Чебоксарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ

ĂРАСКАЛ" - ÇАМРĂКЛĂХ УЯВĔ

Июнĕн 4-5-мĕшĕсенче Кỹкеçри Хĕвеллĕ уçланкăра республикăри ял çамрăкĕсен "ăраскал" фестивалĕ иртрĕ. 32 çул пĕр чарăнмасăр тухать Чăваш радио хумĕ çинче "ăраскал" - çамрăксен кăларăмĕ. Чи малтан вăл "Çамрăксен сасси" ятпа тухнă. "ăраскал" тилхепине тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ редактор тытса пынă. Кашни хăйне евĕр çĕнĕлĕх илсе килнĕ пулин те, унăн тĕп тĕллевĕ - яш-кĕрĕмĕн пурнăçне пур енлĕн çутатса парасси пулнă. Радио хумĕ çинчен тухса халĕ çамрăксен фестивалĕ юхăмне çитрĕ. Кăçал фестиваль 9-мĕш çул иртрĕ. Чи малтан Канаш районĕнче, каярахпа Етĕрне, Шупашкар районĕсенче çĕкленнĕ фестиваль ялавĕ. Кăçал каллех пирĕн районта йĕркеленчĕ вăл.. ăраскал - шăпа, телейлĕ шăпа тенине пĕлтерет. Кашни каччăпа хĕрĕн çамрăклăхне ырă та савăк кăмăлпа, телейлĕ самантсемпе тултарма, вăхăта усăллă ирттерме пулăшать. Тăрăшуллă çыннăн паллах, шăпи телейлĕ пулатех. Фестиваль конкурсĕсене виçĕ вырăнта йĕркеленĕ: Апашри культура çуртĕнче - КВН, Кỹкеçре - академи юрри, классика ташши, халăх инструменчĕсемпе каласси, уçланкăра - эстрада тата халăх юрри-ташши. Уçланкăрах халăх пултарулăх маçтăрĕсен "Районти çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕ" стендсен кăтартăвĕ ĕçлерĕ. Çамрăксем курма пынисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Кăнтăр апачĕ хыççăн пуçланнă пĕр чарăнми çăвакан çумăр та хăратаймарĕ вĕсене. Музыка аппаратури виткĕнчĕк айĕнче, юрлакансем сунчăкпа, хушăран шалкăм çумăр тăка-тăка антарчĕ пулин те, юрă-кĕвĕ уçланкăра самантлăха та шăпланмарĕ. Вăхăт каç енне сулăнсан çĕнтерỹçĕсене парнесемпе дипломсем парса чысларĕç. Пирĕн ентеш çĕнтрỹçĕсен ячĕсене палăртма кăмăллă: "Академи юрри" номинацинче пĕрремĕш вырăн - Рауза Таймасова, халăх инструменчĕсемпе пĕрремĕш вырăн, - Шăмăшри культура çумĕнчи халăх инструменчĕсен ансамблĕ, эстрада юрринче - иккĕмĕш вырăн, Олеся Иванова, районти çамрăксен "БраДва" КВН команди "Гран-при" парнене тивĕçрĕç. "Шупашкар районĕн çамрăклăхĕ" стенд - виççĕмĕш вырăн. Тĕрлĕ номинацисенчи малти вырăнсене пĕтĕмлетсен ирĕн район 1-мĕш вырăна тухни паллă пулчĕ. Уявра çавăн пекех республикăри чи лайăх механизаторсене, ỹсен-тăран çитĕнтерекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене чысларĕç. Пирĕн районти "Атлашевский" ял хуçалăх коллективĕнче скотникра вăй хуракан Марина Васильева 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ, дипломпа укçан премие тивĕçрĕ. Гала-концертăн анлă программине малти вырăн йышăннă çĕнтерỹçĕсен юрри-ташшипе калăпланăччĕ. Унтан, парнесене валеçсе пĕтернĕ хыççăн, концерта районсенчен килнĕ маттур артистсем, чăваш эстрада çăлтăрĕсем тĕсрĕç. Республика шайĕнчи пысăк уява йĕркелесе ирттересси пĕчĕк ĕç мар, пĕччен пурнăçлама çук. Çавăнпа ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев комитет йĕркелени çинчен пĕлтерсе ятарлă килĕшỹ кăларнă. Пурне те - комитет председателĕпе членĕсене тав сăмахĕ калас килет. Унсăр пуçне Çĕньялти вăтам шкул директорне Ф.И.Захарова "Колосок" ача-пăча сачĕн заведующине Е.В.Тихонована, 1-мĕш вăтам шкулăн ОБЖ вĕрентекенне И.В.Смоленцова, "Гвардеец" РПУП ертỹçине Ф.В.Борисована, çамрăк тусăмсене тата ыттисене чĕререн тав тăватăп.


09 июля 2003
00:00
Поделиться