РАЙОНТА ФЕДЕРАЦИ ИНСПЕКТОРĔ ПУЛЧĔ
Виçĕм кун района ĕçлĕ визитпа федераци инспекторĕ Д.В.Донсков килчĕ. Тĕл пулусене çавăн пекех ЧР ШĔМĕн министр çумĕ Г.В.Григорьев, ЧР налуксемпе сборсен управленийĕн ертỹçин çумĕ Ф.Муратова, ЧР пенси фончĕн управленийĕн пенси ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управляющийĕн çумĕ Т.Дроздова хутшăнчĕç.
Хăнасем Ишлейри поликлиникăн строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕç. Приволжское вĕренỹ хуçалăхĕнче пулчĕç, унăн директорĕ Г.И.Егоров кунта усă куракан çĕнĕ техника кăтартрĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ.
Юлашкинчен Д.В.Донсков районти тĕрлĕ сферăри ертỹçĕсемпе канашлу ирттерчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
ăна район пуçлăхĕ А.П.Князев, ытти пуçлăхсем ертсе çỹрерĕç.