Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ПИРĔН ЯЛТА ТА - ГАЗ!

Район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ялсенчен пĕрисем: Аначкассипе Пранькка. Нихăшĕ те пысăк мар. Тен, çавăнпах вĕсенче телефон та, радио та çук. Ялсене кĕрсе тухма çуллахи уяр çанталăкра çеç май пур: мĕншĕн тесен пĕтĕм ырлăхĕ те - урапа çулĕ. Çак кунсенче вара Аначкассисемпе Праньккасемшĕн пĕр савăнăç çитрĕ: ялсенче çут çанталăк газĕ çунма пуçларĕ. Хальлĕхе - ултă килте. Кăвак çулăм пирки темиçе çул каяллах ĕмĕтленме пуçланă халăхăн çак куна кĕтсе илес шанчăк хушăран сỹнсе те пăхрĕ пуль: ара укçа пуçтарма пуçлани самай пулать-çке. Пĕлтĕр çак ĕç çĕнĕрен вăй илчĕ. Ялти хастарсем (çав шута Аначкасси ялĕнчи А.Н.Белова кĕртмелле) çине тăнипе, вырăнти самоуправлени органĕ тĕкĕ панипе, район администрацийĕ пулăшнипе июнĕн 21-мĕшĕнче Аначкасси ялĕнчи тăватă, Праньккари икĕ килте газ чĕртрĕç. Çак кун çитнишĕн ун чух Беловсем, Максимовсем, Ялугинсем, Ивановсем, Ильинсем, Юнусовсем чăннипех те савăнчĕç. Пуçласа кăвак çулăм çутнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительствăпа архитектура управленийĕн пуçлăхĕ В.М.Сидоров, Депутатсен районти пухăвĕн депутачĕ В.Н.Димитриев, Янăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Е.Яковлев хутшăнчĕç. Çут çанталăк газне яла илсе çитерекенни вара - тулли мар яваплă Лидер общество (директорĕ - Г.М.Михайлов). Ĕçе пурнăçлама ял çыннисем хăйсем укçа хывнипе пĕрлех тĕп подрядчик хăй те тăкакланнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ В.М.Сидоров каланă тăрăх, газ кĕртме кайнă укçа-тенкĕн пĕр пайне кăçалах каялла тавăрма май пур. Мĕншĕн тесен тупрана республика бюджетĕнче пăхса хăварнă. Пирĕн киле газ хăçан çитĕ-ши тесе пăшăрханакан ял халăхне Чебоксарыгоргаз филиалăн Кỹкеçри газ участокĕн пуçлăхĕ В.И.Мокин лăплантарать. Пирĕнте ĕç тăмĕ,- тет вăл. - Эпир 2-3 кунта пур киле газ чĕртме ĕлкĕретпĕр . Йĕркеллĕ пулсан, Праньккара 24 килте, Аначкассинче 14 килте газ çунма пуçламалла.


27 июня 2003
00:00
Поделиться