Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

УСĂЛЛĂ ОПЫТПА ПАЛЛАШМА

Кĕ çнерни кун, июлĕ н 3-мĕ шĕ нче Раççей Федерацийĕ нчи 90 яхăн регионĕ нчен социаллă политика министерствисен, патшалăх комитечĕ сен, управленийĕ сен ертỹ çисем, Раççей Ĕçлев министерствин коллегийĕ н, Федераци органĕ сен тата ытти тытăмсен пуçлăхĕ сем, Чăваш Республикин социаллă пулăшу паракан учрежденийĕ сен ĕ çченĕ сем пирĕ н районта ĕ çлĕ визитпа пулчĕ ç. Сумлă хăнасем Шăмăшпа Хыркассинчи ветерансен çурчĕ сен ĕ çĕ -хĕ лĕ пе паллашрĕ ç. Асăннă ветерансен çурчĕ сене суйласа илни сăлтавсăр мар. Социаллă ĕ çченсене ытларах пĕ чĕ к йышпа туслă пурăнакан ветерансен çурчĕ сем паянхи çăмăл мар кун епле аталанса пыни кăсăклантарать. Шăмăшпа Хыркассинчен ырă тĕ слĕ х илмелли вара темĕ н чухлех. Эпир асăннă ветерансен çурчĕ сенче ватăсем мĕ нле пурăнни çинчен "Тăван Ен" хаçатра тăтăшах çырнă. Шăмăшри ветерансен çуртĕ нче хăнасене район администрацийĕ н пуçлăхĕ н ĕ çĕ сене пурнăçлаканĕ , район администрацийĕ н пуçлăхĕ н пĕ рремĕ ш çумĕ Альбина Егорова, социаллă хỹ тлĕ х пайĕ н пуçлăхĕ Анатолий Константинов, Шăмăш ял администрацийĕ н пуçлăхĕ Николай Карпов тата асăннă ветерансен çурчĕ н заведующийĕ Людмила Федорова хапăл туса кĕ тсе илчĕ ç. Паянхи кун ваттисен çуртĕ нче 11 çын пурăнать. Тăван кил, чун ăшши тупни куç умĕ нчех. Пỹ лĕ мсенче таса та çутă, тирпейлĕ , уйăрса панă çĕ р лаптăкĕ нче тĕ рлĕ пахча-çимĕ ç, кил картинче - чăх-чĕ п. Сывлăха çирĕ плетме хурт-хăмăр ĕ рчетеççĕ . "Кăвак çулăм" ватăсен пурнăçне самаях çăмăллатрĕ . Хыпарсемпе паллашма - телевизор, радио пур. Апат-çимĕ ç енчен аптрамаççĕ . Хăйсене уйăрса панă çĕ р лаптăкĕ нче Шăмăшсем хĕ лле валли пĕ тĕ мпех акса-лартса çитĕ нтереççĕ . Социаллă ĕ çченсем Марина Мартыновăпа Ольга Зиновьева пур ватă патне те чун уççи тупма тăрăшаççĕ , ахальтен-им ватăсем вĕ сем хатĕ рлекен апат-çимĕ çе кăмăллаççĕ . Сывлăх сыхлавĕ пирки те пăшăрханма кирлĕ мар. Асăннă ушкăнта Раççей Федерацийĕ н Ĕçлев тата социаллă аталану министрĕ н пĕ рремĕ ш çумĕ Юрий Люблин та пулчĕ . Шăмăшсен ĕ çĕ -хĕ лĕ пе ыттисем пекех кăмăллă юлчĕ , Чăваш Енри паха опыта ырларĕ - ватăсене канлĕ х, вăрăм ĕ мĕ р, социаллă ĕ çченсене - çитĕ нỹ пе ăнăçу сунчĕ . Пĕ чĕ к йышпа пурăнакан ветерансен çурчĕ сен малашлăхĕ çутă пулнине çирĕ плетрĕ . Хăнасен иккĕ мĕ ш ушкăнĕ Хыркассинче пулчĕ .


05 июля 2003
00:00
Поделиться