Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

АПАШ КУЛЬТУРИНЧЕ ЧЫСЛАРĔÇ, АВАЛЛĂХА СĂВАПЛАСА ПУÇ ТАЙРĔÇ

Эрне пуçламăшĕ, иртнĕ тунти кун, районшăн пысăк мероприятипе палăрса юлчĕ. Авалхи Апаш çĕрĕ çине тĕнче культурине хаклакансен пысăк делегацийĕ килсе çитрĕ. Унта тĕнчери паллă археологсем, çав шутра истори ăслăлăхĕсен докторĕсем Н.Я.Мерперт (Мускав), А.Д.Пряхин (Воронеж), О.В.Кузьмина (Самар), (Раççейĕн ытти хулисенчен), Украинăран, Венгрипе Финляндирен ăсчахсем тата ытти сумлă хăнасем пулчĕç. Апаш культури Туйăр саманинче (Бронзовый век) палăрса юлнă археологи культури. Чăн малтанах Апаш культурин Улăп тăприсене тĕпчени Хусан ученăйĕн ячĕпе В.Ф.Смолинпа çыхăннă. Шупашкартан килекен делегаци Апаш чарăнăвне хирĕç лартнă культура пуçламăшне палăртакан скульптура композицийĕ патĕнче чарăнчĕ. Чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе хăнасене çăкăр-тăварпа, чашкăракан кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Ваттисенчен пехил илнĕ хыççăн Апаш çĕрне сăвап туса килнĕ çынсем яла кĕчĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем, хушпу-тенкеллĕ кинемисем чĕрĕ коридорпа хăнасене Апаш культурине халалласа лартнă асăну палли патне ăсатрĕç. Чăваш шăпăрĕн кĕвви таса пĕлĕт айĕнче, курăклă уйра, мăнаçлăн янăраса чуна çỹçентерет. Çак çĕр çинче тĕрлĕ цивилизаци, религи тата тĕрлĕ вăхăтсенчи культурăсен тĕлĕнмелле çыхăнăвĕ пулса иртнĕ. Паянхи кунччен Апаш çĕрĕ çине тỹрех çакăн чухлĕ сумлă хăна килсе ура пуснине никам та ас тумасть. Тĕнче культурине чыс туса лартнă асăну паллине район администрацин ертỹçи А.П.Князев, Раççей Федерацийĕн наукăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Я.Мерперт тата асăну паллин авторĕ - Пушкăртстан тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ В.П.Нагорнов уçрĕç. Чун-хавал çĕкленĕвне, культура, историлле вырăнсен аталанăвне тата ăна сыхласа хăварассине район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать, апла пулсан халăхăн чĕрисенчи ĕненỹ те, шанчăк та çирĕпленмелле. Хĕрĕх çул каялла ку вырăнсенче тĕпчев ĕçĕсене хутшăннă Н.Я.Мерперт сăмахĕсем те çакна çирĕплетрĕç: Халăх пуянлăхĕ пухнă турпара та, çынсен хисепĕнче те палăрмасть, чун-хавал пулнăран вăл мăнаçлă тата вилĕмсĕр . Николай Яковлевич каланă сăмахсем кашни çыннăн чунне кĕрсе юлмалла çывăх. Тăхăр вунă çула кайса çак сăмахсене калама тивĕç те вăл. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Египет, Месопотами, Кăнтăр-Хĕвелтухăç Ази, Балкан çурутрав çĕрĕсем çинче наука тĕпчевĕсем ирттерме тỹр килнĕ унăн. Николай Яковлевич каланă тăрăх, вырăнти пуçлăхсем чăвашсем пек халăх культурине хисепленине, пысăка хурса хакланине вăл ку таранччен курман. Иртнĕ ĕмĕрсен пурнăçне тарăннăн ăнланса илни пĕлтерĕшне туйни çеç авалхи культурăна упраса хăварма - вилĕмсĕр пулма - пулăшать. Апаш культури ăнлав пирĕн район çĕрĕнчен пуçламăшĕ илни пире çав тери чыслă та мухтавлă тăвать. Венгри Наци музейĕн тĕп директорĕ Иштован Фодор пĕлтернĕ тăрăх, Апаш культури пирки Финлянди, Итали тăрăхĕнче те сахал мар калаçаççĕ. Улăп тăприсем çинче тĕпчевсем ирттернĕ вăхăта кунта пурăнакан хăш-пĕр ватă астăвать. Акă, Л.Ф.Петрова çав çулсене аса илсе калаçрĕ. ...Карти-карти хур-кайăк пек, шур кĕпеллĕ хĕрсемпе каччăсем алла-аллăн тытăнса карталанчĕç. Çынсене хăй патне илĕртекен кăвайт пек, ыттисем те васкамасăр çаврăнакан çынсен картине хутшăнчĕç. Авалхи несĕлсене сăвап туса утрĕç шăппăн, сас-чỹсĕр, таяççĕ пуç хĕвеле... Н.Я.Мерперт сăмахĕсем аса килеççĕ: Вырăса чăваш тумĕ тăхăнтартсан унта нимĕнле чун-хавалĕ та сисĕнмест, вăл - театр çеç . Кунта вара никам та вылямасть: юрри те, кĕвви те, тумĕ те хамăрăн, чăвашсен. Ку вăл пирĕн пуянлăх, мăнаçлăх, пирĕн пурнăç...


07 июня 2003
00:00
Поделиться