Выпуск Таван ен
Аки-сухи пĕтсен,
Уяв юрри чун-чĕрене хускатать.
Ал пушансан
Кашни чăваш Акатуя васкать.
Çапла, çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа ял ĕçченĕ çĕр-аннене чысласа Акатуй ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал та июнĕн 7-мĕшĕнче, шăмат кун, район çыннисем Кỹкеçри хитре те чуна илĕртекен уçланкăна уява пухăнса савăнчĕç, юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç, спорт вăййисене хутшăнчĕç.
Сцена çине район пуçлăхĕсене, предприятисемпе организаци ертỹçисене, депутатсене, ытти ятлă-сумлă хăнасене чĕнчĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Князев саламлă сăмахпа уçса пухăннисене тăрăшуллă та хастар ĕçленĕшĕн чĕререн тав турĕ, ырă кану сунчĕ. Тăван Республикăмăрăн ялавне çĕклеме "Гвардеец" РПУП механизаторĕ А.Александров, Ленин ячĕпе хисепленекен кооперативăн ĕне сăваканĕ М.Васильева, "Приволжское" вĕренỹ хуçалăх директорĕ Г.Егоров тивĕçрĕç. Уçланкă çийĕн Чăваш Республикин, унтан Шупашкар район гимнĕ янăраса кайрĕ.
Çурхи ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме районти ял хуçалăх управленийĕн ертỹçине В.Н.Мустаева сăмах пачĕç.
- Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ халăхра. Кăçалхи çуркунне вăрăма кайнă пирки çĕр ĕçченĕсене çăмăл пулмарĕ. Уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра пысăк
пахалăхпа пурнăçлассишĕн сахал мар тар тăкма тиврĕ. Апла пулин те вырăнти ертỹçĕсем, специалистсем, механизаторсем тăрăшнипе умри тĕллевсене чыслăн пурнăçларĕç,- пĕлтерет Владимир Николаевич. Докладра малалла хĕл-çур тапхăрĕнче туса ирттернĕ ĕçсене тишкерчĕ. Иртнĕ хĕл сивĕ те сахал юрлă пулни хуçалăхсене кĕрхи культурăсене тата нумай çул ỹсекен курăксене сыхласа хăварассипе, нỹрĕк тытассипе хушма чăрмавсем кунĕ. Шартлама сивĕ кунсенче 2286 гектар çĕр çинче кĕрхи тырă пĕтнĕ. Çавна май 1383 гектар çĕнĕрен акнă, ытти лаптăкĕ çинче çурхи лартнă.
Кăçал хире чи малтан "Атлашевский" ЯХПК (ертỹçи - Н.Скворцов), Куйбышев ячĕллĕ хуçалăх (Н.Никифоров), Свердлов ячĕллĕ хуçалăх (А.Пушкин), "Гвардеец" РПУП (Ф.Борисова), "ЧувашАгромаркет" ял хуçалăх компанийĕ (В.Егоров), Ленин ячĕллĕ хуçалăх (С.Егоров) тухнă. "Дружба" РПУП, "Атлашевский" ЯХПК, "Гвардеец" РПУП ака-сухана пĕрремĕш вĕçленĕ. Çĕр хатĕрлес енĕпе Юрий Романов ("Букет Чувашии" агрофирма ООО), Валерий Семенов ("Атлашевский" ЯХПК) механизаторсем кăтартуллă тăрăшнă. Çавăн пекех çуртрисене акнă çĕрте хисепе тивĕçнисене те палăртрĕ. Владимир Николаевич çур акине хуçалăхсенче 3253 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурисене хатĕрленĕ, хăшĕсем вăрлăхсене çĕнетнĕ. Пĕтĕмĕшле çурхи ĕç кăтартăвĕсемпе пĕрремĕш вырăна Куйбышев ячĕллĕ хуçалăх, иккĕмĕшне - Ленин ячĕпе хисепленекен кооператив, виççĕмĕшне - Свердлов ячĕллĕ тата "Атлашевский" хуçалăхсем тухнă.
Выльăх-чĕрлĕх хĕл каçарас тĕлĕшпе те йывăрлăхсем пулнă. 2002 çулхи çу вăхăчĕ
шăрăх тăнипе уйра выльăх апачĕ тухăçсăр ỹснĕ, ăна хĕле валли çителĕклĕ
хатĕрлеймен. Чылай хуçалăхра çавна май ỹт хушаслăх, сĕт суса илесси чакнă. Ленин хуçалăхĕ, Ишлейри "Букет Чувашии" агрофирма, "Искра" ЯХПК ĕнесен хисепне ỹстерме пултарнă. Паянхи куна сысна ĕрчетессин районĕпе пĕтĕмĕшле 26 проценчĕ "Приволжское" вĕренỹ хуçалăхне тивет. "Чăваш бройлерĕ" АУО юлашки икĕ çул хушшинче продукци парассипе Раççейри пысăк хăватпа тата тупăшлă ĕçлекен 40 предприятисен йышне кĕрет. Вăй хумасăр пулман çакă. Хуçалăхра хастарлăхпа палăрнă ĕçченсен ячĕсене асăнчĕ. "Ольдеевская" агрофирма, "Агарикус" АОра тăрăшакансене те тав сăмахĕ каларĕ.
Н.Федоров Президентăн ячĕпе пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ
ЧР Патшалăх Канашĕн Бюджетпа финанас комитечĕн председателĕ Г.Андрианов саламларĕ. Президент Указĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе палăрнисене республикăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илни çинчен ĕнентерỹ хутне пачĕ. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме ЧР Наци банкĕн районти шутпа касса центрĕн пуçлăхĕ А.Николаева тивĕçрĕ.
Уявра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков, Чр Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, "Приволжское" вĕренỹ хуçалăх директорĕ тата ыттисем те сăмах каларĕç. Унсăр пуçне А.Аксаковпа А.Князев районти ял хуçалăх производствинче хастарлăхпа палăрнисене районăн Хисеп грамотипе, хаклă парнепе чысларĕç. Сцена çине тухма тивĕçлисене халăх тăвăллăн алă çупса саламларĕ.
Тепĕр савăнăçлă самант - шкулсемпе ял администрацисене компьютер пани. Пĕлтĕр район "муниципалитет финансĕсене реформăласси" программăпа
конкурс выляса илнĕ. Çавна май вăтам шкулсене аталантарас, поселок тата
ял администрацисене оргтехникăпа пуянлатас тĕлĕшпе çителĕклĕ уйăрнă суммăна çапла пайланă: шкулсене 42(!) комплект, кашни администрацине пĕрер, унсăр пуçне пиллĕкĕшне принтер тивĕçнĕ.
Кăçалхи Акатуя Çемье çулĕпе çыхăнтарнă. Уява килни çакна асăрхарех ĕнтĕ. Пирĕн районта чыслă, тава тивĕçлĕ çынсем нумай. Вĕсенчен пĕри - Куйбышев ячĕллĕ хуçалăхра пурăнакан Аливанцевсен çемьи, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 102. Хисеплĕ çемьене А.Князев шшăн саламласа хаклă парне пачĕ.
Уявăн иккĕмĕш пайне юрă-ташă ăстисем тăсрĕç. Художество пултарулăх коллективĕсем куракансене уяв вĕçленичченех савăнтарчĕç. Уйрăмах "телепузиксем" халăха сцена çумĕнчен татмарĕç.
Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансем çан-çурăм тĕреклĕхне, маттурлăхне туллин кăтартрĕç. Кăçал Акатуй спорт вăййисемпе тĕрлĕ енлĕ те пуян пулчĕ. Шăчă çине хăпарасси, волейболла, шашка шахматла, теннисла вылясси, ирĕклĕ майпа кĕрешесси... Пурте район çĕнтерỹçи кам пулассине чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешесси хĕрỹ иртрĕ. Финала тухнă А.Михайловпа С.Никоноров кĕрешĕвĕ 2:2 шутпа вĕçленчĕ. Жюри йышăнăвĕпе чĕрĕ такана Кỹкеçри ДЮСШ тренерĕ С.Никоноров тивĕçрĕ. Акатуйра спорт ăмăртăвĕсене кĕртнĕ пысăк çĕнĕлĕх - лашасемпе чупасси.
Кĕрлерĕ, янăрарĕ савăк кулă-юрăпа тулнă уçланкă. Унăн шавĕ чылайччен чарăнмарĕ. Хĕрỹ ĕç хыççăн çакă ял çыннисемшĕн чăннипех те ырă кану пулчĕ.
И.ВАСИЛЬЕВА.
* Акатуй пуçламăшĕ.
* ЧР Наци банкĕн районти шутпа касса центрĕн пуçлăхне А.Николаевана РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ ятпа саламлаççĕ.
* Халăх нумай пухăнчĕ.
* Уява художество пултарулăх коллективĕсем тăсрĕç.
* О.Иванова шăпчăк сассипе куракансене савăнтарать.
* А.Князев "Орлик" лашипе чупăва хатĕрленес умĕн.
* "Чебоксарская" чăх-чĕп фабрикин аслă агрономĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков, район администраци пуçлăхĕнче ĕçленĕ Ю.Борисов (сулахайран сылтăмалла).
* Спорт шкулĕн вĕренекенĕсем конкурс ăмăртăвĕнче.
Июнĕн 15-мĕшĕ - сывлăх сылавĕн ĕçченĕсен уявĕ
АН ЧИРЛĔР НИХăÇАН
Çак кун эпир хăйсен шăпине обществăшăн чи ырă та чи кирлĕ профессипе çыхăнтарнă çынсене чыслатпăр. Уяв умĕн редакци тĕпелĕн хăни пулма "Шупашкар районĕнчи тĕп больница" сывлăх сыхлавĕн муниципалитет учрежденийĕн тĕп врачĕ В.В.Рафинов хаваспах килĕшрĕ. Вячеслав Викторович паян çынсене сыватса тулли пурнăçпа пурăнма май туса паракансем çинчен каласа парать, больницăри ĕç-хĕлпе паллаштарать:
- Пирĕн район чи пысăкки - пĕтĕмпе 60 пине яхăн çын пурăнать. Халăх хавшанă сывлăхне районти, Ишлейпе Тутаркасси участокĕсенчи больницăсенче сиплет. Унсăр пуçне пирĕн территорире 8 врач амбулаторийĕ (вĕсенчен виççĕшне пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне куçарнă), фельдшерпа акушер пункчĕ-45. Сывлăха çирĕплетессишĕн 108 врач, 400 яхăн медработник тăрăшать. Пĕтĕмпе сывлăх хуралĕнче 800 яхăн ĕçчен вăй хурать.
- Пирĕн районăн тĕп больници çулсерен ирттерекен конкурссенче малти вырăна йышăнать. Кăçал мĕнлерех-ши?
- 2002 çулăн пĕтĕмлетĕвĕпе эпир каллех район больницисенчен чи лайăххи пултăмăр. Сывлăх хуралне аталантарассишĕн нумай тăрăшатпăр. Вăтамран илсен чылай енпе пирĕн кăтартусем республикăринчен аванрах пулни палăрать. Тĕрĕссипе юлашки вунă çулта виççĕмĕш вырăнтан аяла анса курман. Тĕрлĕ отделени хушшинче ирттерекен смотр-конкурса та врачсем хутшăнаççĕ.
- Ытларах хăш кăтарту мала тухма пулăшать?
- Республикипех, çĕршывĕпех ача çураласси, пĕчĕкĕллех пурнăçран уйрăлни çивĕч ыйту пулса тăрать. Çак кăтарту пирĕн лайăх. Эпир килекен ăру çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ачасен сывлăхĕ чи пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Врач-педиатрсем тăрăшни куç умĕнче. Паллах, кунта медицина ĕçченĕсемсĕр пуçне район ертỹçисен, предприятисемпе организацисенче сывлăха сыхлас тĕлĕшпе çыхăнусем йĕркелекен яваплă çынсен те тỹпи пур.
- Апла пултаруллă педиатрсемпе паллаштаратăр-и?
- Чи малтанах Н.В.Петровăна палăртас килет. Вăл кунта 10 çул ытла
ĕçлет. Иртнĕ çул педиатрсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура Надежда Владимировна пирĕн район больницин чысне хỹтĕлерĕ. Мĕн тетĕр, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлни, пултарулăхĕ ăна пĕрремĕш вырăна тухма пулăшрĕ. Ытти педиатрсем те унран юлмаççĕ. Пысăк кăтарту, паллах, пĕччен тăрăшнипе пулмасть. Шăпах пĕрлĕхре - вăй. Акă, ачасен сывлăхне упрас тĕлĕшпе диспансеризаци ирттерессине йĕркелесе янă. Çавăнта 16 ачан сывлăхĕ хавшанине тупса палăртрĕç. 2002 çулта кашни ачапа тĕл пулу йĕркелеме пултарчĕç.
- Çĕнĕ технологипе пуянлатасси, юсав ĕçĕсем ирттересси мĕнле пырать-ха?
- Иртнĕ çул ку енпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Тутаркассинчи, Карачурари, Ишлейри офиссем ку чухнехи оборудованисемпе пуян. Пирĕн сывату çурчĕсем паян лайăх шайра тесен йăнăш пулмасть. Пациентсем те медработниксен ĕçĕпе кăмăллă. Акă, кĕçех Ишлейре поликлиника хута каймалла. Унти ĕçсем пысăк хăвăртлăхпа пынине иртен-çỹрен те курать ĕнтĕ.
Çавăн пекех 3 васкавлă пулăшу машини, çĕнĕ диагностика аппарачĕсем туянма пултартăмăр. Фельдшерпа акушер пункчĕсенче те оборудованисене çĕнетсе тăратпăр. Ку çул стационарта, гинекологи уйрăмĕнче, йышăну пỹлĕмĕнче юсав ирттерме хал çитертĕмĕр. Çак çул тата Ишлейре, Шорчекассинче, Хыркассинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçма палăртатпăр. Тумалли ĕçсем тата та нумай, вĕсем нихçан та пĕтмелле мар.
- Кирек мĕнле учрежденинче те çивĕч ыйтусем пур. Сире мĕн канăçсăрлантарать.
- Ял халăхĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах эрех енне туртăнни пăшăрхантарать. Кашни çын чи малтан
хăйшĕн хăй врач пулмалла. ăна манса каятпăр çав. "Симĕс шĕвеке" ĕçнине пулах ытти чир-чĕр аталанма пултарать. Аслă ăру çамрăк яш-кĕрĕме ăс памалла та... Çамрăк хĕрарăмсем ỹсĕр çỹрени чан çапма вăхăт çитнине кăтартать. Эрех ĕçсен вĕсем амăш тивĕçне те манса каяççĕ. Вызовсенчен 50% эрех ĕçнипе аптракансем патне васкавлă пулăшу кỹме каяççĕ. 12 çулхи ачана е 72 çулхи кинемее хаяр шĕвек ĕçсе тăн çухатнипе илсе килнине курсан чун çỹçенет.
Пирĕн ĕçре вара ялта медработник тăрăшнине шута илменни чăрмав кăларса тăратать. Пациентпа врачăн яланах союзниксем пулмалла.
- Больницăра лайăх ĕçлекенсем çук мар ĕнтĕ.
- Фельдшерпа акушер пунукчĕсене илес пулсан, Кипечкассисен ĕçĕпе кăмăллă. Ю.А.Толстова пĕрре те алă усса ларма юратмасть. Врач заведующисенчен стоматологи уйрăмĕнче В.Н.Викторов, 1-мĕш терапинчен Р.Д.Емельянова, 2-мĕш терапинчен Ю.Ф.Юнусова, акушер уйрăмĕнчи Е.А.Данилова, гинекологинчен В.Д.Матвеева, хирургинчен В.А.Иванов, ача-пăча уйрăмĕнчен Л.В.Филоненко хушнă ĕçе вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Вăтам медратботниксенчен пациентсем Л.М.Блинована, Л.В.Семенована, Л.И.Мольдеярована, Н.Н.Николаевана, 1-2 терапи тата ача-пăча уйрăмĕнчи коллектива ырăпа асăнмалла. Амбулаторипе поликлиника звенинче А.С.Макаровăна, Н.И.Нюхинăна, Н.П.Яковлевăна асăнмасăр иртме çук. А.И.Артемьева кирлĕ пур анализа тăвать. Кашни çулах шкул ачисем, ял хуçалăх ĕçченĕсем тата ыттисем те медосмотр тухаççĕ. Кунта Т.В.Сидорова çине пысăк тиев лекет.55,53 номерлĕ аптекăсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсен ертỹçисем те хисепе тивĕç.
- Çамрăксем хăйсене мĕнле кăтартаççĕ?
- Кĕске вăхăтрах М.В.Никитина стоматолог, А.А.Ерманова терапевт, О.Н.Семенова медсестра пултарулĕхĕпе палăрчĕç. Ыттисем те япăх ĕçлемеççĕ.
- Вулакансене, ĕçтешĕрсене çывхарса килекен уяв ячĕпе мĕн суннă пулăттăр?
- Пурне те ĕçре çитĕнỹ тума, çемьере килĕшỹ сунатăп. Вулакансене мĕн каласшăн. Кашни çыннăн вăхăтра ĕçлеме, вăхăтра канма пĕлмелле. Çак йĕркене тытса пырсан сывлăх хавшамасть, çын темиçе çул больницăсăр пурăнма пултарать. Хăвăрах куратăр, паянхи пурнăçра чирлесен темиçе тĕрлĕ чăрмав сиксе тухать. Ан чирлĕр. Сывлăха упрăр.
- Тавах калаçушăн.
А.СУСМЕТ.
Г.СЕМЕНОВ фото ỹкерчĕкĕ.
* В.В.Рафинов ĕç пỹлĕмĕнче.
Район депутачĕсен пухăвĕ
Тунти кун район администрацийĕн ларусен залĕнче виççĕмĕш созыври Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта депутатсемпе пĕрлех ял тата поселок администрацийĕсен, çавăн пекех район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен, çавăн пекех пуçлăхĕсем пуçтарăнчĕç. Ларăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Г.Г.Васильевпа А.В.Бородавин, район прокурорĕ И.И.Сорокин, шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ А.В.Тарасов, налук инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов, ыттисем хутшăнчĕç.
Пуху кăнтăрла иртни икĕ сехетре çеç пуçланнине шута илсен депутатсем ăнăçлă ĕçлерĕç теме пулать. Кун йĕркине кĕртнĕ тăхăр ыйтăва пăхса тухса кашнинпех тивĕçлĕ йышăну турĕç. Ытлашши тупăшмасăр, пĕр шухăшлăн. Районта преступноçпа кĕрешесси çинчен 2001-2003 çулсем валли йышăннă комплекслă программăна сỹтсе явнă чух шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ А.В.Тарасов тухса каланă хыççăн нумайăшĕ сăмах илчĕ. Г.Г.Васильев Патшалăх Канашĕнче саккунсем йышăнассине, район прокурорĕ И.И.Сорокин преступленипе кĕрешессине общественноçăн та активлă хутшăнмаллине палăртрĕ.
Раççей Федерацийĕн законодательствипе вырăнти самоуправлени органĕсене тытса пыма ирĕк панă налуксемпе сборсене йĕркелесси çинчен калакан йĕркене çирĕплетнĕ чух В.И.Блинов депутат уйрăм çынсенчен илекен пурлăх налукĕсен ставкине пăхса тухма сĕннине сирчĕç. Мĕншĕн тесен ставкăна Раççей законодательствине пăхăнса депутатсем маларах хăйсемех йышăннă.
Пухура пăхса тухнă ыйтусенчен çавăн пекех районăн муниципаллă пурлăхне приватизацилес йĕркене, муниципаллă пурлăха хаклассин концепцине çирĕплетнине кĕртмелле. Виçĕ документа улшăнусем кĕртрĕç. Çав шутра - район уставĕпе кăçал валли йышăннă бюджета. Тăватă çынна республикăн тава тивĕçлĕ ятне пама тăратма йышăну турĕç.
Пухăва район администрацийĕн тата самоуправлени пуçлăхĕ А.П.Князев ертсе пычĕ.
В.ИВАНОВА.
;
ТУТАРСЕН ĔÇ ОПЫЧĔПЕ ПАЛЛАШНИ
Мĕн чул ытларах çỹретĕн, çавăн чул ытларах пĕлетĕн. Пĕр иккĕленмесĕр çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм эпĕ иртнĕ кĕçнерни кун Тутар Республикинчи Пăва районĕнче пулнă хыççăн. Унти пурнăçпа районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисене паллаштарчĕç. Инçе çула çывăхлатакансен шутĕнче çавăн пекех ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев, вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Н.Павлова, ветеринари инспекцийĕн тĕп врачĕ В.И.Блинов пулчĕç. Ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев ертсе пычĕ. Тĕплĕнрех çитес номерте каласа парăпăр.
Пăва тăрăхĕ промышленность вăйлă аталаннă район. Унта спирт, сахăр, сĕт-çу, машина тăвакан заводсем пур. Пăва районĕнче 49 пин çын пурăнать, вĕсенчен 22 пинĕ - хулара. "Ĕç вăйĕ çитменнине сиссех кайман",-
терĕ вырăнти администраци пуçлăхĕ А.К.Садретдинов. Пăвасем сахăр кăшманĕ туса илессипе вăйлă тимленĕ май (вĕсен вăл 5600 гектар йышăнать), унта ютран килнисем те пилĕк аваççĕ. Уйрăмах чăвашсем-мĕн. Район пуçлăхĕ сахăр кăшманĕ туса илессине автоматизацилесшĕн. "Нимĕçсенни пек,- тет вăл. - Унта гектартан 900 центнер таран илеççĕ, эпир виççĕр пулсан савăнатпăр".
Эпир чи малтан пулса курнă предприяти вăл - "Вираж" акционерсен обществин "Нур" хуçалăхĕ. Кунта сысна тытаççĕ, сурăх усраççĕ, чăх-чĕп ĕрчетеççĕ, лаша нумай, ĕне йышлă. Сыснасем талăксерен 560 грама яхăн ỹт хушаççĕ. Рационта - белокпа минерал хушнă апат. Ун пек апат валли районта пĕлтĕр çеç 5 установка вырнаçтарнă. Хуçалăхра 12 комбайн. Кунне 40 гектар сухалама пултаракан плугсем, Минскра кăларакан çĕнĕ йышши тракторсем.
Районĕпе илсен вара 46 пин пуç сысна, 29 пин мăйракаллă шултра выльăх. Кашни ĕнерен сĕт суса илесси пур çĕрте те пĕр пек мар. Чи нумай сăваканни - "Коммуна" хуçалăх. Унта пĕлтĕр пĕр ĕнерен 6951 килограмм илнĕ. Тĕштырă кашни центнертан 62,4 центнер тухнă. Районĕпе çак кăтарту - 47,1 центнер.
Ял хуçалăх предприятийĕсем 4 процентлă тавар кредичĕ илеççĕ. Пĕлтĕр Пăва районĕпе 108 миллион тенкĕлĕх кредит тивĕçнĕ пулсан, кăçал - 100 миллион тенкĕ.
"Пĕлтĕр 50 пин тонна тырă сутнă",- пĕлтерет район пуçлăхĕ. Çав шутран 32 пинĕ - тулă. Унăн 26 пинĕ 3-мĕш класпа кайнă. 3-мĕш класлă тулă маларах 2 тенкĕ те 10 пусран пуçласа 2 тенкĕ те 30 пус таран тăнă пулсан, кăçал 3 тенкĕ те 20 пуса çитнĕ. Рапс пĕлтĕр 3 тенкĕ те 50 пуспа сутнă, кăçал 6 тенкĕпе туянма кăмăл тăваççĕ-мĕн.
"Нур" хуçалăх вырнаçнă ялти культура çуртне кĕтĕмĕр те тĕлĕнтĕмĕр. Кам мĕнле пулĕ те, анчах эпĕ ун пеккине курман.
Пуçламăш шкулта пĕр ача пулсан та тутарсем вĕренỹ заведенине хупмаççĕ. Ахальлĕн ялсене епле аталантарайăн теççĕ вĕсем. "Пĕчĕк ачана никамăн та аякри шкула ярас килмест-çке, ирĕксĕрех ашшĕ-амăшĕн урăх çĕре куçма тивĕ",- çапларах шухăшлаççĕ унта.
Пăва хулинче темиçе вырăнта пулса куртăмăр. Магазин пулнă çуртра кану центрĕ йĕркеленĕ, культура керменĕнче те юмахри пекех илемлĕ. Район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ М.И.Гайфуллин культура керменĕнче темиçе тĕрлĕ кружок ĕçлени пирки пĕлтерчĕ. "Тĕрлĕ çулсенчисем çỹреççĕ",- терĕ Мударис Идрисович.
Сĕт-çу, спирт заводĕнче пултăмăр. Ун хыççăн "Золотой колос" кампанин темиçе элеваторĕнчен пĕрне, "Родина" хуçалăхпа юнашар вырнаçнине, кĕрсе тухрăмăр. Кунта йăлтах автоматизациленĕ. Кунта çеç мар, ытти предприятисенче те çĕнĕ технологи çине куçнă май, ĕçлекенсен йышĕ питех те сахал. Талăкне 300 тонна çăнăх кăларакан элеваторта, тĕслĕхрен, сменăра 15 çын ĕçлет. "Золотой колос" кампанин ферминче (темлерех каласан тĕрĕс ĕнтĕ, мĕншĕн тесен унта сыснасене ангарта тытаççĕ) пулса куртăмăр.
Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, чăвашсем ертсе пыракан предприятисемпе паллашма пушшех те кăсăклă пулчĕ. Çавăн пеккисенчен пĕри вăл - Пăвари машина тăвакан завод. ăна А. А. Никифоров ертсе пырать. Заводра ял хуçалăхĕ валли хăватлă техника: тĕрлĕ культиваторпа косилка, апат ваклакан аппаратсем кăлараççĕ.
Чăваш ертсе пыракан эпир пулнă тепĕр хуçалăх вăл - "Родина" предприяти. Вăл Г.Т. Тимофеев çырса кăтартнă тăхăр ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Хуçалăха В.П.Чернов ертсе пырать. Предприятин 3034 гектар сухаламалли çĕр. Кунта 3 ял вырнаçнă. Вĕсенче чăвашсем пурăнаççĕ. "Родинăра" 328 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран 380-шĕ - ĕне, 120 лаша тытаççĕ. Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ культурăсене гектартан 50 центнер туса илнĕ, сахăр кăшманне - 211 центнер. Кашни ĕнерен 4243 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултра выльăх 680-шар грамм ỹт хушнă.
Çакна та каламалла. Пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князевăн кукамăшĕ "Родина" хуçалăха кĕрекен ялтан.
Хăнана пушă алăпа каймаççĕ те, Анатолий Пантелеймонович Кỹкеçсенчен асăнмалăх парне пачĕ. Район çинчен каласан кĕнекене, "ỹнер промыслисен "Паха тĕрĕ" фирмин тĕрри-эрешне тата Шупашкарти эрех завочĕн продукцине. Тутарсем хăйсен республикипе паллаштаракан кĕнеке парнелерĕç. Тутарсем хăнасене питĕ ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса ячĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.К.Садретдинов Чăваш Республикипе Тутарстанăн чиккине тухсах кĕтсе илчĕ, кунĕпе пĕрле çỹрерĕ, машина тăвакан завод директорĕ А.А.Никифоров чикĕне çити ăсатрĕ. Пирĕнпе пĕрле "Сувар" чăваш хаçачĕн тата Пăва районĕнчи телерадиокампани журналисчĕсем çỹрерĕç.
В.ИВАНОВА.
РЕСПУБЛИКА КУНĔНЧЕ
Республика кунĕн Программине çак эрне пуçламăшĕнче, йĕркелỹ комитечĕн юлашки ларăвĕнче çирĕплтенĕ.
Чăннипе вăл ытлари кунах уçăлнă теме пулать. Çак кун Шупашкарта пĕтĕм Раççейри метеорологсен канашлăвĕ уçăлнă.
Июнĕн 21-мĕшĕнче, паян МТВ-центрта "Чикĕсĕр регионсем" выставка-ярмарка ĕçлеме пуçлĕ. 23-мĕшĕнче республика кондитерĕсем "Пылак кун" акци ирттерме палăртаççĕ. Кунтах "Чăваш Ен": ĕнер, паян, ыран конкурса пĕтĕмлетмелле.
Выставкăра "пĕтĕм çĕнĕлĕхе кăтартакан" зона та пулĕ.
Йăлана кĕнĕ "Атăлçи çăл куçĕсем" халăх пултарулăхĕн программи кăçал тата анлăрах иртмелле: пĕтĕм республикипе 28 вырăнта. Вăл 23-мĕшĕнче уçăлĕ, уçăлнă хыççăнах "Пропоганда" ушкăн концерт кăтартĕ.
Футбол кăмăллакансем çак кунсенче Раççейпе Чăваш Ен
правительствисен командисем футболла вылянине курса киленме пултарĕç. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, Раççейсем министрсен шайĕнче мар, вĕсен çумĕсен шайĕнче вылямалла.
Ытти хăнасенчен - Патшалăх Думин депутачĕсем тата
национальноçсен енĕпе ĕçлекен министр В.Зорин, пулă тытаслăх комитечĕн ертỹçи А.Моисеев килмелле.
Тĕп хула мэрĕ Н.Емельянов каланă тăрăх, хула уява хатĕр. Шăмăршă ялĕ те çавнашкалах-мĕн. Каçпа вара 15 минутлăх унта та, кунта та илемлĕ фейерверк пулĕ.
В.ТРОФИМОВ.
"Тăрăшуллă ĕçченсене пулăшас килет"
Районти ĕçпе юрă тата спорт уявне кăçал та сумлă хăнасем хутшăнчĕç, ун çинчен "Тăван Енĕн" иртнĕ номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ.
Вĕсен йышĕнче - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков. Сăлтавĕ те çук мар, ăна депутата пирĕн район ĕçченĕсем суйларĕç, наказсем пачĕç. Уявра кăна мар, час-часах ĕçлĕ визитпа пирĕн районта вăл. Уйрăмах паянхи кун çивĕч ыйтусем чылай-çке. Анатолий Аксаков вара вĕсене мĕн май çитнĕ таран татса пама пулăшать. Тунă ĕçсем те куç умĕнчех. Сумлă хăна журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама кăмăл турĕ.
- Анатолий Геннадьевич, Ĕçпе юрă уявне мĕнле хаклатăр, кăмăл-туйăмсем еплерех?
- Паян чăннипех пысăк уяв, çур аки вĕçленчĕ. Кăмăл та çĕр ĕçченĕсемпе пĕр - хавас эпĕ те. Иртнĕ çул шăрăх кунсем тăнипе çĕр ĕçĕ мĕн чухлĕ пăшăрхантармарĕ пуль. Кăçал вара çумăр çуса савăнтарчĕ, пысăк тухăç илме шанăç пурах. Тунă ĕçсемпе
лăпланса лармалла мар, хĕрỹ ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче те "çанна тавăрсах" ĕçлемелле.
Тăрăшсан - усси пулатех. Çĕр ĕçченĕсене чăтăмлăхпа тăрăшулăх, кулленхи ĕçре хавхалану сунас килет.
- Депутат пулнă май район çитĕнĕвне епле хаклатăр?
- Улшăнусем чылай, лайăх енне, вĕсем - куç умĕнчех. Эпĕ хăй вăхăтĕнче ЧР экономика министрĕнче ĕçленĕ чух астăватăп-ха, Шупашкар районĕ республикăри ăмăртусенче кайри ретреччĕ, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ самантсем те пулман мар, паллах, район пуçлăхĕсенчен те нумай килнĕ.
Халĕ вара Шупашкар районĕн малашлăхĕ çутă пуласси пирки
çирĕплетсех калас килет. Кунта, паллах, район администрацийĕн пуçлăхĕн Анатолий Князевăн тỹпи те пур. Вăл вырăнти халăхăн шухăш-кăмăлне, çивĕч ыйтăвĕсене аван пĕлет, вĕсене вăхăтра
татса пама тăрăшать, кирлĕ йышăнусем тăвать. Тĕрĕссипе, ЧР ял хуçалăхĕн паянхи министрĕн эстафетине çирĕп тытса пырать, Михаил Игнатьевăн ырă пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртет. Кулленхи ĕçре яваплăха туйса ĕçлени, хăйĕн ĕçне пĕлни куçкĕрет, малашне те çаплах пултăр. Район историпе культурине упраса хăварасси тата пуянлатасси вăй илсе пытăр. Ырă пуçарусем татах кĕтетпĕр.
Çĕнĕлĕхсем
çук мар. Çакна кăçалхи Акатуй уявĕ те çирĕплетсе парать. Лашапа
чупас енĕпе ăмăртăва хутшăнса хăй те ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Çавăн пекех пурсуй йытăсемпе кашкăра хăвалаттарни те çĕнĕлĕх пулчĕ.
Районта çĕнĕ предприяти "Будавин" АХО, ыттисем ĕçе пуçăнчĕç, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ предприятисемпе организацисем те вăй илсе пыраççĕ. Сăмахран - "Паха тĕрĕ" фабрика. Çавăнпа та районăн малашлăхĕ пысăк.
- Малашлăх пирки сăмах хускатрăмăр та, суйлавçăсене мĕнпе савăнтарма пултаратăр?
- Чи малтанах газификаци ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăрас килет.
Суйлавçăсене шантарнине пурнăçа кĕртме тăрăшатăпах.
Мăналпа Питтукасси ялĕсене "кăвак çулăм" çитерме палăртнăччĕ, çак ĕçе вĕçлетпĕр.
Палăртнă ĕçсенчен тепри - Кỹкеç поселокĕнчи водопроводсене çĕнетесси. Тутаркасси тăрăхне те ырă хыпар çитмелле. Калаçу ача -пăчасен пултарулăх çурчĕ пирки. Ача садне реконструкцилесе ачасен пултарулăх çуртне тăвас енĕпе ĕçсем пыни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Чăваш Ен правительстви бюджет заявкине тăратнă, суйлавçăсен умĕнче панă сăмахăма тытса мĕн май килнĕ таран тăрăшăп, çитес çултан укçа-тенкĕпе федераци бюджетĕнчен çак ĕçе вĕçлеме пулăшу пулатех.
Юртукассинче акă эрозине хирĕç кĕрешес, çырансене çирĕплетес ĕç кал-кал пырать. Çитес çул ăна та вĕçлемелле. Ишлей енчи суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлассипе те ĕçлетĕп. Ишлей, Курак Чурачăк, Марка тăрăхĕнче пурăнакансем çул çуккипе е япăххипе асапланаççĕ, район центрне çитме те хĕн. Çавăнпа та Чăваш правительствипе çак ыйтăва татса парас тесе калаçу ăнăçлă вĕçленнине савăнса пĕлтеретĕп. Толик Хураскине телефон çитересси, шкула интернетпа çыхăнтарасси - тумалли ĕçсем. Вĕсене сентябрь уйăхĕнче вĕçлеме палăртатпăр, ку уяв парни пулĕ.
- Юлашкинчен район ĕçченĕсене мĕн суннă пулăттăр?
- Тăрăшуллă ĕçченсене пулăшас килет. Районти лару-тăрăва лайăхлатас, умри йывăрлăхсене сирес енĕпе Чăваш Ен правительстви, район администрацийĕ, паллах, эпĕ те, малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, туслă ĕçлĕпĕр. Суйлавçăсен наказĕсене пурнăçласси, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тата çăмăллатасси, вăл шутра районăн тата республикăн экономикăпа социаллă пурнăçне аталантарасси - пирĕн пысăк тивĕç.
Шупашкар районĕн вара вăй-хăвачĕ, пуянлăхĕ пысăк. Çитĕнỹ çулĕпе çирĕппĕн утакан хуçалăхсем
сахал мар. Кашни
хăй суйласа илнĕ юратнă ĕçре вăхăта шеллемесĕр вăй хунине пысăк хак парас килет, малашне те çавна сĕнетĕп.
Çирĕп шанăçпа тепĕр тĕл пулуччен уйрăлатăп, район умри йывăрлăхсене сирме вăй-хал тупатех. Малашне те республикăри ăмăртусенче малти ретре курасса шанатăп, ырă пуçарусем вăй илсе пыччĕр. Тăрăшуллă ĕçченсене республика та, Раççей те пулăшĕ.
Н.СТЕПАНОВА, район администрацийĕн общественноçпа çыхăну тытакан тĕп специалисчĕ.