Кубок - Шупашкар спортсменĕсенче
Иртнĕ кану кунĕсенче Шупашкар районĕ республикăри ялти çуллахи 12-мĕш спорт вăййисене хăйĕн патĕнче йышăнчĕ. Унта 21 районти 500-е яхăн спортсмен хутшăнчĕ.
ăмăртусем Кỹкеçри "Солнечная" уçланкăра хаваслă лару-тăрура уçăлчĕç. Вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ - Ял хуçалăх минстрĕ М.В.Игнатьев, ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ В.М.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.П.Князев тата ытти хăнасем саламларĕç, ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунчĕç.
- Николай Федоров спорта уйрăмах тимлесе тăрать. Вĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартма пултараççĕ, лайăха шанса малалла ăнтăлаççĕ. Кунашкал ăмăртусем ирттермеллех, ял çамрăкне пысăк усă парать вăл: сывлăхлă тăвать, районсене пĕр-пĕринпе туслаштарать. Çавăн пекех сывă ачасем пулсан пирĕн экономика та, социаллă пурнăç та ĕнерхинчен лайăхрах пулать,- терĕ А.П.Князев уява уçнă май.
Ял çамрăкĕсен спортри ăсталăхне тупса палăртас, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе ирттерекен ялти вăйăсем пĕр вăхăтра путланннăччĕ. 2001 çулта вăл çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Пĕрремĕш çулне Канашра, пĕлтĕр - Вăрнар районĕнче иртнĕ.
- ăмăртусене ирттерме Шупашкар районне суйласа илни ахальтен мар. Район спорт енĕпе чăннипех те пысăк хисепре. Кунта шанăç кỹрекен маттур спортсменсем вăй илеççĕ. Унсăр пуçне район социаллă пурнăç аталанăвĕпе те, экономика тĕлĕшĕнчен те республикăра лайăххисен шутĕнче, çулсерен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнса пырать,- терĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.М.Краснов.
Çакнашкал чыса çĕнсе илни пĕр енчен телей, çав самантрах хăна килекен спортсменсене канма та, вăй виçме те лайăх условисем туса памалла. Çакна тĕпе хурса район администрацийĕ сахал мар тăрăшрĕ, хăнасем пирĕнпе кăмăллă юлчĕç. Ялти спорт вăййисене ирттерме республика бюджетĕнчен 58 пин уйăрнă, уйрăм спонсорсем те хăйсен тỹпине хывнă.
ăмăртусем спортăн 9 енĕпе иртрĕç. Кăçалхи вăйăсене спортăн икĕ тĕрлĕ тĕсĕсене çĕнĕлĕхе кĕртнĕ: ирĕклĕ майпа кĕрешесси, çемье эстафети.
Хĕрỹ те çивĕч кĕрешỹре пирĕн район ăмăртуçисем мини-футболла, хĕрсен тата каччăсен командисем футболла, лапталла выляссипе мала тухрĕç. Çăмăл атлетика тата кире пуканĕ йăтассипе пĕрремĕш - Канаш, иккĕмĕш - эпир пултăмăр. Стадионăн кĕтесĕнче чушкăлла (кородки) выляссипе тупăшрĕç. Çак авалхи спорт республикăра манăçа тухса пырать. Апла пулин те пирĕннисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Çемье эстафетинче Янăшри Дмитриевсен çемйи тăваттăмĕш вырăна тухрĕ.
Армспортăн хăйсен виçе категорийĕсенче пирĕн çамрăк хĕрсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна пайларĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе те пирĕн спортсменсем палăрчĕç, районсем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Вĕрен туртассинче Патăрьелсем çирĕпрех пулчĕç, эпир - тăваттăмĕш. Икĕ куна пынă ăмăртусенче пĕтĕмĕшле илсен пирĕн район спортсменĕсем тивĕçлĕ ăмăртрĕç. Икĕ çул Канашсенче тытăнса тăнă куçса çỹрекен кубока район хăй патне илчĕ. Иккĕмĕш вырăнсене Канашпа Патăрьелсем тухрĕç.
- Район пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнинче пирĕн тренерсен тỹпи пысăк. Çакăн пек çынсем пуррипех физкультурăпа спорт пирĕн тăрăхра ăнăçлă аталанса пырать. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе В.Н.Григорьев, В.И.Смородинов, çăмăл атлетикăпа Т.В.Михайлова, футболла выляссипе А.П.Заболотнов, волейболла выляссипе В.А.Николаева, кире пуканĕ йăтассипе тата армспорт енĕпе - И.В.Смоленцев, лапталла - выляссипе Л.Г.Федорова тренерсен ячĕсене палăртмалла, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн физкультурăпа спорт уйрăмĕн пуçлăхĕ В.С.Гаврилов.
Çĕнтерỹçĕсене ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев, ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ В.М.Краснов, район ертỹçи А.П.Князев саламларĕç, медальсемпе дипломсемпе наградăларĕç.