ЛАЙĂХ УЯВ ТУПĂШ КỸРЕТ
Чăваш Республики хăйĕн çуралнă кунне мĕнлерех палăртни çинчен пирĕн хаçат çырнăччĕ. Тунти кун Правительство çуртĕнче Н.В.Федоров Президент республикăри массăллă информаци хатĕрĕсене валли пресс-конференци ирттерчĕ. Икĕ сехет майлă пычĕ калаçу. Унта Николай Васильевич Экономика аталанăвĕн министерстви тунă официаллă кăтартусене пĕтĕмлетрĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Кам уйвра пулнă вăл лайăх пĕлет: "Атăлçи çăл куçĕсем" музыка фестивальне фольклор ушкăнĕсем Самарт, Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсенчен,, Тутарстан, Пушкăрстан, Мари Эл республикисенчен, пурĕ - 42 регионтан, чикĕ леш енчен: Итали, Эстони, Украина, Белорусси çĕршывĕсенчен мĕн пурĕ 6000 яхăн хутшăнакан килнĕ. Икĕ кун хушшинче республикăри 28 площадкăра 60 концерт-мероприяти ирттернĕ. Çакă - "Атăлçи çăл куçĕсем" çеç. Унсăр пуçне ал ăстисен куравне 200 ытла маçтăр 23 регионтан килнĕ, вĕсен ĕçне 100 пин çын çитсе курнă, хакланă, кам мĕн те пулин туяннă.
Çавнашкалах вун-вун çĕртен "Регионсем хушшинчи курав центрĕнче" хăйсен выставкине уçнă...
Н.В.Федоров тĕл пулура нумай цифра илсе кăтартрĕ. Николай Васильевич шучĕпе Республика кунне ирттересси çулсерен вăйланса, хăват илсе пырать. "Пĕрремĕш хут 1995 çулта пуçланă чухне тупăш пулманпа пĕрехчĕ,- терĕ вăл,- пĕлтĕрхи "Республика кунĕ" Чăваш Ене 1470 миллион тенкĕ (1,5 миллиард çурă майлă) кĕнĕ пулсан, кăçалхи уяв вăхăтĕнче иртнĕ мероприятисем 1980 миллион тенкĕлĕх тухăçлă пулчĕç. Ку тухăç шутне РФ Правительстви çак кун тĕлне Чăваш Ен валли тĕллевлĕ куçарнă укçасене шутламан.
Ял хуçалăх министерстви ялсенче çуртсем тумашкăн 60 миллион, газификаци тума 9,9, ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетне тума 10, Канашра элеватор тума 3, "Приволжское" учхозăн çамрăк ĕне выльăх фермине тума 1,69 миллион, бюджет укçа-тенкине çỹретессине уçăмлă тунăшăн Правительство Чăваш Ене парнеленĕ 117.962 пин тенкĕ укçасене кĕртмен. Çапла пурĕ 2,2 миллиард тенкĕ пулать.
Тупăшсен пысăк пайĕ предприятисемпе организацисем çак тапхăрта алă пуснă килĕшỹсенчен, тỹрремĕн илнĕ усламсенчен тăрать. Акă, сăмахран, "Промитрактор" АУО 100 трактор сутасси çинчен 500 миллион тенкĕлĕх килĕшỹ тунă. Красноярскри комбайн завочĕпе 40 "Енисей" комбайн хăйĕн хакĕнчен 20% йỹнĕрех хакпа туянасси çинчен килĕшỹ туни 3 миллион тенкĕ экономи панă. Пурĕ 392 килĕшỹ (1344 миллион тенкĕлĕх) тунă. Хăна çурчĕсем çак кунсенче кăна 2 миллион тенкĕ ĕçлесе илме пултарнă, т. ыт.те.
Çак кунсенче 3 телемедицина центрĕ, 5 врач офисĕ уçнă, 45 шкул автобусĕ илнĕ.
"РФ Правительствинчен парне шучĕпе килнĕ укçана вара республикăра йышăннă социаллă программăсене пурнăçлама яратпăр",- палăртрĕ Президент.
"Мĕнпе кăмăлсăр юлнă-ха Президент?" Журналистсен çак ыйтăвне хуравласа Николай Васильевич: "Çанталăк енчен туллин тивĕçтереймерĕмĕр",- терĕ шỹтлевлĕн. Пĕтĕмшпе илсен, пысăк пăтăрмахсем пулман-мĕн. Пирĕн гостиницăсенчен пĕринче кредит карточкипе йĕркеллĕ усă курайманнине, "Восторг" ресторанта теприсене заказ 2 сехет кĕттернине шута илмиесен, паллах.
Президент çавăн пекех уявпа тỹрремĕн çыхăнман ыйтусене те хуравларĕ.