Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

МИНИСТР "ОЛЬДЕВСКИНЕ" ÇИТСЕ КУРЧĔ

Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" агрофирма пек вăйлă аталаннă теплица-хуçалăхсем Раççейĕпе те сахал. Экономикăри тĕрлĕрен йывăрлăхсене пăхмасăр вăл тинĕсри хăватлă карап пек тикĕс те тухăçлă аталанать. Çавăнпа та Раççей Федерацийĕн Правительство Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ А.В.Гордеев ун ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнинчен тĕлĕнмелле мар, паллах. Алексей Васильевич хальхинче Чăваш Ене килсен шăпах çапла турĕ те (визит çинчен тĕплĕнрех 1-мĕш страницăра çырнă). Агрофирмăра пысăк хăнасене - А.В.Гордеевпа пĕрле вара РФ ял хуçалăх министерствин коллегийĕн членĕсем, Мордва, Мари Эл республикисен ял хуçалăх министрĕсем, паллах, ЧР вице-премьерĕ - ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев - предприятин генеральнăй директорĕ Е.А.Беликова, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев кĕтсе илчĕç. Евгения Алексеевна предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тĕп специалистсем вара пахча-çимĕç туса илес тĕлĕшпе кунта усă куракан паянхи технологи çинчен каласа пачĕç. Хăнасем пиçсе çитнĕ помидорсемпе хăярсене тутанса пăхрĕç. Пурте кăмăллă пулни палăрчĕ.


25 мая 2003
00:00
Поделиться
;