Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ÇАТРАКАССИ ТĂРĂХĔНЧИ ЫЙТУСЕМ ТАВРА

Сарапакасси ял администрацийĕ Çатракассинче вырнаçнă. Иртнĕ эрнере унта паллă улшăну пулса иртнĕ: юлашки çулсенче ертсе пынă пуçлăха, В.П.Дмитриева, республика шайне, Гостехнадзор службăн пай пуçлăхĕ пулма илсе кайнă. Çапла вара район администрацийĕн кунне çак территорире ирттернĕ чухне унăн ĕçне туса пыраканĕ Н.Г.Григорьева кĕтсе илчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăваканĕ А.Е.Егорова (А.П.Князев отпускра) ертсе пынипе Çатракасси тăрăхĕнчи 8 яла 8 ушкăн килсе çитрĕ. Юлашкинчен çакăн пек кун 3 çул каялла пулнă кунта. Унтанпа мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ, пĕрле сỹтсе явса пурнăçлама палăртнă ĕçсене туса пĕтернĕ-и? Уйрăммăн илсен, халăх халь мĕнле пурăнать, районта, республикăра, çĕршывра пулса иртекен хыпарсене пĕлет-и? Çитес çулсенче вăл е ку ялта пĕрле пурнăçламашкăн мĕн палăртса хăвармалла тата ытти ыйтусем тавра пычĕ тĕл пулусенчи калаçу. Сарапакасси ял администпацийĕ чи лайăххисен шутне кĕрет. Вырăна килсе паллашни, халăхпа курнăçни çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Сарапакассинче, ирхине ултă сехет çурă тĕлне халăх "Асăну сăрчĕ" патне çитсе вырнаçнă. Çак вăхăта унта пирĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнчен В.Н.Мустаевран (асли), РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕнчен А.М.Исаеваран, ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕнчен А.Е.Максимоваран, "Тăван Ен" хаçат редакторĕнчен тăракан ушкăн та çитрĕ. Хапăл тăвакан сăмахсемпе хăнасене ял старости - Н.Т.Трофимов, ял администраци представителĕ Н.Е.Евгеньева кĕтсе илчĕç. Ирхи чалăш хĕвел айĕнче пирĕн тĕл пулу пĕр тикĕс пычĕ. Кун умĕн райадминистраци ĕçченĕсем Сарапакасси тăрăхĕнче 2000 çулхи сентябрьте пулнă. Вăл вăхăтра палăртнисенчен ку ялта чылайăшне, çав шутра газ кĕртессине те, пурнăçланă. Пĕр пункт - Лапсар еннелле 600 метр майлă йывăç лартасси çеç татăлайман, çĕрĕ патшалăхăн пулнипе йывăç лартма ирĕк илейменни чăрмантарнă. Ку ĕç çитес тапхăра юлĕ. "Хам енчен мĕн пултарнине йăлтах пулăшма тăрăшăп",- палăртрĕ В.Н.Мустаев, кун пирки сăмаха вĕçленĕ май. Килнисем кашниех хăйсен ыйтăвĕсене çутатса пачĕç, ăнлантарчĕç. Халăхĕ хăй те, старости те активлă кунта. Акă, сăмахран, В.Е.Михеев пенсионера ял урамĕ варринчи шурлăх канăçсăрлантарать. Вăл кун пирки килсессĕнех редактора пĕлтерчĕ. "Çавна типĕтме çук-ши?"- тет. Ытти ыйтусем хушшинче ăна та çĕклерĕмĕр, вырăна кайса пăхрăмăр, çăмăлах пулмасан та пурнăçламаллисен шутне кĕртрĕмĕр. 8 ялта 8 тĕрлĕ ыйтусем. Анчах нумай çĕрте вĕсем пĕрешкел: телефон сахал, клуб çук е япăх, урамсенчи тирпейлĕх, хĕлле автобус начар çỹрет тата ытти те. Пĕтĕмлетỹ Çатракасси клубĕнче иртрĕ. Кашни ушкăн ертỹçи ялсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, "Дружба" хуçалăх пуçлăхĕ С.Р.Кириллов, район депутачĕ З.Ф.Петрова, Н.Г.Григорьева тухса калаçрĕç. Сиксе тухакан ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе канашлăва ертсе пыракан А.Е.Егорова уйрăм отрасльсемшĕн яваплă ĕçченсене: строительствăпа архитектура управленийĕн пуçлăхне В.М.Сидорова, культура управлениĕн ертỹçине М.Я.Павловăна, РУНО пуçлăхне Г.В.Николаева ăнлантарса пама хушрĕ. Район администрацийĕн Сарапакасси ял администраци территорийĕнчи кунне тивĕçлипе пĕтĕмлетнĕ хыççăн Альбина Егоровна вырăнти ĕçченсене малашне те хальхи пекех пĕтĕçỹллĕ ĕçлеме вăй-хăват, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çитменнине çывăх вăхăтрах ку ял администрацин тулли полномочиллĕ çĕнĕ пуçлăх пулмалла. Çынсем тĕл пулусене пухăннине шута илсе кашни ялтах 4 кандидатран пĕрне пуçлăха суйласа илме сĕннĕ. Çапла чи нумай сасă пухса Ю.В.Ильин мала тухнă.


02 июля 2003
00:00
Поделиться