ПĔРРЕМĔШ ХУТ - МИНИСТР КУНĔ
Кĕçнерни кун пирĕн районта пĕрремĕш хут Министр кунĕ иртрĕ. ЧР транспортпа çыхăну, промышленность министрĕн çумĕ В.Е.Новицкий, ЧР промышленность министерствин пресс-секретарĕ - тĕп специалист Е.В.Богданова, транспортпа çыхăну, промышленность министрĕн çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ Н.В.Дмитриева, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - А.Е.Егорова Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, кварталти социаллă тата экономика çитĕнĕвĕпе, специалистсене мĕнле хатĕрленипе паллашсан Кỹкеçри акционерсен Художество промыслисен Паха тĕрĕ фирми хупă обществăна çитсе курчĕç. Асăннă икĕ предприятире те нумаях пулмасть ертỹçĕсем улшăннă. Иккĕшĕн умĕнче те пысăк чăрмавсем. Çак йывăрлăхсене пăхмасăрах вĕсен пуçлăхĕсем малашлăх çине оптимистла пăхни савăнтарать. Пĕрле канашласа ĕçлесен чăрмавсене çĕнтеретпĕрех. Шăпах ĕçченсемпе курса калаçас, предприятисенчи çитменлĕхĕсемпе паллашас тĕллевпе çак куна йĕркеленĕ те ,- терĕ Виктор Ефимович.
Паха тĕрĕ налук тỹлессине чакарса пырать, çавах унăн сумми пысăк-ха. Ĕç укçине те вăхăтлă параймаççĕ. Кунта 4 çул ĕнтĕ тавар пахалăхĕ çỹллĕ шайра мар. Предприяти директорĕ П.А.Степанов çакă тата ытти çитменлĕхсене пĕтерсе çулталăк - ик çултан ура çине тăма, тепĕр уйăхранах паян питĕ ыйтакан урайне сармалли кавир тĕртекен станоксене (темле сăлтава пула малтанхи хуçа çак продукцине кăларма чарăннă) хута яма шантарчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев ертсе пынипе районти депутатсем, килнĕ хăнасем БудаВин ппредприятинче Министр кунне пĕтĕмлетрĕç. Асăннă предприяти çамрăк, ăна хута янă-яман кăна-ха. Кунта хальлĕхе армянсен хĕрлĕ, шурă эрехĕсене кăлараççĕ. Малашне Грузи эрехне те хатĕрлеме пуçласшăн. Кунне 15-20 пин тулли савăтсем ещĕке вырнаçаççĕ. Нумаях пулмасть Мускавра Тутлă эрехсен сентри курав йĕркеленĕ. Португали, Армени, Раççей, Франци тата ытти эрехсене выставкăна тăратнă. БудаВинра туса кăларнă армянсен эрехĕ кунта диплома тивĕçни заводра паха продукци хатĕрленине калать те ĕнтĕ. Предприятире мал ĕмĕтлĕ çынсем тăрăшаççĕ. Кунта пĕлтернĕ тăрăх, заводра улма-çырла консервлакан цех хута ярасси пирки те сăмах пырать.