Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

РЕСПУБЛИКА ХĂЙĔН ÇУРАЛНĂ КУННЕ ПАЛĂРТРĔ

Вун-вун регионтан, ют çĕршывсенчен пин-пин хăнана кĕтсе илчĕ республика хăйĕн çуралнă кунĕ тĕлне. Сумлă хăнасем те яланхи пекех нумаййăн пулчĕç. Вăл шутра Раççей Президенчĕн канашçи, паллă писатель Анатолий Приставкин, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Халăх депутачĕ фракцин ертỹçи Геннадий Райков, РФ министрĕсемпе пысăк корпорацисен пуçлăхĕсем, Аслă Атăл ассоциацийĕн членĕсемпе унăн ертỹçи - Пенза облаçĕн кĕпĕрнатăрĕ - Василий Бочкарев. Фольклор ушкăнĕсен Атăлçи çăлкуçĕсем фестивальне кăна 40 ытла регионтан килнĕ. Самар тăрăхĕнчи чăвашсене илес-тĕк, унтан 6 автобус, 150 çын çитнĕ. Ушкăнсем Шупашкарпа Шăмăршăсăр пуçне (тĕп мероприятисем вĕсенче иртнĕ) Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Чи пысăк мероприятисенчен тата МТВ-центрта ĕçленĕ Чикĕсĕр регионсем выставкăна асăнмалла. Наукăпа производство çитĕнĕвĕсĕр пуçне унта экономикăпа социаллă пурнăç енĕпе палăртнă программăсене презентациленĕ. Июнĕн 23-мĕшĕнче Олимпийский стадионта РФ Правительствин тата Чăваш Ен футбол командисем вăй виçрĕç. Чăн-чăн кĕрешỹре пирĕн выляса ячĕç пулин те пурте, çав шутра куракансем те кăмăллă юлни палăрчĕ. Шăмăршă ялне илес-тĕк унта та уяв тивĕçлĕ шайра иртнĕ. Уçнă çĕре Николай Федоров, РФ национальноçсен ĕçĕн министрĕ Владимир Зорин килнĕ. Сăмах май, Шăмăршăра район пуçлăхĕсем, çав шутра Шупашкар район пуçлăхĕ А.Князев та, рысак лашасен ăмăртăвне хутшăннă. Шупашкар районĕнчи пултарулăх коллективĕсем те уява анлăн - 8 ушкăнпа - хутшăнчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, Республика кунĕ савăнăçлă та çав вăхăтрах усăллă иртрĕ.


27 июня 2003
00:00
Поделиться
;