Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ПАРТИ УЙРĂМĔ ЙĔРКЕЛЕНЧĔ

Юн кун Кỹкеç поселокĕнче районти политика пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ событи пулса иртрĕ: кунта Раççейĕн халăх партийĕн республикăри организацийĕн уйрăмĕ тĕвĕленчĕ. Вулакан пĕлет-тĕр, ку партие Патшалăх Думинчи "Халăх депутачĕ" ушкăн пуçарса янă. Партин Раççейри лидерĕ - çак фракци ертỹçи, Геннадий Райков депутат. Чăваш Енри организацине Патшалăх Думин экономика политики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ, Шупашкар округĕпе суйланнă Анатолий Аксаков депутат ертсе пырать. Шупашкар районĕнчи парти уйрăмне йĕркелеме республикăри штабран унăн ĕçченĕ Лилия Булавенко, ревизи комиссин членĕ Вячеслав Егоров тата Аксаков депутат пулăшуçи Владимир Офаринов килнĕ. Парти уйрăмне йĕркелекенсем вара, районта пурăнакансем, 20 çынна майлă пулчĕç. Мепроприяти килĕшỹллĕ те уçăмлă лару-тăрура иртрĕ. Сасăлав вăрттăн пулсан та уйрăмăн ертỹçисем пулма тăратнă кандидатсене пĕр саслăн пулса çирĕплетрĕç. Çапла, партин вырăнти уйрăмĕн комитечĕн председателĕ пулма унччен районти культура управленине ертсе пынă, халь предприниматель пулса ĕçлекен Олег Шайкина суйларĕç. Председателĕн икĕ çумĕсем пулма Альбина Ишова учительницăпа, Алина Петрова журналисткăна, ревизи комиссине вара Владислав Скворцов инженерпа Елена Белова ЧПУ студентне суйласа çирĕплетрĕç. Районĕ пысăк тата тĕп хула çумĕнчех вырнаçнă пулин те халăх партийĕн уйрăмĕ пирĕн патăмăрта кайрисен шутĕнче йĕркеленчĕ. Анчах паллă, унăн пуласлăхĕ пысăк, çавăнпа интересленекенсем хăйсен шухăш-кăмăлне парти уйрăмĕ пирки редакцине çырса пĕлтерме пултараççĕ.


25 мая 2003
00:00
Поделиться
;