АВАЛЛĂХ УПРАВÇИ - ÇИРĔМРЕ
Шăмат кун майăн 31-мĕшĕнче Ишекри краеведени халăх музейĕ 20 çулхи юбилейне паллă турĕ.
80-мĕш çулсенче Ишекре музей уçас шухăш пысăк хăват илет. Ку ĕçе общественность активлă хутшăнать. Çавăнпах ĕнтĕ вырăнти культурăна, йăлана сыхласа
хăварни - халăх тỹпи тесе пĕрре мар палăртрĕç шăмат кун. Халĕ те
кунран кун вырăнти историе палăртса экспонатсемпе пуянланса пырать. музей Пирĕн ăрун паянхи тивĕçĕ - çак тупрана пахалăхлă упрама майсем туса парасси, мĕншĕн тесен музей çурчĕ экспонатсене вырнаçтарма тăвăрлансах пырать.
Юбиляр-музее хисеп туса хăнасем йышлă килчĕç: Чăваш Республикин Социаллă хỹтлĕх министрĕн çумĕ Г.В.Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев,
вăл музей фондне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Ишекри пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен офисне уçма килнĕ чух çапăннă фото ỹкерчĕксен альбомне парнелерĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Г.Васильев, ЧР Наци музейĕн сотрудникĕсем, район депутачĕ З.Ф.Петрова, Ишек тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ ЧР халăх артистки С.Н.Михайлова, районти культура управленийĕн специалисчĕсем, таврапĕлỹçисем тата ытти сумлă çынсем.
Музей историне аса илнĕ чухне ку тăрăхра çуралнă, каярах Çурçĕрте полярник-гидрограф пулса ĕçленĕ К.П.Петров ятне асăнмасăр май çук. Савăнăçлă мероприятие Константин Петровичăн икĕ хĕрĕ çитнĕ. Ашшĕн пуçарăвĕпе пĕр мăнаçланса, пĕр хумханса калаçрĕç вĕсем. Çемье архивĕнчи документсене, сăн ỹкерчĕксене ятарлă стенд тума музее парнелерĕç.
Мĕн уçăлнăранпах Ишекри краеведени музейĕ çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пурнăçлать. Кунта шкул ачисем Мир урокĕсем, калаçусем, экскурсисем ирттерме хăнăхнă. Эпир те Ишекре вĕреннĕ чухне музее çитсе курнă. Уйрăмах блокадăри Ленинград ачисене халалланă кĕтес чуна çỹçентеретчĕ. Вĕсем çак çуртра, Тăван çĕршывран, тăванĕсенчен аякра, хỹтлĕх тупнă. Çак кĕтесе тăвас шухăша Ишек шкулĕн вĕрентекенĕ (халĕ директорĕ) Г.С.Семенова пурнăçа кĕртет. 16 çул музей директорĕ, экскурсовочĕ, техслужащийĕ, хуралçи пулса пысăк ĕçсем тăвать, шкул ачисене те явăçтарать.
Халĕ те Ишекри халăх краеведени музейĕ çирĕп алăра тесе шантарсах калама пулать. А.Н.Миронов, чунтан хăй ĕçне парăннăскер, çĕнĕрен те çĕнĕ материал пухса музей фондне пуянлатсах пырать. Кăна килнĕ хăнасем тепĕр хут курса ĕненме пултарчĕç. Республикăри таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхĕ ячĕпе ку тăрăхри тĕпчевçĕ В.Алиней Александр Николаевича хăйсен ушкăнне кĕртрĕ.
Саламсем хыççăн Ишек чиркĕвĕнчи Владимир атте çветтуй шывпа сапса Турăран пиллĕх ыйтса ветерансен скверне уçрĕ. Унта чăрăшсем ешерĕç, явкаланса ỹсекен чăваш хăмли сквера капăрлатĕ.
Музея курса çаврăннă хыççăн районти культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем
юрри-ташшипе халăха савăнтарчĕç. Музей ĕçне хутшăннă кашни çын чĕринче пархатрлăхне кура савăнăç хĕлхемĕ ялкăшрĕ.
Шăмат кун музейре сумлă хăнасем чылай пулчĕç.