн патĕнчи уйра Валерий Падыков урпа акатчĕ. ăна Римма Саллеевăпа Тамара Павлова пулăшаççĕ, Петр Иванов тырă турттарать. Тăрăнсем вăрлăха эмеллеме тытăнманччĕ. Пуçлатпăр. ỹсен-тăрансене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен станцирен планриз килсе пачĕç,- терĕ кооперативăн тĕп агрономĕ А.И.Васильев. Хуçалăхра пурĕ 5 сеялка. Вĕсенчен иккĕшĕ кĕрхисене апатлантарать. Тепри вырсарни кун выльăх кăшманĕ акма тухса пăхнă, анчах çĕр пусăрăнса çитейменнине пула каялла кĕме тивнĕ. Тăрăнсен ĕç калăпăшĕ пысăк, çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çеç 748 гектар акса хăвармалла. Бензин çук-мĕн, дизтопливо 6 тонна çеç юлнă. Техника та шанчăксăр.
ЯНĂШРА
Прогресс акционерсен хупă обществинче те йывăр. Çур аки умĕн ăна А.П.Князев хăй те тĕрĕсленĕччĕ. Хуçалăхра 4 агрегат акать. Янăшран инçех мар пĕр уйра харăсах виççĕн ĕçлетчĕç. Вĕсем урпа акатчĕç. Хĕресле майпа. Прогрессен тĕп йывăрлăхĕ - кĕркунне çĕртме сухи çителĕклĕ туса хăварманнине пула çĕр хатĕрлемелли лаптăк пысăкки. Йывăр сỹре хуçалăхăн çук. Халĕ çĕнĕ БДТ-7 туяннă. ăна пуçтарса пĕтерсенех ĕç кăштах каймалла та...
ЧĂРĂШКАССИНЧЕ
Искра кооператив темиçе уйăх агрономсăр. Унăн ĕçне хуçалăх директорĕ Н.П.Мурзаков хăй пурнăçлать-мĕн. тата практикантсем пулăшаççĕ. Акана 3 сеялкăллă тата 2 сеялкăллă пĕрер агрегат кăларнă. Пĕтĕмпе вĕсем 100 гектар çĕннĕ. Чăрăшкассисене те кĕрхи çĕртме сухи сахал тунине пула çăмăл мар.
ИШЕКРЕ
Хуçалăхăн директорĕнчен Н.С.Сергеевăран хирте миçе агрегат ĕçлени пирки ыйтрăмăр та: Çак самант пирки калаймастăп,- терĕ. Ирпе пĕр йыш кăларса яратпăр, каçпа - тепĕр йыш,- ăнлантарчĕ вăл. Чăн та, техника ванать. А.М.Александрова тĕп агрономпа Малтикасси патĕнчи уя кайрăмăр. Унта 25 гектар лаптăк çинче кăшман валли çĕр хатĕрлеме пуçланă. Хирте Ишексен икĕ сеялка акатчĕ. Çĕре хатĕрлесе çитерсен тепĕр икĕ агрегат кăларма палăртнине пĕлтерчĕ. Айлăмлă вырăнсенче Ишексен пулса çитеймен çĕрсем пур. Çапах кĕтсе пулмасть. Халĕ кашни сехечĕ шутра, терĕ Акулина Михайловна.
КĂРМĂШРА
Кунта хăватлă техника ĕçлет. Вертикальлĕ фреза (доминатор) çеç хăй мĕне тăрать. Ун хыççăн çĕр çатма пек тикĕс юлать. Доминаторсем Кăрмăшри ĕне ферми патĕнче ĕçе вĕçлетчĕç. Кунта выльăх кăшманĕ акăпăр,- пĕлтерчĕ тĕп агроном Н.М.Богданов. Юнашар уйра Валерий Ефимов СПУ-6 пневматикăлла сеялкăпа тулă акатчĕ. Ку та хăватлă, кунне 25-30 гектар çĕнейет.
Хуçалăхăн директорĕ Г.И.Егоров каланă тăрăх, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ, техника юсавлă.