Акана - вăхăтра
Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал 611 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура акса хăварчĕ. Пĕр çул ỹсекен курăк лаптăкĕ - 80 гектар, выльăх апачĕллĕх тымар çимĕç - 70 гектар, çĕр улми - 65 гектар. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçларĕ.
Çак кунсенче эпир хуçалăх ертỹçипе С.А.Егоровпа предприятин паянхи лару-тăрăвĕ пирки калаçрăмăр, туса ирттернĕ ĕçсене тишкертĕмĕр.
Акана вăхăтра вĕçленинче - пĕтĕм халăх тỹпи ,- терĕ вăл. Чăн та çапла кунта. Акă В.В.Арефьев механизатора илер-ха. Мĕнле кăна ĕç тума хутшăнман пулĕ вăл? Удобрени сапнă, тăпра тикĕсленĕ, кăшман акнă. Уйрăм çын пахчине сухаласа параканни те - вăлах. М.Н.Николаев, А.И.Васильев, Г.Ф.Федоров, А.С.Майков кĕске вăхăтра сỹрелесе пĕтерме пултарнă. Культиваци тăвакансенчен В.Н.Николаевпа Н.Ф.Кривошеев тăрăшулăхпа
палăрнă. Вĕсем иккĕшĕ те Т-150 маркăллă тракторпа ĕçленĕ, мĕнпур лаптăкран çуррине ытла иккĕшех культиваци турĕç ,- палăртса калать хуçалăх ертỹçи.
Акара Апашсен тăватă агрегат ĕçленĕ. А.Л.Бородов, В.В.Викторов, А.С.Майков, М.К.Григорьев механизаторсем тỹрĕ кăмăлпа тимленĕ. Агрегатсем патне тырă турттаракансенчен В.М.Митрофановпа Н.И.Артемьева палăртмалла, акаçăсене В.М.Евдокимов удобренипе тивĕçтерсе тăнă. Сăмах май, Апашсем пĕр гектара 100 центнера яхăн удобрени хывнă. Тырра им-çамланă. Ку ĕçрен О.Г.Прокопьевпа В.Н.Рыбкина пĕр кун та юлман. Удобрени тултарнă çĕрте виççĕмĕш бригада ĕçченĕсем ытларах тăрăшнă. Кăçалхи ака валли предприяти Приволжское вĕренỹ хуçалăхĕнчен 14 тонна Эльф сортлă урпа туяннă. Тĕрĕсрех, улăштарнă. Патăрьел районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăхран вара 100 пин тенкĕлĕх 12 тонна Розара çĕр улми илсе килнĕ. Иккĕмĕш çăкăра Г.Ф.Федоров КСМ-6 агрегатпа лартнă. Хуçалăхсенче çĕр улмие пысăк лаптăк çинче туса илме питех тăрăшмаççĕ те, 65 гектар нумай темерĕр-и тесе кăсăкланатăп. Хăй вăхăтĕнче 200 гектар таран лартнă ,- тет Святослав Александрович. Паллах, ĕç вăйĕ кирлĕ,- хирĕçлемест вăл.- Халĕ хуçалăхра тăрăшакансен шучĕ малтанхи чухлĕ çук, çавăнпа пуррисен ĕлкĕрме тивет . Унтан ертỹçĕ пĕр тĕслĕх илсе кăтартать. Хăй вăхăтĕнче хуçалăхра 45 трактор пулнă, халĕ - 28. Ĕç калăпăшĕ вара малтанхиллех.
Çамрăксем ял хуçалăхĕнче юласшăн пулманни Апашра та сисĕнет. Икĕ çул хушшинче пĕр яш çеç килнĕ. Денис Андреев. Ачи маттур,- ырлать ăна Святослав Александрович.- Тĕрлĕ техникăпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Кăмăлтан тăрăшать. Хĕлле улăм пресларĕ .
Пĕлтĕр хуçалăхри вăтам ĕç укçи 1583 тенке ларнă. Çур аки вăхăтĕнче механизаторсене ỹстерсе тỹлемелле тунă.
Апла, тăрăшсан кунта та ĕçлесе илме пулать.