Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

РАЙОН ПРЕДСТАВИТЕЛĔСЕМ ХЫРКАССИ ТĂРĂХĔНЧЕ

Влаçпа халăх хушшинче ăнланулăх пулсан кулленхи йыывăрлăхсене çĕнтерсе пыма нумай çăмăлтарах пулать. Телее, пирĕн район администрацийĕ хăйĕн ĕçĕнче çак чăнлăха пĕрремĕш вырăна лартать. Халăха вăл Кỹкеçре, хăйĕн патĕнче çеç мар йышăнать, кашни уйăхрах администрацин, унсăр пуçне федерацин тата республикăн ĕç тăвакан влаç тытăмĕн районти уйрăмĕсенчи пĕтĕм ĕçлекенпе пĕр-пĕр ял администраци территорине çитеççĕ. Ушкăнсем çине пайланса унти кашни ялтах пулса халăхпа тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Çынсене муниципалитет ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, вырăнти ыйтусене мĕнле татса парасси çинчен ăнлантараççĕ, уйрăм тата мĕнле терт-нуша пулни çинчен ыйтса пĕлеççĕ, канашлаççĕ. Паллах, район представителĕсемпе вырăнти влаçăн, уйрăм çынсен хутшăнăвĕсем мĕн чухлĕ уçăрах, мĕн чухлĕ вĕсем пĕр-пĕрне ытларах тăнлама тăрăшаççĕ, çавăн чухлĕ ĕçĕ те, усси те ытларах пулать. Каламалла, совет влаçĕ вăхăтĕнче çавнашкал тĕл пулусем йĕркелени пулман. Хальхинче районтисем 14 ушкăн çине пайланса Вăрман-Çĕктер ял администрацин шутланакан кашни ялах тенĕ пек çитрĕç. Тĕл пулу çинчен вырăнтисем малтанах пĕлтерỹсем çакнă. Çавăнпа нумай çĕрте вĕсем активлă иртрĕç. Çак йĕркесен авторĕнчен, райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕн çумĕнчен Л.А.Степановаран (ертỹçи) тата республикăри финанс министерствин районти уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕнчен В.А.Зубоваран тăракан ушкăн Ункăпуç ялне, клуб çывăхне ирхине 7 сехет тĕлне çитрĕ. Халăх çак вăхăтра кунта тăрăшсах ĕнесене вакцинаци тутаратчĕ. Каярахпа пĕр-пĕринпе канашласа илме çав-çавах май тупрăмăр. Малтан эпир хамăр енчен каласа патăмăр. Унтан вĕсене итлерĕмĕр. Тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать Ункăпуçсене. Чи малтанах вăл - шыв ыйтăвĕ. Ку ялта - çĕр ытла кил. Нумайăшĕ хăйсем чавнă çăлсемпе усă курать. Унта тасамарлăх лекнипе ĕнтĕ ялта чирлекенсем те пулнă. Яла çити асфальт çул тусан лайăхчĕ. Кỹршĕллĕ Салапайкассинче шкулпа çумлă магазин вырнаçнă, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет, шкул ачисем унта эрех туянса ĕçнисем пулнă - йĕркесĕрлĕх. Ку ялта вара магазин çук - кирлĕ те мар-мĕн. Уйрăм телефонлисем 6-7 кил, анчах халăх усă курмалли пĕтĕмĕшле телефон çук иккен. Обществăлла вырăнсенчен кунта клуб çурчĕ пур. Анчах вăл никам балансĕ çинче те тăмасть, ăна пăхса тăракан яваплă çын та çук - хуçасăрлăх. Кашнин хăйĕн ыйтăвĕ тата. Çав шутра хăшне ипотека, хăшне çăмăллăх илесси канăçсăрлантарать. Нумайăшне вырăнтах уçăмлатса, майне кăтартса патăмăр. Ыттисене, калăпăр, çул, водопровод тăвас пысăк ыйтусене малтанлăха шута илтĕмĕр. Майĕсем, вăйĕсем ỹссе пынăçемĕн вĕсене те татса пама пулĕ. Çитменнине, газификаци хыççăн Президент ялсене водопровод çитермелли программа палăртать. Телефон пирки калас-тăк, пурте пĕлекен йĕрке пур: тỹлевсĕр никам та туса параймасть. Юлашкинчен пĕтĕм ушкăн Хыркассинче, ял администраци залĕнче пухăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Г.Васильев умĕнче кертỹçĕсем аласа пачĕç. Нумай çĕрте пĕрешкел ыйтусем. Вĕсемсĕр пуçне Çĕктер поселокĕнче свалка ыйтăвĕ, Атăльялта çĕр пайĕ, пур çĕрте те урамсенчи тирпейлĕх, ĕç укçи, газификаци укçи ыйтăвĕсем сиксе тухрĕç. Пухăннисем умĕнче Атăл ЯХПК ертỹçи Ю.И.Плотников, ял администраци пуçлăхĕ В.С.Тереев ăнлантарса пачĕç. Уйрăммăн илсен, çĕр пайĕсем пирки А.П.Князев çапла каларĕ. Ку ыйтупа акă, Советская Чувашия хаçата та çитнĕ, ял халăхĕпе пĕрле тивĕçлĕ пуху ирттермелле, ыйтăва çывăх вăхăтрах татса памалла ,- терĕ. Пĕтĕмĕшпе илсен, тĕл пулусем усăллă иртрĕç.


04 июня 2003
00:00
Поделиться