Гордеев çапла шухăшлать
Европăн хăвăрт утас енĕпе ирттерекен V Кубокĕн ăмăртăвĕсем шăмат кун Шупашкарти Олимпийский стадионта, каç кỹлĕм 8 сехетре уçăлчĕç. Çак чыслă мероприятие Çăмăл атлетикăн Европăри Федерацийĕн президенчĕ..., Кубок ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн председателĕ РФ вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ А.В.Гордеев, РФ Федераци Совечĕн сенаторĕ В.И.Слуцкер, РФ физкультурăпа спорт патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ килчĕç. Церемоние Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров сăмах каласа уçрĕ. Илемлĕ те капăр иртрĕ вăл.
Раççей
Правительствин Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ А.В.Гордеев Шупашкара ирхине 9 сехетре çитнĕ. Атăл хăна çуртĕнче вырнаçнă хыççăн вăл ЧР Президенчĕпе Н.В.Федоровпа Раççейри хăмла туса илекен отрасльти ĕç-хĕл ыйтăвĕпе канашлу ирттерме Çĕрпỹ хулине çул тытнă. Канашлăва Чăваш Енри районсен ертỹçисем çеç мар, кỹршĕллĕ регионсен ял хуçалăх министрĕсем, РФ ял хуçалăх министерствин коллегийĕн членĕсем, паллах, ЧР премьер-министрĕпе Н.Ю.Партасовапа вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев та хутшăннă.
Çĕрпỹ хыççăн А.В.Гордеев Çĕнĕ Шупашкарти Пăлхар-хăмла сăра заводĕнче, Шупашкар районĕнчи Ольдеевская агрофирмăра (кун çинчен 2-мĕш страницăра - уйрăм материал) паллашу тĕл пулăвĕсем ирттернĕ. 16 сехетре вара Шупашкарта Правительство çуртĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен редакторĕсене, Мускавран килнĕ журналистсене валли пресс-конференци йĕркелерĕ.
Тĕл пулăва уçнă май Н.В.Федоров Президент ырă хыпар пĕлтерчĕ. Чăваш Ен хăмла отрасльне аталантарас енĕпе полигон пулса тăрас шанчăк пур,- терĕ вăл. Çакăн çинчен канашлура сỹтсе явнă-мĕн.
Алексей Васильевич Гордеев РФ Правительство пуçлăхĕсенчен пĕри пулнăпа пĕрлех Раççейри аграри юхăмĕ (вырăсла кĕскен РАД) обществăпа политика организацийĕн ертỹçи, Пĕрлехи Раççей (Единая Россия) партин аслă канашĕн членĕ (хăй ку партире тăмасть пулсан та). Çавăнпах-тăр пресс-конференцире тĕрлĕ ыйту пама сĕнчĕ.
- Ял хуçалăхĕ вăл экономикăн пĕр секторĕ çеç мар, вăл - Раççей обществин ăс-хакăл никĕсĕ, халăхăн йăла-йĕрки, культури. Унсăр пуçне çĕр ĕçĕ - геополитикăпа тачă çыхăннă. Мĕншĕн тесен юхăнса выртакан çĕр вăл - ытти патшалăхсене илĕртсе выртакан пуянлăх. Хамăр çĕршыва продовольствипе хамăр тивĕçтерсе тăни - патшалăхăн суверенитетне, хăйтĕллĕнлĕхне сыхласа хăварма пулăшать,- терĕ А.В.Гордеев. Çавна май ялта тĕпленсе пурăнма лайăх условисем туса парасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Апла, патшалăха апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăракан, çав вăхăтрах хăйĕн продукцийĕшĕн тупăш сахал илекен отрасле май килнĕ таран пулăшмалла. Ку енĕпе Н.В.Федоров çавна хушса каларĕ: РФ Правительстви республика валли, укçапа шутлас-тăк, 200 миллион ытларах тенкĕ пулăшу палăртать пулсан Чăваш Ен Правительстви хăй 2 миллиард та 940 миллион тенкĕ уйăрать. Мĕншĕн тесен ялти пурнăç шайне хăпартасси- пирĕн тивĕç.
А.В.Гордеев политика пĕлтерĕшлĕ çакнашкал самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, вăл ертсе пыракан аграри юхăмĕпе, Лапшин ертсе пыракан аграри партийĕн хушшинчи хутшăнусем уçăмлах мар. Юхăм йĕркеленни темиçе çул анчах, апла пулин те вăл хăйĕн хăш-пĕр çитĕнĕвĕсемпе мухтанма пултарать.
Сăмахран, ют çĕршывран аш-какай кỹрсе килессине виçеллĕ туни, ял хуçалăх институчĕсен студенчĕсене 1000 тенкĕ стипенди палăртни, телевиденире эрнере пĕрре ял хуçалăхĕпе ятарлă передача кăларни, хăйĕн хаçатне йĕркелени. Ялта çĕршыври халăхăн 27 проценчĕ пурăнать, çавăнпа та Патшалăх Думинчи 450 депутатран 110-шĕ аграрисен интересне хỹтĕлемелле,- терĕ РФ вице-премьерĕ.
Алексей Васильевич ял хуçалăх отрасльне аталантарассине тĕпе хурса Америкăпа хутшăнусем йĕркелени те çылăх мар тет. Шăпах унти хăш-пĕр пуянсен укçи, технологийĕ пулăшнипе хамăр çĕршыва продовольстви тĕлĕшĕнчен çирĕп тума пулать-мĕн. Унсăрăн Иракăн усă курма пĕлмен нефтьне туртса илнĕ пекех пирĕн çĕрсем çине куç хывакансем тĕл пулĕç. Хабаровски крайра, тĕп хулине шута илмесен, пурĕ те 1 миллион çын пурăнать. Унăн лаптăкĕ вара Анăç Европа пысăкăш. Çав вăхăтрах Китайăн пирĕнпе чикĕллĕ Çурçĕр провинцийĕсенче 220 миллион çын пурăнать. Вăт шутласа пăхмалла, хамăрăн çĕре çавнашкал усăсăр тата пушă вырттарма право пур-и пирĕн? - палăртрĕ вице-премьер. А.В.Гордеев журналистсен нумай ыйтăвне хуравларĕ. Çав шутра геннăй инженерипе улăштарнă культурăсем çинчен, Патшалăх Думин суйлавĕ, РФ Правительство членĕсен пĕр-пĕринпе мĕнле хутшăнусем пулни çинчен.
Тĕл пулу вĕçĕнче А.В.Гордеев ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров РАД юхăм йĕркеленĕ Раççейĕн аграри элитин 2002 çулшăн панă премине тивĕçлĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. ăна çак ятпа саламларĕ.
Пресс-конференцире Гордеевпа Федоровсăр пуçне Раççей Федераци Канашĕн членĕ В.И.Слуцкер, ЧР Правительство Председателĕ Н.Ю.Партасова, вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев пулчĕç.